1905-07 çулсенчи революцийĕ

1905-07 çулсенчи Раççейри революцийĕ

1905 çулхи ака уйăхĕнче Лондонра РСДРП III съезчĕнче Ленин çак революцин тĕп тĕллевĕ — монархине тата унăн Раççейри юлашкине — крепăçлăха пĕтересси тесе палăртнă.

Буржуази революцийĕ пулсан та, Ленин шучĕпе, унăн çулпуçĕ пролетариат пулмалла, мĕншĕн тесен çĕнтерӳ уншăн кирлĕ, тамăрĕ — хресченлĕх. Ленинăн шухăшне ырласа, съезд парти тактикине палăртать: стачкăсене, демонстрацисене йĕркелесе ирттермелле, хĕçпăшаллă пăлхава хатĕрленмелле.

Ленин революцин ĕçне хутшăнасшăнчĕрипе çуннă. 1905çулхи чӳк пуçламăшĕнче, вăл вăрттăн, ют хушаматпа Петербурга килет те хастарлă ĕç-хĕле кĕрет. Ленин РСДРП Тĕп тата Петербург комитечĕсен ĕçĕсене хутшăнать, «Новая жизнь» хаçата пулăшать. Ленин ертсе пынипе парти хĕçпăшаллă пăлхава хатĕрленет. Çак хушăрах Ленин «Две тактики социал-демократии в демократической революции» кĕнекине çырать, çавăнта вăл пролетариатăн гегемони тата хĕçпăшаллă пăлхав кирлĕ пирки çирĕп тăрать. Хăйсен енне çĕр ĕçченĕсене çавăрас кĕрешӳре (çак ыйтупа эсерсене хирĕç тăнă) Ленин «К деревенской бедноте» брошюрă çырать. Çак кĕрешӳ ăнăçлă тухать: Раççейре Ленин пулнă чух партии хăвачĕ темиçе хут ӳсет. 1906 вĕçнелле РСДРП-ра 150 пине яхăн çын шутланнă.

Патша тарçисем Ленин пурине сиссен, парти йышăнăвĕпе вăл 1906 çулта Финляндине куçса каять, 1907 çулхи кĕркунне каллех ют çĕрсене тухса каять.

Хĕçпăшаллă пăлхавсем

Çĕр ĕçтĕшĕсен пăлхавĕсем

Революционерсен ушкăнĕсем

Ытти революциллĕ ушкăнсем

Каçăсем

Вуламалли

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.