Чĕлхе

Чĕлхе - этем ăс-тăнĕнче упранакан виçесем (сасă, морфема, сăмах, синтаксема) тата вĕсемпе усă курмалли йĕрке. Пуплев - чĕлхепе усă курни. Чĕлхепе пуплев - уйрăлми пĕтĕçсе ларнă иккĕ пĕрлĕх.

Чĕлхепе пуплеве пĕр-пĕринчен XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кăна уйăрма пуçланă.

Ытти тĕрĕк чĕлхисенче "чĕлхе" - тел [тĕл]. Ку ĕлкĕ чăваш сăмахĕпе пĕр тымарлă.

Чĕлхе тĕсĕсем: этем чĕлхи (тĕслĕхрен, чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи), ятарласа шутласа кăларнă чĕлхе (тĕслĕхрен, эсперанто), компьютер чĕлхи (тĕслĕхрен, Паскаль) т. ыт.

Языковое древо
Чĕлхесен йывăçĕ (А.Ю. Милитарев)

Тĕнчери чĕлхесем улшăнни (динамики)

Сăнаса пăхнă май, паянкуна тĕнчере пиллĕк — улттă пине яхăн чĕлхе. 40 чи анлă сарăлнă чĕлхесемпе Çĕр çинче пурăнакан иккĕ виççĕмĕш çын калаçать. Нумайрах китай, испани, хинди, акăлчан, вырăс, португал тата арап чĕлхисемпе усă кураççĕ. Франц чĕлхипе те чылай çын калаçать, анчах та ăна тăван чĕлхе вырăнне хуракансен шучĕ сахал.

Тĕпчевçĕсем кăтартнипе, хальхи чĕлхесен çур шучĕ XXI çĕрçуллăх варрине çитиччен çухалать. Çухалса пыракан чĕлхесен нумайăшĕ юнашар хăватлă чĕлхе хутшăнăвĕ пулнипе çĕтсе пырать, çавăнпа ĕнтĕ, пĕчĕк халăхсен тата патшалăхсăр халăх чĕлхисемшĕн паянхи коммуникаци лару-тăрăвĕ хăрушлă пулать. Чĕлхене ачасен 70 % пайĕ çеç вĕренет пулсан, вăл пĕтсе пыракан шутне кĕрет. ЮНЕСКО кăларнă «Тĕнчери пĕтсе пыракан чĕлхесен атласĕ» тĕпчев ĕçĕнче çакна палăртнă: паян Европăра 50 яхăн чĕлхене сӳнесси кĕтет.

Алă чĕлхи

Алăсен чĕлхи — хăлхасăр, чĕлхесĕр çынсем усă куран чĕлхи. Алăсене хуçкаласа тата мимикăпа палăртса калаçаççĕ.

Хăшпĕр çĕр-шывсенче (АПШ-па Канадăра) алă чĕлхисемпе (американ ASL алăсен чĕлхи) итлеме пултаракансем те усă кураççĕ. 1998 çулта çак курссенче 61 000 яхăн студент вĕреннĕ. Юлашки çулсенче алă чĕлхисене çырмалли системăсем аталанса пыраççĕ.

