Энциклопеди

Энциклопеди (encyclopaedia (XVI ĕмĕртен мала мар) ав.гр. ἐγκύκλιος παιδεία — «тулли çаврăмлă вĕренӳ», κύκλος — çаврăм, παιδεία — вĕренӳ), сайрарах Циклопеди (çĕнĕлат. cyclopaedia ав.гр. κύκλιος παιδεία — «çаврăмлă вĕренӳ») — йĕркеленнĕ пĕрлĕхе (системăна) çитернĕ этемлехĕн пур ăслăлăхсен пысăк уйрăмĕсен (отраслĕсен) пĕлӳ тишкерĕвĕ, е йĕркесен (дисциплинăсен) çаврашки пĕрлехĕнчи пĕлӳсен хăй тĕллĕ уйрăм отраслĕ; çаплах тĕпчевсен е йĕркесен (ытларах сăмахсар евĕрлĕ) тĕпчев-хыпарлă вĕренӳ хатĕрĕ.[1]. Анлăрах ăнкаруллăхра  — ăслăлăх пĕлӳсен пуххи тата тĕрлĕ темăсене чылай йышлă вулакансене япалан тĕрĕслĕхне уçса паракан ĕç хучĕсем.

Ad Encyclopaedia-Britannica 05-1913
1913.Британники 11-мĕш кăларăмĕн янрав ӳкерчĕкĕ

Тĕрлĕ тĕсĕсем

Энциклопедисене пур енлисем (универсаллисем) (тĕсл., «Мăн совет энциклопедийĕ», «Британника», «Википеди»), хуçалăхăн пысăк уйрăмлăхлисем (отрасĕллисем) («Математика энциклопедийĕ», «Кĕвĕ энциклопедийĕ»), регион, ыйтуллисем, пĕр çынлăхлисем уйăраççĕ. Энциклопеди сăмахсарĕсем тата ыйту-хыпарлăхсем (справочниксем) энциклопедисен урăхтĕслĕлĕхĕсем шутланаççĕ.

Истори

Пĕрремĕш энциклопедисем

Brockhaus Lexikon
Брокгауз

«Энциклопеди» терминĕ калаçăва XVIĕмĕрте тин кĕнĕ пулсан та энциклопедии ĕçĕсене авалах туса пынă. Терминологи сăмахсарĕсем Авалхи Икĕпатра Вăтам патшалăх (пирĕн эрăччен 2 пин çул) тапхăрĕнчех пулнă. Пĕлӳсен пухăнăвĕ Авалхи Китайра та (пирĕн эрăччен XII—X ĕмĕрсенче) пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче темиçе тĕрлĕ энциклопеди ĕçĕсем тĕвĕленсе кайнă: зерцалсем (лат. speculum), компендиумсем (compedium), суммăсем (summae), вĕсемпе университетăн «кĕçĕн» факультет студенчĕсем анлă пĕлӳллĕ вĕренӳре усă курнă. Çакна Винцента из Бове доминикан монахĕн (XII ĕмĕрĕн варри) хатĕрленĕ «Bibliotheсa Mundi» («Пĕтĕм тĕнче библиотеки») çирĕплетет, тепĕр сăмахпа «Аслă зерцало» (лат. Speculum majus) — 80 томлă, виçĕ пайлă. XIII ĕмĕрчен çакăн пек кăларăмсем латыньпе тухнă, майĕпен глоссарисем — сахал усă курмалли сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем— те çуралаççĕ. Энциклопеди культури Çĕнетӳ тапхăрĕнче, XIV—XVI ĕмĕрсенче, уйрăмах Иоганн Гутенберг пичетлеве шутласа кăларнине пула мăн хĕтĕртӳ илет. XVI—XVII ĕмĕрсенче «энциклопеди» (çаплах «циклопеди» те) термин та хальхи палăртăвĕн шайне куçать. XVIII ĕмĕрĕн чи калăплă «Пур ăслăлăхсемпе ӳнерлĕхсен мăн универсал лексиконĕ» («Grosses vollstandiges Universal-Lexikon aller Wissenschaften und Kunste», 1732—1754 çç., 68 томлă, 750 пи статья) энциклопедине Лейпцигра И. Г. Цедлер хатĕрленĕ. Каярах Францире сумлă «Энциклопеди, е ӳнерлĕхсен тата ăсталăхсен ăнлантаруллă сăмахсарĕ» («Encyclopédie ou dictionnaire raisonné des sciences, des arts et des métiers», 1751—1777 çç., 28 томлă) тухать, хатĕрлев ĕçĕнче Дени Дидро, паллă çутта кăларакан вăй ярать. Унăн сĕмĕпе чылай кăларăмсене ытти çĕршывсенче те хатĕрлеççĕ. Тĕсл., Эдинбургра акăлчан чĕлхипе 1768—1771 çç. «Британи энциклопедийĕн» нĕселĕ — «Ӳнерлĕхсен тата ăслăлăхсен сăмахсарĕ» тухать. XIX ĕмĕрте сумлă роль сыграли нимĕç кăларăмĕ — Ф. А. Брокгауз «Энциклопеди сăмахсарĕ», «Мейерĕн Мăн энциклопеди сăмахсарĕ» (1839—1852, 46 томлă, тĕпеĕртакран тата 6 хушни). Ӗмĕр вĕçнелле наци энциклопедийĕсем Италире, Австрире, Польшăра, Данире, Швецире, Португалире, Нидерландăра, Чехинче, Австралире тата АПШ-ра çутта тухаççĕ.

