1739

Çулсем
1731 1732 1733 1734 1735 1736 1737 1738 • 1739
Вуннăçуллăхсем
1710-мĕш1720-мĕш1730-мĕш1740-мĕш1750-мĕш
Ĕмĕрсем
XVII ĕмĕрXVIII ĕмĕрXIX ĕмĕр

Пулса иртнĕ

Çуралнă

Вилнĕ

Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр
XVIII ĕмĕр

XVII ĕмĕр — XVIII ĕмĕр — XIX ĕмĕр

Çурçĕр вăрçи

Çурçĕр вăрçи́ (1700—1721) — Раççей патшалăхĕпе Швеци хушшинче Балти çинчи вăрçă. Хăш чух ăна Аслă Çурçĕр вăрçи́ теççĕ.

Иран

Иран (перс. ایران), официаллă Ислам Республики Иран (перс. جمهوری اسلامی ایران — Джомхурийе Исламийе Иран) — Азин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă патшалăх. Шĕкĕр хули — Тегеран.

Иран тĕнчери чи авал патшалăхсенчен пĕри шутланать. Чылай ĕмĕр тăрăххипе Тухăçра паллă ĕç-пуçа тытса тăнă. Перси империйĕн территорийĕ Дарий I чухне Греципе Киренаикирен пуçласа Инд шывĕ таран сарăлнă. 1979 çулта Иранра Хомейни имам ертсе пынипе революци пулса иртет, монарх йĕркине пăсса ислам республикине туса хунă.

Паянхи Иран, хуçалăхпа техника енчен Çывăх Тухăçри аталаннă çĕршыв шутланать, Евразин стратеги енчен паллă çĕрте вырнаçса, тĕнчери хутшăнусенче сумлă ĕçсене тытаса пырать. Иранра нефтьпе çутçанталăк газĕн пысăк янтăхĕсем упранаççĕ, çаплах хăйĕн атăмлă программин тĕпчев ĕçĕсене малалла аталантарать.

Кирс

Кирс — Киров облаçĕн Тури Чулман Атăл районĕн административлă тĕпĕ.

Халăх йышĕ — 11,5 пин çын (2005).

Хула Кирсинка шывĕ Чулман Атăла юхса кĕнĕ тĕлте, Кировран 281 çухрăмра вырнаçнă.

Сан-Марино

Çутăран та çутă республика Сан-Марино (итал. Serenissima Repubblica di San Marino) — Çĕр çинчи пĕчĕк патшалăхсенчен пĕри, Кăнтăр Европăра выраçнă, йĕри-тавра Итали çĕрĕсемпе хупăрланнă.

301 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнчен пуçласа Сан-Марино ирĕклĕ патшалах. Унăн пуçлăхĕсем - икĕ капитан-регентсем (итал. Capitani Reggenti), вĕсене çур çуллăха суйлаççĕ. Республикăн Хĕçпăшаллă çарĕсем пур.

Сарăту

Сарăту — Раççейĕн кăнтăр-тухăç европа пайĕнчи шĕкĕр хула, Сарăту облаçĕн административлă тĕпĕ. Волгоград шывуправĕн сылтăм çыранĕнче, Волгоградпа Самартан пĕр тан хушăра, вырнаçнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи (е Аслă Аттелĕх вăрçи) — Совет Союзĕн наци Германипе Европăри унăн тăмарĕсене (майлисене) (Венгри, Итали, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати) хирĕç 1941—1945 çулсенче пынă вăрçă; Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пысăк тапхăрĕ. Çак ят совет халăхĕсен ăс-тăнĕнче, йăлисенче Сталин 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче халăх умĕнче радиопа калаçнă хыççăн çирĕпленсе юлнă.

Калаçусенче «аслă» тата «тăван çĕршывăн» сăмахсене уйрăммăн усă кураççĕ. Пĕрремĕш çак сăмах çаврăнăшне вăрçă пирки «Правда» хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 23- çĕртмен 24-мĕшĕнче çак статьяра асăннă, малтан термин пек мар, хаçатри клишисенчен («халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн çĕнтерӳллĕ вăрçи» евĕр) пĕри шутланнă. «Тăван Çĕршывăн вăрçи» термина СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1942 çулхи çăвăн 20-мĕшĕнчи Хушавĕпе кăларнă вăрçăн Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕн терминĕ пулнă. Ячĕ совет патшалăхĕнче пулнă республикăсенче (укр. Велика Вітчизняна війна, бел. Вялікая Айчынная вайна, абх. Аџьынџьтәылатәи Еибашьра ду тата ур.) тĕл пулать. СССРа кĕмен ютçĕр патшалăхĕсенче «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи» терминпа кулленхи калаçура пачах усă курмаççĕ. Анкăл чĕлхиллĕ çĕр-шывсенче унăн улăштару терминĕ — Eastern Front (World War II) (акăлч.) (Тухăç фрончĕ (Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи)), нимĕç историографинче — Deutsch-Sowjetischer Krieg, Russlandfeldzug, Ostfeldzug (ним.) (Нимĕç-Совет вăрçи, Вырăс харçи, Тухăç харçи).

Юлашки вăхăтра раççейĕн массăллă информации хатĕрĕсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине палăртма хăшпĕр чухне «Аслă вăрçă» термина кĕртеççĕ, истори енчен ку тĕрĕсех мар — 1910-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак терминпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине палăртнă.

Чăваш Хурамал

Чăваш Хурамалĕ — (выр. Чуваш-Карамалы) Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕн чăваш ялĕ.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.