Çав. пекех

Литература

  • Джон Уилкинс, «Очерк о подлинном знаке» (Essay on Real Character), 1968
  • А. Соломоник, «Язык как знаковая система», Мускав, «Наука», 1992.
  • Борхес, «Вавилонская библиотека»
  • Бурлак С. А., Старостин С. А.  Сравнительно-историческое языкознание. — М.: Издат. центр «Академия», 2005. — ISBN 5-7695-1445-0
  • Кибрик А. Е.  Язык // Лингвистический энциклопедический словарь. — М.: Сов. энциклопедия, 1990. — ISBN 5-85270-031-2 — С. 604—606.
  • Кузнецов С. Н.  Краткий словарь интерлингвистических терминов // Проблемы международного вспомогательного языка. — М.: Наука, 1991. — ISBN 5-02-016810-6 — С. 171—228.
  • Норман Б. Ю.  Теория языка. Вводный курс. 3-е изд. — М.: Флинта; Наука, 2009. — ISBN 978-5-89349-498-3
  • Язык и языки // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  • Ulbaek, Ib.  The Origin of Language and Cognition // Approaches to the Evolution of Language: Social and Cognitive Bases / Ed. by J. R. Hurford, M. Studdert-Kennedy, C. Knight. — Cambridge: Cambridge University Press, 1998. — 456 p. — ISBN 0-521-63964-6 — P. 30—43.
  • Chomsky, Noam.  The Architecture of Language. — New Delhi, Oxford & New York: Oxford University Press, 2000. — xv + 89 p. — ISBN 0-19-564834-X
  • Fitch, W. Tecumseh.  The Evolution of Language. — New York: Cambridge University Press, 2010. — xii + 611 p. — ISBN 978-0-521-85993-6
  • Foley, William A.  Anthropological Linguistics: An Introduction. — Malden, MA: Blackwell Publishers, 1997. — xvii + 495 p. — ISBN 978-0-631-15122-2

Каçăсем

Çухалнă чĕлхе

Çухалнă чĕлхе — тăван чĕлхе вырăнне хурса калаçакан çынсемсĕр чĕлхе.

Акăлчан чĕлхи

Акăлчан чĕлхи (акăл. English, the English language) — Аслă Британире, АПШра, Нацисен Содружествине кĕрекен çĕр-шывсенче тата Британсен малтанхи ытти колонийĕсенче урăх чĕлхесенчен тăтăшрах усă куракан е патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Герман чĕлхи. Акăлчан чĕлхи халĕ тĕнчери чи калаçакан тăван чĕлхесенчен тăваттăмĕшĕ (Китай, Испан, Хинди хыççăн) - 380 миллиона яхăн çыншăн тăван шутланать. Акăлчан чĕлхи Герман чĕлхисенчен чи анлă сарăлни. АЧ тĕнчен нумай кĕтесĕнче (Британ Империйĕ 18, 19, 20-мĕш ĕмĕрсенче çар, экономика, ăслăлăх, политика, культура енчен ытти çĕршывсене сарăлнине кура) Лингва франка статуспа çӳрет. Акăлчанла калаçакан халăхсем кино, сывлăш çӳлĕсем, телерадиовещани, ăслăлăх, Интернетпа пĕтĕм Çĕр чăмăрне витернине кура, халĕ Акăлчан чĕлхи тĕнчери чи вĕренекен ют (иккĕмĕш) чĕлхе. Пĕтĕм тĕнчипех вĕренӳ учрежденийĕсенче нумай вĕренекенсене сахалран кăшт акăлчанла вĕренме ыйтаççĕ, тĕрлĕ сферă, тĕрлĕ ĕç акăлчанла пĕлмесĕр пулмасть.

Арап чĕлхи

Арап чĕлхи, — афроази чĕлхисен семит ушкăнне кĕрекен чĕлхе.

Викиампар

Викиампар (акăл. Wikimedia Commons, WikiCommons) — «Викимедиа» фонд проекчĕн страницисен шутне кĕртнĕ кирек епле тĕллевпе (çав шутра коммерци енĕпе те) сарма, улăштарма, усă курма юрăхлă ирĕклĕ ӳкерчĕксен, сасă çырнисен, видеоролик тата урăх мультимедиа файлсен пĕрлĕ управ вырăнĕ.

Википедие тата «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсене хутшăнаканăн хатĕр пур медиа-файла тӳрех Викиампара кĕртмелле, унта вĕсемпе «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсенче тата урăх чĕлхе уйрăмĕсенче усă курма пултараççĕ.