XX ĕмĕр

XX ĕмĕрте чи калăплă та ятлă-сумлă (авторитетлă) энциклопеди «Британи энциклопедийĕ» пулса тăрать. Ăна америка кăларавçисем тытса тăраççĕ. 1985 çулта 32 томлă 16-мĕш кăларăмĕ çутта тухрĕ. Яланхи йăлаллă энциклопедисемсĕр пуçне энциклопедии сăмахсарĕсем (шкул ачисен самахсарĕ) тухаççĕ. XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенче мультимеди ăсталăхĕсем аталаннă май компакт-дисксем çинчи электронлă энциклопедисем усăва кĕреççĕ. Компьютер технологисем энциклопеди хыпарĕсем патне çывăх хăвăрт çул уçса параççĕ, статьясенче паха фотоӳкерчĕксем çеç мар, сасăллă тата куçăллă курăну (видео, анимации) фрагменчĕсене вырнаçтарма ансат çитет. —Америка корпорацийĕ Майкрософт 1993 çулта чи сумлă кăларăмне — «Encarta», 1994 çулта «Британникин» электронлă версине сутма пуçлать. Раççейре çакăн евĕр паллă проект 1996 «Кирилл тата Мефодин мăн энциклопедийĕ» (КММЭ) шутланать, ăна çулсерен çĕнетсе «Кирилл тата Мефодий» компани туянтарать. 2004 ç. варринче çавăн пек проекта «Кругосвет» пикенет (http://www.krugosvet.ru/ Тетелте]), анчах та калăпăшĕпе вăл начартарах. Пысăк энциклопеди кăларăмĕсенчен тепри — 2000 çулта уçнă Рубикон порталĕ «Рубрикон», унта 62 энциклопедипе сăмахсарсен тексчĕсемпе иллюстрацисене уçласа лартнă. Усă курма тӳлевлĕ.

Ирĕклĕ энциклопеди

Тетел-тăсталăхĕсем (Интернет-технологисем) аталаннă май Википеди — уникаллă энциклопеди çуралать. Викире усă куракан пур çын статьясене хыпарсем кĕртме, çĕнĕ статьясем уçма пултараççĕ. Халĕ Википеди (акăлчан версинче 2,15 млн яхăн статья раштав, 30 2007), вăл ытти паллă энциклопеди кăларăмĕсенчен пачах кая юлмасть.

