Чечек

Чечек (нум. чечексем, лат. flos -oris, грек ἄνθος -ου) — чечеклĕ ӳсентрансен вăрлăхпа ĕрчемелли кăткăс орган. Чечек - ылмашнă, кĕскелнĕ тата тăршшĕне чаракланă, спора, гамета пулма ятарлă хатĕрленĕ хунав. Ун вĕçĕнче вăрлăхлă çимĕç çитĕнет. Чечексем формипе, калăпăшĕпе тата пайĕсем пĕр пĕрин тавра вырнаçнипе тĕрлĕ йышши пулаççĕ. Шапа пăтти йышĕнчи ӳсентрансен чечекĕ 1 мм яхăн çеç пулсан Суматра утравĕнче тĕл пулакан Арнольд Раффлезин (Rafflesia arnoldii R.Br.) чечекĕ 91 см диаметăрлă (3 ярд) тата 11 кг таран таяççĕ.

Mature flower diagram-ru
Чечекĕн тĕп пайĕсем
Azalea flower
Аазали чечекĕ

Вуламалли

  • Фёдоров Ал. А., Артюшенко З. Т. Атлас по описательной морфологии высших растений. Цветок. — Наука, Ленингр. отд. — 3300 экз.
  • Лотова Л. И. Ботаника: Морфология и анатомия высших растений. — КомКнига. — ISBN 978-5-484-00698-4
  • Ботаника с основами фитоценологии: Анатомия и морфология растений. — ИКЦ «Академкнига». — ISBN 978-5-94628-237-6
  • Яковлев Г. П., Челомбитько В. А. Ботаника: Учебник для вузов. — СпецЛит, изд-во СПХФА. — ISBN 5-299-00237-8

Каçăсем

  • Чечек — БСЭ Проверено 10 октября 2009 г.
  • Цветок // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Çеçпĕл

Çеçпĕл сăмахĕн урăх пĕлтерĕшсем те пур. Çеçпĕл (пĕлтерĕшсем) пăхăр

Çеçпĕл (лат. Galanthus), — чечек. Çуркунне чечекленет. Чи пĕрремĕш чечексен пĕри.

Çеçпĕл (пĕлтерĕшсем)

Çеçпĕл, — малтанхи пĕлтерĕшĕ чечекпе çыхăннă.

Çеçпĕл — чечек.

Çеçпĕл (ял)

Çеçпĕл Мишши

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей комплексĕ

«Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ

Çеçпĕл (фильм), 1970 çулта ӳкернĕ фильм.

Çураçнă еврей хĕрĕ

«Çураçнă еврей хĕрĕ» (гол. Het Joodse Bruidje) — Рембрандтăн юлашки тата чи вăрттăнлăхлă ĕçĕсенчен пĕрри. Ятне 1825 çулта амстердам коллекционерĕ Ван дер Ноор панă. Унăн шухăшĕпе ӳкерчĕк çинче еврей хăйĕн качча каякан хĕрне туй ячĕе мăй çыххи парнелет.

А. Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ (Шупашкар)

А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ Чăваш Республикин Шупашкар хулинчи парк.

Бутон

Буто́н (фр. bouton — папка) — ӳсентăранăн çурăлса (сарăлса) кайичченхи чечек папки е сарăлман чечек.

Бутон (пĕлтерĕшсем)

Бутон:

Бутон — ӳсентăранăн çурăлса (сарăлса) кайичченхи чечек папки е çурăлман чечек.

Бутон Даниэль — Societe Generale франс банкĕн малтанхи тĕп директорĕ, директорсен канашĕн хальхи директорĕ.

Гвоздика ( техĕм )

Гвоздика - ырă шăршăллă техĕм. Усă куракан гвоздика - пысăк ĕмĕрĕшĕллĕ йывăçăн чечек папăкĕ.Чечек папăкĕ сарăлса кайми умăнче шупка хĕлĕ тĕслĕ пулать.Ку вăхăтра пуçару пуçланать.Гвоздика йывăçĕн ( лат. Syzygium aromaticum ) тăван енĕ - Мăллук утравĕсем ( Индонези ).