Грек чĕлхи

Гре́к чĕлхи (тăван ят — ελληνικά [ɛliniˈka], ελληνική γλώσσα [ɛliniˈci ˈɣlɔsa]) — индоевропа чĕлхе çемьинчи чĕлхесенчен пĕрри. Грек группине кĕрекен пĕртен-пĕр чĕлхе, çапах та хăш чухне унăн уйăрăлнă диалекчĕсене — пĕтес патне çитнĕ цакон, каппадок тата понт чĕлхиесене — асăнаççĕ. Грек чĕлхи çырăвĕн историне 3,5 пин çул маларах палăртнă; уйрăм тапхăрсенче урăх ятсемпе асăнаççĕ (микен грек, авалхи грек, висанти, çĕнĕ грек).

Грек группине кĕрекен пĕртен пĕр чĕлхе. Грецире тата Кипрăн грексен пайĕнче вăл официаллă чĕлхе шутланать.

Çĕнĕ грек чĕлхине тăванни вырăнне хурса калаçакан йышĕ — 13 млн яхăн çын. Националлехĕпе — грексем, çапах та Грецире çавăнпа эллинленнĕ арумынсен, мегленорумынсен, чикансен, албансен (уйрăмах арнаутсен), славянсен хăшпĕр пайĕсем, çĕршывăн çурçĕр çĕрĕнчи мăсăльман групписем те пуплеççĕ. Çĕнĕ грек чĕлхи Грецире тата Кипр Республикин (утравăн 63 % лаптăкĕ) грек пайĕнче официаллă чĕлхе шутланать . Греци ытти балкан çĕршывĕсмпе экономика хутшăнăвĕсене тачăлатнă май, çаплах çĕршыва юлашки 20 çул хушшинче нумай мигрант килсе трулнипе, грек чĕлхипе Греципе юнашар çĕрсенче усă кураççĕ. Уйрăмах унăн ролĕ Албанире çӳллĕ шайра, унта вăл патшалăхăн кăнтăрĕнче тата шĕкĕр хуласенче анлă сарăлнă, Гирокастра, Дельвина (тăрăх) тата Саранда тăрăхĕсенче ĕç чĕлхи пулать . Диаспора хăйĕн кулленхи пурнăçĕнче, грек чĕлхипе Австралире, Канадăра тата АПШ-ра пурăнакан грексем усă кураççĕ. Грек чĕлхипе ют чĕлхе пек калаçма пĕлекен шучĕ 3-рен 5 миллиона çити. Çакăн чухнех Совет Союзĕн территоринче пурăннă грек-урумсен тăван чĕлхи тахçанах турккă чĕлхи е урăх тĕрĕк диалекчĕсем шутланнă.

Грек чĕлхипе аталанăвĕн пур этапĕсенчех питĕ пуян литературăна тунă. Рим империнче грек чĕлхине кашни вĕреннĕ çынăн пĕлме тивеç пулнă. Латыне грексенчен нумай сăмах кĕнĕ, грек чĕлхине те — чылай латынь тата роман сăмахĕсем. Çĕнĕ Саманара авалхи грек чĕлхи (латыньпе пĕр танах) ăслăхпа техникăри çĕнĕ терминĕсене (тĕнчери лексика) ят панă. Вырăс чĕлхине грек сăмахĕсем ытларах иккĕ майпа — тĕнчери лексика тата чиркӳ-славян чĕлхи витĕр.

Испан чĕлхи

Испан чĕлхи (исп. Idioma español, ăна урăхла кастил чĕлхи теççĕ), — ибер-роман ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Вăл вăтам ĕмĕрсенче Кастили патшалăхĕнче аталанса пынă. Латин алфавичĕпе усă кураççĕ. . "World Almanac" (1999) çырнă май, испан чĕлхине çут тĕнчере тăван чĕлхе вырăнне 358 миллион çын йышăнаççĕ.