Энциклопедисем Раççейре

Раççей историнчи пĕрремĕш энциклопеди ĕçĕ новгород епископĕн Климентăн «Кормчей кĕнекинчи» «Словарь иноземных слов» шутланать. XVI вĕçĕнче — XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕн йĕрки, гуманитарлă тата çутçанталăкă тĕпчев ĕçĕсене ăнлантаракан азбуковниксем анлă сарăлнă. Чылай шут хыпар (справочниксем) тата сăмахсарсем XVIII ĕмĕрте пулнă, анчах XIX ĕмĕрĕн вĕçĕ тĕлне те Раççейре универсаллă энциклопеди тухман. Пĕрремĕш раççей энциклопедийĕ, çапла, Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди сăмахсарĕ, нимĕçрен килнĕ пулин те, ăна пичете хатĕрлеме ертсе пыракан раççей ăслăхçисем хутшăннă. 1890—1907 çç. 82 тĕп тата 4 хушма томĕсем тухнă. Тиражĕ, тĕрлĕ хыпарсемпе, 30 пинрен пуçласа 75 пине çити кĕнеке кăларнă. 1911 çулта «Брокгауз тата Ефрон» фирми К. К. Арсеньев редакцийĕпе «Çĕнĕ энциклопеди сăмахсарĕ» шутласа хунă, анчах та 1911 çулта 50 томĕсенчен 29 çеç çутта тухнă. Раççейри Революци çĕнтерсен 20-мĕш çулсенче отрăçлĕ энциклопедийĕсем пичетленнĕ: Хресчен ял-хуçалăх, Сутă-илӳ, Педагогика. Тĕп универсал энциклопедийĕ чылай тапхăра «Мăн совет энциклопедийĕ» (МСЭ) пулса тăрать. Ăна хатĕрлеме 1925 ç. Йышăннă, 1926—47 çулсенче 1-мĕш кăларăм («сталинăн», 66 томĕсем) çутта кураççĕ, 1949—58 çç. — 2-мĕш кăларăм (51 том) тата 1969 —78 — 3-мĕш кăларăм (30 том). 90-мĕш çулсем вĕçĕнче «Мăн раççей энциклопедийĕн» (МРЭ) пĕрремĕш кăларăмне пичетлеме хатĕрлеме шутланă. Пĕрремĕш томĕ («Раççей») 2004 çулта тухать. Унччен пĕр çул маларах «Çĕнĕ раççей энциклопедийĕ» (ÇРЭ) тухать, которую публикует издательство «Инфра-М» и «Энциклопедия». НРЭ — более компактный проект, предусматривает 12 томов (первый — также «Россия»). 2005 çулта иккĕмĕш МРЭ тата ÇРЭ томĕсем пичетленеççĕ. 2006 çулта «Терра» хатĕрленĕ 62-томлă пĕтĕмлĕ «Мăн энциклопеди» çутта тухать.

Пичетленĕ энциклопедисем

Раççей, СССР

  • Энциклопедический словарь. СПб.: Ф. А. Брокгауз, И. A. Ефрон, 1890—1907. 82 + 4 тт.
  • Большая энциклопедия: Словарь общедоступных сведений по всем отраслям знания. СПб.: Mейер, 1900—1909. 22 тт.
  • Гранат: Энциклопедический словарь. 58 тт. 1910—1948.
  • Большая советская энциклопедия (БСЭ). Москва.
    • 1-е изд. 65 тт. 1926—1933.
    • 2-е изд. 50 тт. 1950—1960.
    • 3-е изд. 30 тт. 1969—1978. [1]
  • Святая Русь: Энциклопедический словарь русской цивилизации. сост. О. А. Платонов 2000 г. Твердый переплет, 1040 стр. ISBN 5-901364-01-5
  • Техническая энциклопедия. 26 тт. 1927—1934
  • Энциклопедический справочник «Машиностроение» М.: Машгиз, 1946—1951. 16 тт.
  • Казахская советская энциклопедия. 12 тт. 1972—1978
  • Детская энциклопедия
  • Энциклопедия для детей
  • Горная энциклопедия

Ют çĕршывсен

  • Брокгауз (Brockhaus}}). 1805—
  • Бертельсманн (ним. Bertelsmann). 1835—
  • Британи энциклопедийĕ. 1768—
  • Startsjevski. 12 тт. 1847—55.
  • Pluchard, Krajevski, Beresin, 15 томов, 1880—
  • Garbel. 5th edition. 9 тт. 1901.
  • Meyers Konversations-Lexikon 4.ed. 1885-1892

Вырăсла онлайн-энциклопедисем

Универсаллисем

Ача-пăчасен

Шучĕсем

Ятарлисем

Çавăн пекех пăхăр

  • Википеди
  • Open Encyclopedia Project
  • Википĕлӳлĕх
  • Крымопеди
  • Техникă энциклопедийĕсем
  • Философи энциклопедийĕсмпе сăмахсарсем
  • Православи Энциклопедийĕ «Йывăç»
  • Словник

