1943

Çулсем
1939 1940 1941 1942 1943 1944 1945 1946 1947
Вуннăçуллăхсем
1920-мĕш1930-мĕш1940-мĕш1950-мĕш1960-мĕш
Ĕмĕрсем
XIX ĕмĕрXX ĕмĕрXXI ĕмĕр

Пулса иртнĕ

Çуралнă

Вилнĕ

1-мĕш Украина фрончĕ

Пĕрремĕш Украина фрончĕ – совет çарĕсен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи операци-стратеги пĕрлешĕвĕ. Кăнтăр-анăç тĕлĕнче 1943 ç. юпан 20-мĕшĕнче АТÇ Ставкин 1943 ç. юпан 16-мĕшĕнчи тапăчĕпе Воронеж фронтĕнчен туса хунă.

1945 ç. çĕртмен 10-мĕшĕнче салатнă, унăн уйри тытăмне СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп çар ушкăнĕн тытăмне куçарнă.

Çеçенхир фрончĕ

Çеçенхир фрончĕ — совет çарĕсен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи операци-стратеги пĕрлешĕвĕ. Фронт 1943 çулта Вăта Раççейре тата Тухăç Украинăра вăрçнă.

Воронеж фрончĕ

Воронеж фро́нчĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн операци пĕрлешĕвĕ.

Воронежа хӳтĕленĕ Брянск фрончĕн çар чаçĕсенчен 1942 çулхи утăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ят панă.

Иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕсем

Ку списокра пĕтĕм Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне икĕ хут тивĕçнисене асăннă (мĕнпурĕ 154 çын. Списокра ССРС Аслă Канашĕн чыс паракан указĕсен даттисем мĕнле çар çар званипе йышанакан должность (Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме тăратнă вăхăтра) пурăннă çулсене çинчен каланă.

Пăхма çăмăллатма фон тĕсĕсене ылмаштарса пынă фон

Вилнĕ хыççăн 2 хут Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнисене (9 çын) сăрă тĕспе палăртнă

Халь пуранакан 2 хут Паттăрсем (2015-мĕш çулхи нарăс уйăхĕ пурте космонавтсем — 22 çын) симĕс тĕспе палăртнă

Кемĕр облаçĕ

Кемĕр облаçĕ — Раççейĕн Анăç Çĕпĕрĕн кăнтăр пайĕнчи облаçĕ, 1943 çулхи кăрлач, 26 йĕркеленĕ.

Лаптăкĕ — 95,5 пин çм²Облаçĕнче — 2855,0 пин çын (2005) пурăнать. 29,9 çын/çм² (2005) шакмаклă çухрăмра, хулара 85,0 % (2005) пурăнатьАдминистраци центрĕ — Кемĕр

Пехота

Пехо́та (пĕрмайхи çар) — типçĕр çарĕсенчи çар ăрачĕ, патшалăхсен хĕçпăшаллă вăйĕсем. Вăрçăсен кун-çулĕнче пехота çуран çапăçакан, чи авалхи тата чи йышлă çар ăрачĕ (унчен ăна хĕçпăшал ăрачĕ тенĕ).

Хăшпĕр çĕр-шывсенче ăна «инфантери» ((кивелнĕ итал infanteria, infante — «яш-кĕрĕм, çуранут»)) теççĕ. Раççейре XVIII ĕмĕр — XX ĕмерĕн пуçламăшĕнче «инфантерия» тата «пехота» терминсемпе официаллă документсенче пĕр пекех усă кураççĕ.

Тăван Çĕршыв вăрçин орденĕ

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи орденĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи совет чыславĕ. Вăрçă вăхăтĕнче йĕркеленĕ пĕрремĕш чыслав.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе çар чаçĕсемпе пĕрлешÿсене, çар вĕрентĕшĕсене, вăрçă савучĕсене чысланă. Ку орденпа нумай хулана та чысланă:

Новороссийск, Смулен (1966 -мĕш çул),

Керчь, Тихвин (1974),

Воронеж (1975),

Наро-Фоминск (1976),

Луга (1977),

Ржев (1978),

Орёл, Курск, Белгород, Сочи, Кисловодск, Могилёв (1980),

Ельня, Корсунь-Шевченковский, Ломоносов, Туапсе (1981),

Мурманск, Танçи Ростов, Серпухов, Феодосия (1982),

Великие Луки, Дятьково (1983),

Кандалакша, Кингисепп, Кишинёв, Орша, Кивĕ Русса, Таллин (1984 -мĕш çул),

Волоколамск, Борисов, Изюм, Можайск, Нальчик, Тирасполь, Шяуляй (1985).1969 –мĕш çулта году Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ Словакинчи Склабиня яла чысланă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи (е Аслă Аттелĕх вăрçи) — Совет Союзĕн наци Германипе Европăри унăн тăмарĕсене (майлисене) (Венгри, Итали, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати) хирĕç 1941—1945 çулсенче пынă вăрçă; Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пысăк тапхăрĕ. Çак ят совет халăхĕсен ăс-тăнĕнче, йăлисенче Сталин 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче халăх умĕнче радиопа калаçнă хыççăн çирĕпленсе юлнă.

Калаçусенче «аслă» тата «тăван çĕршывăн» сăмахсене уйрăммăн усă кураççĕ. Пĕрремĕш çак сăмах çаврăнăшне вăрçă пирки «Правда» хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 23- çĕртмен 24-мĕшĕнче çак статьяра асăннă, малтан термин пек мар, хаçатри клишисенчен («халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн çĕнтерӳллĕ вăрçи» евĕр) пĕри шутланнă. «Тăван Çĕршывăн вăрçи» термина СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1942 çулхи çăвăн 20-мĕшĕнчи Хушавĕпе кăларнă вăрçăн Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕн терминĕ пулнă. Ячĕ совет патшалăхĕнче пулнă республикăсенче (укр. Велика Вітчизняна війна, бел. Вялікая Айчынная вайна, абх. Аџьынџьтәылатәи Еибашьра ду тата ур.) тĕл пулать. СССРа кĕмен ютçĕр патшалăхĕсенче «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи» терминпа кулленхи калаçура пачах усă курмаççĕ. Анкăл чĕлхиллĕ çĕр-шывсенче унăн улăштару терминĕ — Eastern Front (World War II) (акăлч.) (Тухăç фрончĕ (Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи)), нимĕç историографинче — Deutsch-Sowjetischer Krieg, Russlandfeldzug, Ostfeldzug (ним.) (Нимĕç-Совет вăрçи, Вырăс харçи, Тухăç харçи).

Юлашки вăхăтра раççейĕн массăллă информации хатĕрĕсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине палăртма хăшпĕр чухне «Аслă вăрçă» термина кĕртеççĕ, истори енчен ку тĕрĕсех мар — 1910-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак терминпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине палăртнă.

Чĕмпĕр облаçĕ

Чĕмпĕр облаçĕ, — Вăтам Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă, 1943 çулхи кăрлачăн 1 туса хунă. Тĕп хули — Чĕмпĕр. 2002 çулхи халăх çыравĕ тăрăх пурĕпе 1 382,8 пин çын пурăнать, вĕсенчен:

вырăссем 72,65%

тутарсем 12,20%

чăвашсем 8,05%

украинсем 3,63%

азербайджансем 0,36%

армянсем 0,34%

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.