Итал чĕлхи

Итал чĕлхи (lingua italiana) — Итали, Ватикан (латин чĕлхипе пĕрле), Сан-Марино, Швейцари (нимĕç, франци тата швейцар ретороман чĕлхисемпе пĕр танах). Хорватипе Словенири чылай итал халăхĕ пурăнакан темиçе тăрăхра иккĕмĕш официалă чĕлхе пулать.

Итал чĕлхи Итали территоринче саралнă халăх латынĕнчен пуçланать. Вăтам ĕмĕрлĕхре, ун чухне Итали политика енчен сапаланнă пулнă, пĕрлĕ литература чĕлхи пулман, çапах та тĕрлĕ диалектлă çыру палăкĕсем сыхланса юлнă. Çĕнетӳ тапхăрĕнчен пуçласа чи хисеплĕ диалект Тоскана, терĕсрех — Флоренци диалекчĕ шутланать, çак диалектпа Данте, Петрарка тата Боккаччо çырнă. Çапах та, пуян пĕлӳ илнĕ çынсем классик таса латыньпе танлаштарса итал чĕлхине «вульгарлă» — volgare тенĕ. XVIII—XIX ĕмĕрсенчен пуçласа çурçĕрпе кăнтăр идиомĕсен хушшинчи куçăмлă тоскана диалекчĕн никĕсĕпе пĕрлешӳллĕ итал чĕлхи хормăланать. Çав хушăрах Итали территоринче темиçе диалект саралнă пулнă, вĕсем хушшинчи хутшăну йывăр шутланнă: çурçĕр итал диалекчĕсем истори енчен галл-роман, кăнтăр итал — итал-роман шутне кĕнĕ. Диалектсемсĕр пуçне, итал литература чĕлхин темиçе тĕслехĕ, çаплах уйрăм чĕлхе шутланакан идиомăсем (пирваях сардинпа фриул) пур.

Куçаруçă (професси)

Куçаруçă е Тăлмач, — калаçăва, мĕнле те пулин çырăва пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхе çине куçаракан çын. Тăлмач тăрăшнипе, сăмахран, чăваш чĕлхипе çырнă ĕссемпе ытти халăхсем паллашма пултараççĕ. Тăлмач çавăн пекех чăвашла вулакансем валли урăх чĕлхесем çинче çырнă ĕçсене куçарса пама пултарать, халăх вăл ĕçсемпе паллашма май пулать.

Латин чĕлхи

Латтин чĕлхи (lingua latina), е латынь, — инди-европа чĕлхе çейин латтин-фалиск ушкăн пайĕн Итали чĕлхисем шутĕнчи чĕлхе.

Латтин чĕлхи инди-европа чĕлхисен чи авалхи çыру чĕлхисенчен пĕри шутланать.

Паянхи кунсенче латтин чĕлхи Ватиканăн, çаплах католици чиркĕвĕн официаллă чĕлхи пулать.

Европа чĕлхисенче латтинран кĕнĕ сăмахсем çав тери чылай (тĕслĕх: тĕнче лексики).

Латтин алфавичĕ хальхи чылай чĕлхен çырулăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.

Нимĕç чĕлхи

Нимĕç чĕлхи (ним. Deutsch , çапла илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃ]; deutsche Sprache, илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃə ˈʃpʀaːχə]) — нимĕçсен, австрисен, лихтенштейнсен тата чылай швейцарсен тăван чĕлхи, хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германипе Австрире патшалăх чĕлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тĕп чĕлхесем йышне кĕрет.

Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă. Китай, арап, хинди, акăлчан, испан, бенгал, португал, вырăс тата япун чĕлхисем хыççăн тĕнчере калаçакансемпе чи йышлă чĕлхе шутланать. Нимĕç чĕлхи интернетре усă курнипе тăваттăмĕш вырăна (акăлчан, вырăс тата япун) йышăнать. Çаплах нимĕç чĕлхи — Европа Пĕрлешĕвĕ Европĕрлешӳ чĕлхисем пе темиçе тĕнчери урăх организацисен официаллă тата ĕçри чĕлхе пулать.