Каçăсем

  • Константин Романович Симон. «Термины Шаблон:Лапки и Шаблон:Лапки в их историческом развитии». № 34/2001 еженедельника «Русский язык» издательского дома «Первое сентября».
      Interpedia

      Interpedia — пĕрремĕш тетел-энциклопеди, кирек епле статья çырма кăмăллакан çынна статьясене пур страницăсен тĕп каталогне вырнаçтарма ирĕк парать.

      Interpedia пуçараканĕ — Рик Гейтс, вăл 1993 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче çапла каланă:

      Чем больше я об этом думал об этом, тем больше понимал, что такой ресурс, содержащий общие энциклопедические знания, станет важным объектом для исследований и для всего сетевого сообщества в целом.

      .. Говоря о участниках ... где найти авторов для написания нужных статей? Ну, я бы прежде всего начал метод связи с широчайшим кругом людей ... от лингвистов до молекулярных биологов ... И Сеть предоставляет как раз такую аудиторию! Поэтому я серьезно это обдумал ...

      ... и пришел к выводу, что это хорошая идея!

      Interpedia термина Р. Л. Самуэль шутласа кăларнă.

      Абсурдопеди

      Абсурдопе́ди — кулăшла вики-энциклопеди. Статьисене пароди евĕрле энциклопеди темипе хайлаççĕ. Пур чĕлхе (акăлчан уйрамĕсĕр пуçне) уйрăмĕ GNU FDL лицензипе, акăлчан уйрăмĕ — Creative Commons Attribution-NonCommercial-ShareAlike (CC-BY-NC-SA) 2.0 лицензипе, MediaWiki движокĕпе ĕçлет. Урăх палăртусем: «Бредопеди», «Анциклопеди», «Нециклопеди».

      ВикиЗнание

      2002

      ВикиЗнание — ирĕк кăмăллă автоор коллективĕн ĕçĕпе пуçтарнакан, вики технологипе, пурин валли те ирĕклĕ универсаллă вырăсла энциклопеди. 2009 çулхи çу уйăхĕ тĕлне энциклопедире 112 пине яхăн статья пулнă.

      Викимедиа фончĕ

      Ан пăтраштарăр! MediaWiki — «вики» технологипе ĕçлекен веб-сайтсен программа механизмĕ

      Викиме́диа фончĕ (акăл. Wikimedia Foundation Inc) — коммерцилле мар йĕркеленӳ, ирĕклĕ саралакан контент тăвакан тетел-пĕрлĕхĕсене — вĕсенчен чи паллăраххи ирĕклĕ «Википеди» энциклопедийĕ — ĕç никĕсне йĕркелесе пулăшаканĕ. Фондăн ĕç-пуçĕ ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе тытăнса тăрать. «Ирĕклĕ контента» (GFDL, CC-BY(-SA) лицензиллĕ, е этем пĕрлĕ усă курăвĕнчи текстсем тата ӳкерчĕксем) тата «ирĕклĕ кода» (GPL лицензилле программа кодне) пĕтĕм тĕнчери ирĕкле ĕçлекекенсем хатĕрлесе кĕртеççĕ.

      Фонда йĕрклени çинчен 2003 çулхи çĕртме, 20 унченех туса хунă Википеди никĕслекенĕ Джимми Уэйлс пĕлтерет.

      Википеди

      Википе́ди (акăл. Wikipedia, илтĕнет: /ˌwiːkiˈpiːdiə/, /ˌwɪkiˈpiːdiə/ е /ˌwiːkiˈpeɪdiə/), — тĕрлĕ чĕлхеллĕ, ирĕклĕ универсал онлайн энциклопеди. «Вики» технологийĕпе ĕçлет. Ăна «Викимедиа» тупăшсăр фончĕ тытса тăрать. Ячĕ «вики» (сайтсене тумалли технологи) тата «энциклопеди» сăмахсенчен пулса тухать.

      Халлĕхе Википедире 13 миллион ытла статья. Вĕсене хăй ирĕкĕпе ĕçлекенсем ( Википедиçăсем )пĕрле çыраççĕ. Çак статьясене кирек кам та улăштарма пултарать.

