Эгей тинĕсĕ

Эгей тинĕсĕ, — Балкан çурутравĕ, Пĕчĕк Ази тата Крит утравĕ хушшинче вырнаçнă тинĕс. Дарданелла тинĕс пырĕ урлă Мрамор тинĕсĕпе, кăнтăр енче темиçе тинĕс пырĕ Вăтаçĕр тинĕсĕпе çыхăннă.

Лаптăкĕ 179 пин км2. Чи тарăн вырăнĕ кăнтăр енче вырнаçнă, 2529 метрпа танлашать. Ытларан енĕпе 200-1000 метр тарăнăш вырăнсем сарăлнă. Хĕлле шыв температури 11—15 °С, çулла — 22—25 °С. Шыв тăварлăхĕ 37,0—39,00/00. Приливсен калăпăшĕ 30 до 60 см.

Пулă тытаççĕ, губкăсене кăлараççĕ.

Тĕп порчĕсем: Пирей, Салоник (Греци), Измир (Турци).

Эгей тинĕсĕ
Location Aegean Sea
Вырнаçăвĕ Вăтаçĕр тинĕсĕ

Координатсем: 39°15′34″ с. ш. 24°57′09″ в. д. / 39.259444444444448° с. ш. 24.952500000000001° в. д.   

Альякмон

Альякмон — Греци территоринчи чи пысăк ююханшыв. Пинд тăвĕсенчен пуçланса Эгей тинĕсне юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 322 км.

Вăтаçĕр тинĕсĕ

Вăтаçĕр тинĕсĕ (грек Μεσόγειος Θάλασσα, лат. Mare Mediterraneum, Шаблон:Transl (البحر [الأبيض] المتوسط, ивр. הַיָּם הַתִּיכוֹן‎) — Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Атлантика океанĕпе Гибралтар тинĕс пырĕпе çыхăннă. Вăтаçĕр тинĕсĕ шутне Мрамор, Хура тата Азов тинĕсĕсем кĕреççĕ.

Лаптăкĕ 2500 пин км2. Тарăнăшĕ вăтамран 1541 метр, чи тарăн вырăн — 5121 метр.

Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче Испани, Франци, Итали, Мальта, Югослави, Хорвати, Словени, Босни тата Герцеговина, Албани, Греци, Болгари, Румыни, Украина, Раççей, Турци, Кипр, Сири, Ливан, Израиль, Египет, Ливи, Тунис, Алжир, Марокко патшалăхĕсем вырнаçнă.

Чи пысăк утравсем: Балеар утравĕсем, Корсика, Сардини, Сицили, Крит тата Кипр.

Левант тинĕсĕ

Левант тинĕсĕ —тинĕс, Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕвелтухăç пайĕ. Лаптăкĕ 320 000 км2Левантийское море. smotret-mir.ru. Тĕрĕсленĕ 24 Раштав уйăхĕн 2016..

Турци çурçĕрте, Сири, Ливан тата Израиль хĕвелтухăçĕнче, Египет тата Ливи кăнтăрта, Эгей тинĕсĕ çурçĕ-анăçра.

Миртой тинĕсĕ

Миртой тинĕсĕ (грек Mυρτώο Πέλαγος)—тинĕс. Авалхи вăхăтра Эвбеяран Лакедемон таран Эгей тинĕсĕн кăнтăр хĕвеланăç пайĕ.

Хальхи вăхăтра ку ята усă курмаççĕ.

Пеней

Пеней — Греци территоринчи юханшыв. Фесалинчи чи пысăк юханшыв. Пинд тăвĕсенчен пуçланса Эгей тинĕсне юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 216 км.

Родос (утрав)

Ро́дос (грек Ρόδος, лат. Rhodus) — 1398 км² лаптăклă утрав, Грецин кăнтăр-тухăçĕнче, Эгей тинĕсĕнче, Греци тĕп хулинчен 270 тинĕс милĕ аякрах вырнаçнă. Калăпăшĕпе тăваттăмĕш грек утравĕ, халăх йышĕ 125 пин çын. Родос климачĕ — вăтаçĕр тинĕсĕн, çемçе хĕллĕ. Çулта 300 ытла хĕвеллĕ кун. Утрав тăсăлăвĕ 78 км, анлăшĕ 38 км, чи анлă çĕрте. Анăçра Эгей тинĕсĕ, Тухăçран — Вăтаçĕр тинĕсĕ. Эгей тинĕсĕн хĕрри ӳсен-тăранпа пуян. Родос — Грецин çулçӳрев центрĕсен палăраххи шутланать. Родоса ЮНЕСКО тĕнче еткерлĕхĕн этеплĕх палăкĕ шутне кĕртнĕ.

Территорин административла тĕпĕ — Родос хули, утравăн çӳрçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă.

Тоскана

Тоскана (итал. Toscana) — Италин административлă çĕрĕ. Тĕп хули — Флоренци. Лаптăкĕ — 20,990 çм², пурăнакан халăхĕ 3 516 296 çын. Çутçанталăк илемлĕхĕшĕн Тоскана Италире чи паха вырăн шутланать.

Црна

Црна () — Македони территоринчи юханшыв. территорипе юхать. Юханшыв Вардар юханшыва юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ км, бассейн лаптăкĕ км2.

Атлантика океанĕн тинĕсĕсем
Евразин шалти тинĕсĕсем
Вăтаçĕр тинĕсĕ
Европăн çурçĕрĕпе тата хĕвеланăçĕнче вырнаçнисем
Америкăри тинĕссем
Антарктикăри тинĕссем

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.