Индоевропа çемьинчи герман чĕлхисен анăç кĕçĕн группине кĕрет. Çурулăхăн никĕсне латин алфавитне, умлаутсене (ä, ö, ü) пĕлтерекен 3 графема тата эсцет лигатурине (ß) хушса, хунă. Авалранхи çыру палăкĕсене VIII ĕмĕрте хăварна теççĕ.

Нимĕç чĕлхи прагерман чĕлхи кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, праиндоевропа чĕлхинчен уйрăлса кайнăскер пулать. Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла герман чĕлхисенчен уйăрса янă. Вăтам ĕмĕрсенче тури нимĕç, унăн хыççăн — ирхи тури нимĕç фонетикипе морфологи, лексика йĕркеленчĕкĕпе синтаксис аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ тури нимĕç чĕлхи. Ăна ура çине тăратма Мартин Лютерăн Библийĕ, Иоганн Вольфганг фон Гёте, Фридрих Готлиб Клопшток тата Иоганн Кристоф Готтшед çыравçăсен пултарулăхĕ, Иоганн Кристоф Аделунг, Гримм тăвансен тата Конрад Дуден лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă.

Хальхи литература нимĕç чĕлхин никĕсне тури нимĕç диалекчĕсене хунă. Унсăр пуçне уйрăмла нимĕç диалекчĕсем (сăмахран, анатри нимĕç е алеманн) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ нимĕç чĕлхин варианчĕсем пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ.

Патшалăх чĕлхи

Патшалăх чĕлхи (официаллă чĕлхе) — патшалăхăн çĕрĕ-шывĕсенче е саккунсемпе çирĕплетсе панă урăх çĕрсен пĕтĕмлĕхĕнче Конституципе е саккунсем тăрăх ытти чĕлхесемпе танлаштарсан чи çӳуллĕ статус панă чĕлхи.

Португал чĕлхи

Португа́л чĕлхи (порт. língua portuguesa) — индии-европа чĕлхе çемьине кĕрекен роман ушкăнĕнчи чĕлхе. Вăтам ĕмĕрсенчи галиси-португал чĕлхинчен аталанса пулнă. Çырулăхне латин алфавичĕн никĕсĕпе хатĕрленĕ.

Вăл роман çемьинчи çывăх тăванлă испан чĕлхипе танлаштарсан калаçакансен шучĕпе иккĕмĕш, тĕнчери пур чĕлхе хушшинче 6-8 мĕш вырăнсем йышăнать. Португал чĕлхипе калаçакансене лузофонсем пĕрлĕ Лузитани рим провинци ячĕллĕ терминпа палăртаççĕ, португал чĕлхиллĕ пĕтĕм территорие — Лузофони (Франкофони пĕлтерĕш евĕрех) теççĕ.

Раççей Федерацийĕ

Раççей Федерацийĕ, Раççей (вырăс Российская Федерация, Россия) — Европăн хĕвелтухăç енĕпе Азин çурçĕр енĕнче вырнаçнă патшалăх.

Раççейре 180 ытла (2002 çулхи шутлавĕпе) яхăн халăх пурăнать. Тĕп чĕлхе — вырăс чĕлхи.

Сăмах

Сăмах, — япаласене, вĕсен паллисене, пулăмсене, ĕç-хĕле ят паракан пĕлтерĕшлĕ чĕлхе единици. Ун кашни чĕлхерех хăйне килĕшекен фонетика, грамматика тата пĕлтерĕш паллисем пур. Сăмахăн лексика тата грамматика пĕлтерĕшĕсем пур: çын «ăсласа калаçма пултаракан чĕр чун» — лексика пĕлтерĕшĕ; çынсем — нумай хисепри, тĕп падежри япала ячĕ — грамматика пĕлтерĕшĕ.