Европăна вăрлани (Рембрандт ӳкерчӗкӗ)

«Европăна вăрлани» — Рембрандт Харменс ван Рейнăн 1632 çулта çырнă ӳнер ĕҫӗ.

Куç

Куç (лат. oculus) — чĕрчунсемпе çынсен çутă туйма пултаракан органĕ. Çын куç витĕр 90 % таран информации илет.

Лигури

Лигури, — Генуй кӳлмекĕн çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Италин çурçĕр енчи тăрăхĕ. Лаптăкĕ 5,4 пин км2. 2001 çулта кунта 1 572 пин çын пурăннă. Администраци центрĕ Генуйра вырнаçнă. Лигурийĕн 2/3 пайне Лигури Апеннинĕсем тата Тинĕсçум Альпĕсен ту юпписем йышăнаççĕ. Ытти лаптăкра çĕр пичĕ тĕмĕскеллĕ.

Пикшик

Пикшик, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял.

Пыл

Пыл (Apis mellifera) — пыл хурчĕн пĕсехинче варăшнă нектартан пулса тăнă япалаш.

Сарапакасси

Сарапакасси, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял.

Сатлайкă

Сатлайкă — Чăваш Енри Элĕк районĕн ялĕ. Юнтапа ял тăрăхĕнче шутланать.

Юнтапа ялĕпе юнашар вырнаçнă. 102 çын пурăнать. Чечек тата Николаев урамĕсем.

Тĕмен облаçĕ

Тĕмен облаçĕ — Раççей Федерацин субъекчĕ, 1944 çулхи çурлан 14-мĕшĕнче никĕсленĕ. Тĕп хули — Тĕмен.

Удалов Маркиан Петрович

Удалов Маркиан Петрович, — чăваш драматургĕ, сăвăçи. 1909 çулта Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Пăрмас ялĕнче çуралнă. 1989 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Хасар чĕлхи

Хасар чĕлхи, — хасар халăхĕн чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисен хунн-пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку чĕлхе материалĕ сахал сыхланса юлнă.

Тексчĕсене тупайман. Хасарсен виçĕ литературă ĕçĕ пирки хыпар пулнă. Вĕсене иуда тĕнне тытса пынă хасар элити авалхи еврей чĕлхипе çырнă.

Хасарсем хăйсем тĕрĕк рунă çырулăхĕн пĕр тĕсĕпе усă курнă, унăн çырăвĕсем уйрăм эпиграфи çырнисем упранса юлнă, анчах та унăн шифр уççине тупайман.

Ют чĕлхери çыру çăлкуçĕсенче (чи малтанах арап тата висанти) 60 яхăн хасар пайăр ят тата темиçе тавра ят тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче уйрăм япала ячĕсем, тĕслĕхрен, bulan — «пăлан», čiček — «чечек», паллă ячĕсем: alp — «улăп», тĕссене палăртни: sār — «шурă», sārïg — «сарă» тата урăх. Иудей мар ячĕ-титулĕ — тĕрĕк.

Хальхи чĕлхесенчен хасар чĕлхине чи çывăххи — чăваш чĕлхи.

Ӳсентăрансем

Ӳсентăрансем (лат. Plantae е лат. Vegetabilia) – нумай клеткăллă организмсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. Ку ушкăна йывăçсем, тĕмсем, курăксем, упа саррисем, мăксем, симĕс шыв курăкĕсем кĕреççĕ. Тĕнчере мĕн чухлĕ ӳсентăран пулнине халлĕхе татса пама çук. Тĕпчевçĕсем 250 çул ытла ĕнтĕ чĕрĕ тĕнчене вĕçне-хĕрне çитиех тĕпчеме тапаланаççĕ, анчах та пĕчĕк тата питĕ пĕчĕк организмсене пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтерме ниепле те пултараймаççĕ. 2004 çул тĕлне тĕпчевçĕсем ӳсентăрансен 287 665 тĕсне тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче 258 650 чечек, 16 000 мăк, 11 000 папоротник тата 8000 симĕс шыв курăкĕ.

Ӳсентăрансене ботаника тĕпчет.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.