      Википеди проектне хутшăнакансене википедăçсем теме пулать.

      Википедине 2001 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Джимми Уэйлспа Ларри Сэнгер пуçарнă.

      Информаци калăпăшĕпе тата тĕрлĕ темăсене уçса парассипе Википеди этемлĕхĕн кун-çулĕнче кунчен пулман тулли энциклопедийĕ шутланать. Халлĕхе вăл Интернетра чи мăнă тата чи популярлă сайтВикипедин чылай пахалăхĕсенчен пĕри — информацине тăван чĕлхепе çырса кăтартма май парасси, халăх культурипе çыхăнтарасси.

      Википеди кун-çулĕ

      Википеди — кирек кам та редакцилеме пултаракан онлайн энциклопеди.

      Ăна официаллă 2001 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче ĕçе янă.

      Малтанах ăна экспертсем çырнă «Nupedia» энциклопедин хушма пайĕ евĕр, çĕнĕ статьясемпе шухăшсен хушма çăлкуçĕ валли никĕсленĕ.

      Nupedia энциклопедие кая хăварса чылай тăван проект хăй çумне пуçтарса Википеди тĕнчери пысăк проект пулса тăрать.

      2008 çулта Википедире 10 миллион ытла ирĕкле усă курма юракан статья пуçтарăннă. Вăл халăх кăмăллакан чи пысăк веб-сайт шутланать, унпа хыпар кĕнеки шайĕпе анлă усă кураççĕ.

      Вукипеди

      2005

      Вукипеди, «Çăлтăр вăрçисем» (акăл. Wookieepedia, the Star Wars Wiki) пирки энциклопеди — шутласа кăларнă Çут тĕнчен Çăлтăр вăрçисен онлайн-энциклопедийĕ, ун йышĕнче çичĕ фильм тата «Çăлтăр вăрçисен» аслатнă Çут тĕнче хыпарĕсем. Вукипеди ячĕ Вуки тата Википеди сăмахсенчен пулса тăнă.

      Драматурги

      Драматурги (ав.гр. δραματουργία «драма ĕçĕсене хайлани е лартни») — драма хайлавĕн майлаштарăвĕ, а çаплах çак хайлавăн сюжетпа сăнар концепцийĕн теорийĕ.

      Драматурги тесе уйрăм çыравçăн, патшалăхăн е халăхăн, тапхăрăн драма хайлавĕсен пĕрлепухăмне калаççĕ.

      Кĕнеке

      Кĕнеке, — этемлĕх культурин çитĕнĕвĕсен чи пахаллă пайсенче пĕри, нумай ĕмĕр хушшинче çынсен информацине пухса сыхласа хăварма пулăшакан япала. Çырăва кĕнекесенче нумай чухне йĕркелесе çыраççĕ. Татăшах кĕнекене ӳкерчĕксемпе капăрлатаççĕ.

      Кĕнеке — темиçе пĕлтерĕшлĕ термин:

      уйрăм брошюрăпа пичетрен кăларма хатĕрленĕ литература е ăслăлăх ĕçĕ;

      полиграфире — пичет продукци тĕсĕсенчен пĕри: брошюрăланă хут çулçисемпе (страницăсемпе) е тетрадьсем çине типограф е алçырав меслечĕпе текстлă тата графиллĕ (капăрлатуллă) информацие кĕртнĕ, 48 страницăран ытла калăпăшлă, хытă хуплашкаллă, тапхăрпа тухакан мар кăларăм;

      çырса пымалли («çыру кĕнеки», «ампар кĕнеки») пĕрлехи хуплашкари хут çулçисене пĕрлештернĕ, çаплах литература темиçе пысăк ĕçĕсен пĕри.kъniga праславян сăмахĕ авалхи пăлхар (чăваш) чĕлхинчен пулса тухать, темелле; авалхи пăлхар-чăваш-kenege, кун кĕнеки, йĕкене кунсерен çырни; дунай-болгар *küiniv; уйгур kuin, kuinbitig) Китай чĕлхи kΏüen — свиток (Фасмер пăхăр).