Сăмах чĕлхе единицисем хушшинче тĕп вырăн йышăнать. Анчах ку тарана çитсе те чĕлхеçĕсем сăмахăн тĕп паллисене палăртса çитереймен-ха.

А.М. Пешковский чĕлхеçĕ уйрăм сăмахăн çак паллăсем пуррине кăтартать:

сăмахсем уйрăммăн çӳреме пултараççĕ, çав вăхăрах сăмахăн пайĕсем чĕлхере уйрăммăн тĕл пулмаççĕ;

сăмахăн ударени пур, сăмах пайĕсен вăл çук;

сăмаха каланă хыççăн чарăну тума пулать, сăмах варринче чарăну пулмасть;

сăмахăн çыхăнăвĕ сăмахăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсем çыхăнса тăнинчен уйрăлса тăрать;

сăмахăн пĕр пайĕ (тымарĕ) кăна тĕп пĕлтерĕшлĕ, ытти пайĕсенче вăл пĕлтерĕш çук е тĕксĕмленнĕ;

сăмах пĕр-пĕр ăнлава палăртать, уйрăм илнĕ аффиксен ун пек функци аталанман.Кашни сăмах сасăсенчен тăрать. Çав сасăсен пĕрлешĕвĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Сасăсен пĕлтерĕшсĕр пуххине сăмах теме çук. Каланине çирĕплетме тĕслĕх илсе пăхар. Б.Н.Головин çырнă тăрăх, вырăс çынни урывчок, кульшша, утакан сасăсен пуххине сăмах теме пултараймасть, мĕншĕн тесен вырăс чĕлхинче вĕсен пĕлтерĕшĕ çук. Çав вăхăтрах утакан тени чăваш чĕлхинче сăмах шутланать, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ пур. Çапла вара, вăл е ку сасăсен пуххи сăмах пулнипе пулайманнине палăртас тесен унăн пĕлтерĕшне тупмалла. Сăмахсен семантикине тĕрĕс уçса пама чĕлхе пĕлни пулăшать. Кирек мĕнле чĕлхене вĕренме те сăмахсенчен пуçлатпăр. Вĕсем вара пире чĕлхен фонетикине, морфологине, синтаксисне вĕренме май параççĕ.

Сăмахăн янравĕпе пĕлтерĕшне пĕр-пĕринчен уйăрма çук, кунсăр пуçне тĕпчевçĕсем сăмахăн ытти паллăсем пуррине те кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, Н.М.Шанский унăн 15 уйрăм паллă пуррине палăртать. Вĕсенчен пиллĕкĕшне кăна сăмахăн тĕп паллисем шутне кĕртет:

Сăмах сасăсенчен тытăнса тăни;

семантика валентноçĕ;

икĕ тĕп ударени лартма май çукки;

лексикăпа грамматика уйрăмлăхĕсем палăрни тата

пĕлтерĕш пытарăнчăклăхĕ.Сăмаха Н.М.Шанский çакăн пек определени парать: «Сăмах — чĕлхе единици, хăйĕн пуçламăш форминче (вăл ударенисĕр сăмах мар пулсан) пĕр ударениллĕ пулать, унăн пĕлтерĕшĕ, лексикăпа грамматика уйрăмлăхĕсем тата пĕлтерĕш пытарăнчăклăхĕ пур».

Сăмах чĕлхере хăйне евĕр единица шутланать, вăл морфемăсенчен лексикăпа грамматика пĕлтерĕшĕсем пуррипе уйрăлса тăрать. Сасăсемпе пĕлтерĕш яланхи пĕрлĕх туни сăмаха фонемăран уйăрма май парать. Сăмах майлашăвĕсенче икĕ ударени пулма пултарать, анчах уйрăм сăмахсем пĕр тĕп ударениллĕ кăна пулаççĕ. Сăмахăн тĕп паллисенчен пĕри — кашни сăмахпах чĕлхере темиçе хут та усă курма май килни. Сăмаха ытти чĕлхе единицисенчен уйăрса илме ку çителĕксĕр, мĕншĕн тесен морфемăсем те, фразеологизмсем те чĕлхен хатĕр единицисем шутланаççĕ.

Тутар чĕлхи

Тутар чĕлхи, — тĕрĕк чĕлхисен кăпчак чĕлхисем патне кĕрекен чĕлхе. Ытларах енĕпе пушкăрт чĕлхине çывăх, унăн хыççăн каракалпак, казах, нугай, балкар, узбек тата кумăк чĕлхисемпе тăван. Тутарстанра вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать.

Тутарстансăр пуçне тата Пушкăрт Республикинче, Мари Элре, Удмуртире, Мордовире калаçаççĕ. Раççейре ку чĕлхепе калаçакан йышĕ 2002 çулхи халăх çыравĕпе 5,3 млн патнелле пулнă (1989 çулхи çыравпа — 5,1 млн).

Украин чĕлхи

Украин чĕлхи (тăван ят: українська мова), — Инди-европа чĕлхисен тухăç славян ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Çыруллăхĕ кириллица çинче никĕсленет.

ISO 639-1 тăрăх унăн кочĕ uk, ISO 639-1 тăрăх — ukr.

Франс чĕлхи

Франс чĕлхи (le français, la langue française) — французсен (Францин официаллă чĕлхи), Бельгин, Швейцарин, Канадăн франс чĕлхиллĕ халăхĕ (вĕсенче вăл официаллă чĕлхесенчен пĕри пулать). Франци чĕлхипе нумай патшалăхра Африкăри, Кариб бассейнĕн (Гаити т. ур.), Франци Гвиани саралнă, çав шутра официаллă чĕлхе вырăнĕнче те шутланать.

Инди-европа чĕлхе çемьин (роман ушкăнĕ, галл-роман ушкăн пайĕ). Латынь халăх чĕлхинчен аталанса, унран тепĕр роман чĕлхипе танлаштарсан, аяккарах тарнă. Çырулăхĕ латин алфавичĕн никĕсĕпе.

Пĕрлешӳллĕ Нацисен Йĕркеленӳлĕхĕн 6 официаллă чĕлхинчен пĕри. Франс чĕлхипе калаçакан йышĕ — 130 млн яхăн çын (2000). Франс чĕлхи тĕнчери халăх хушшинчи нумай йĕркеленӳлĕхĕн официаллă чĕлхи тата чылай çын вĕренекен ютçĕр чĕлхи шутланать. Франс чĕлхипе ăнланса калаçма пултаракан çын — 200 миллиона яхăн (Франци Академийĕн сайчĕн хыпарĕпе килĕшӳллĕ).

Légende:

тĕттĕм кăвак: тăван чĕлхи ; кăвак: патшалăх чĕлхи ; çутă кăвак: культура чĕлхи ; кăшăл: франс чĕлхипе калаçакан сахалтанăшĕсем.]]

Чĕлхе кочĕ - fr (ISO 639 тăрăх)

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи Пăлхарăн чĕлхипе хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче вырăс чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш чĕлхине виçĕ диалект çине уйăраççĕ: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи. Чӑваш чӗлхине халаллас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Чӑваш чӗлхи кунне палăртаççĕ.

Чăвашсем

Чăвашсем (Чăваш халăхĕ, пĕрреллĕ хисепре чăваш), — тĕпрен илсен Атăл-Урал регионĕнче пурнакан халăх. Этнос.

Тĕрĕк ушкăнне, алтай йышне кĕрекен чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. Чăваш республики чăвашсен хальхи историлле çĕршывĕ (патшалăх) тата чĕлхепе культура вучахĕ шутланать.

Чĕлхе тата чĕлхесем
Семиотика
Тĕп
Пайăр çынсем
Концепцисем
Ыттисем

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.