      Луркоморье

      2007

      Lurkmore.ru (Луркоморье, Лукоморье, Луркмоар, Лурка, акăл. жарг. lurk moar; lurk — «пытанас», куçăмлă «шырас», «шыраса çӳрени», moar — пăсса хунă more, çаплах look more — «ытларах сăна» сăмах çаврăнăш пекех) — MediaWiki движокпа тунă вики-проект, хăйне вăл тетел-субкультурин энциклопеди е Рунетăн тетел-фольклорĕн (тетел-мемсен) пуххи тет. Çапах та, ĕлкиллĕ, статьясен тема спектрне хĕсмен. 2009 çулхи юпан 6-мĕшĕ тĕлне Луркоморье ăшлăхĕнче 4000 ытла статья.

      Нупеди

      20002003

      Нупе́ди (акăл. Nupedia) — акăлчанла энциклопеди проекчĕ, статьясене экспертсем çырнă тата Тетелре ирĕклĕ сарнă. Ăна Ларри Сэнгерпа — проектăн тĕп редакторĕ тата йĕркелӳçи, Джимми Уэйлс — ун чухне проекта финансăлакан Bomis компанин ĕç тăвакан директорĕ, никĕсленĕ. Нупеди 2000 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа 2003 çулхи авăн уйăхĕччен ĕçленĕ, вăл Википедие çуратаканĕ.

      Нупеди вики-сайчĕ шутланман.

      2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче CNET Networks Нупедие историри халĕ ĕçлемен сайтсенчен мăнаçли тесе пĕлтернĕ.

      Пĕкĕлме районĕ

      Пĕкĕлме райо́нĕ (тут. Bөgelmə rayonı, Бөгелмә́ районы́) — Тутврстан Республикин кăнтăр-тухăçĕнчи муниципаллă район.

      Администраци центрĕ — Пĕкĕлме хула.

      Пулă

      Пулă (лат. Pisces) — шыв çурăм шăммиллисен класс çийĕ. Пулăсем пайра пăхăр.

      Тутарсем

      Тутарсем (тăван ячĕ — тут. татар, tatar, нум. х. татарлар, tatarlar) — Раççейĕн европа пайĕн вăта облаçĕсенче, Атăлçире, Уралçумĕнче, Çĕпĕрте, Казахстанра, Вăтам Азире, Синьцзянра тата Инçет Тухăçра пурăнакан тĕрĕк халăхĕ.

      Раççейри тутар халăх йышĕ 5554,6 пин çын (2002 çулхи халăх çыравĕпе) — Раççейре пурăнан халăхăн 3,83 %. Раççей Федерацинче йышĕпе иккĕмĕш вырăнта (вырăссем хыççăн). Виççĕ тĕп этнотерритори ушкăна: атăл-урал тутарĕсем, çĕпĕр тата аçтăрхан, хăш чухне поляк-литва тутарĕсене те палăртаççĕ, пайланаççĕ. Тутарсем Тутарстан Республикин çурринчен ытларах пайĕ (52,9 %, 2002 çулхи çыравпа). Тутар чĕлхи алтай çемьинчи тĕрĕк ушкăнĕн кăпчак кĕçĕн ушкăнне кĕрекен чĕлхе, унăн виççĕ диалект: анăç (мишер), вăта (хусан-тутар) тата тухăç (çĕпĕр-тутар). Тутарсен ытларах пайĕ мăсăльман сунит тĕнне ӗненет, пӗчӗк пайĕ — кряшенсем — Православине ӗненеҫҫӗ.

      Хурт-кăпшанкă

      Хурт-кăпшанкă —

      Челепи

      Челепи, — Раççейри хула, Челепи облаçĕн тĕп хули. Хула Урал сăрчĕсен хĕвелтухăç енче, Екатеринбургран 210 çухрăм кăнтăралла вырнаçнă. Хула Миасс юханшыв хĕрринче ларать.

      Япони

      Япони (日本 Нихон е Ниппон, официаллă ячĕ 日本国 Нихон-коку е Ниппон-коку) — Хĕвелтухăç Азири утравсем çинче пурăнакан халăхсен патшалăхĕ. Японин тĕп хули — Токио.

      Японин гимнĕ — Кими га йо

      Урăх чĕлхесем

      This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
      Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
      Images, videos and audio are available under their respective licenses.