Тунис

Тунис, — Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Çурçĕр Африкăри патшалăх. Анăçпа кăнтăр-анăç енчи чикки Алжирпа юнашар иртет. Кăнтăр-тухăç чикки Ливипе юнашар вырнаçнă.

الجمهرية التونسية

Тунис

Flag of Tunisia Coat of arms of Tunisia
Тунис ялавĕ Тунис гербĕ
Tunisia in its region
Патшалăх чĕлхисем арап чĕлхи
Тĕп хула Тунис
Чи пысăк хула Тунис
Президент Монсеф Марзуки
Премьер-министр Мехди Джомаа
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
89 вырăнта
163 610 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
80 вырăнта
10 102 000
61 6/км²
Валюта ячĕ Тунис динарĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +00 пуçласа +00 таран
Патшалăх гимнĕ Himat Al Hima
Тетел доменĕ .tn
Тел. префиксĕ +216

Тавралăх

Патшалăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ Атлас тăвĕсем йышăнаççĕ. Ытти çĕр çинче пушхирпе саваннăсем вырнаçнă.

Истори

Тĕплĕнрех Тунис историйĕ статьяна пăхăр.

Тунис çĕрĕсем Рим империйĕ шутне кĕнĕ. Ку çĕрсем çинче малтан берберсен ялĕсем вырнаçнă пулнă. VII ĕмĕрте ку тăрăха арапсем килсе çитеççĕ те ислам тĕнĕн тăваттăмĕш хулине (Мекка, Медина тата Иерусалим хыççăн), Кайрауна, никĕслеççĕ. Каярах Тунис Осман империне кĕме пуçланă. XIX ĕмĕрте французсен колони империйĕ шутне кĕрет.

Пайланăвĕ

Тĕплĕнрех Тунисăн административлă пайланăвĕ статьяна пăхăр.

Тунис 24 вилайетран тăрать. Вилайечĕсем вара 262 мутамадията, вĕсем хăйсем вара шайхатсем çине пайланаççĕ.

Халăх йышĕ

Патшалахăн 98% — арапсем. Халăх йышĕнчен 1% — берберсем. Юлашки вăхăтра Тунисра ача çуратасси чака пуçланă. Вăтамран пĕр хĕрарăм 1,75 ача çуратни арап патшалăхĕсен хушшинче чи пĕчĕк кăтарту шутланать.

Халăхăн ытларах пайĕ, 98% ислам тĕнне ĕненеççĕ. Католиксен шучĕ те кăштах пур.

Каçăсем

.tn

.tn, - Тунис патшалăхĕн тĕп интернет доменĕ.

Абдельмаджид Лахаль

Абдельмаджид Лахаль (Бризете, Тунис, чӳк, 11, 1939 — Тунис, авăн, 27, 2014) — паллă тунис театрпа кино актёрĕ , театр режиссёрĕ.

Вăл арап чĕлхине Карло Гольдони, Антон Чехов пьесисене куçарса Тунис муниципаллă театрĕнче лартнă.

Алжир (патшалăх)

Алжир (Арап: الجزائر ТФА [ɛlʤɛˈzɛːʔir], Бербер: ⴷⵣⴰⵢⴻⵔ (Lz̦ayer [ldzæjər])), çурçĕр Африка енче вырнаçнă патшалăх. Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче ларать. Хĕвеланăç енче унпа Марокко, Хĕвеланăç Сахара, кăнтăр-хĕвеланăç енче Мавритани, Мали, кăнтăр-хĕвелтухăç енче Нигер, хĕвелтухăç енче Ливипе Тунис патшалăхĕсем юнашар вырнаçнă.

Арап чĕлхи

Арап чĕлхи, — афроази чĕлхисен семит ушкăнне кĕрекен чĕлхе.

Арапсем

Ара́псем (арап. العرب аль-араб) — арап чĕлхин диалекчĕсемпе калаçакан, Кăнтăр-Анăç Азипе Çурçĕр Африкăра пурăнакан семит халăхĕ. Арап çырăвĕпе усă кураççĕ.

Вăтаçĕр тинĕсĕ

Вăтаçĕр тинĕсĕ (грек Μεσόγειος Θάλασσα, лат. Mare Mediterraneum, Шаблон:Transl (البحر [الأبيض] المتوسط, ивр. הַיָּם הַתִּיכוֹן‎) — Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Атлантика океанĕпе Гибралтар тинĕс пырĕпе çыхăннă. Вăтаçĕр тинĕсĕ шутне Мрамор, Хура тата Азов тинĕсĕсем кĕреççĕ.

Лаптăкĕ 2500 пин км2. Тарăнăшĕ вăтамран 1541 метр, чи тарăн вырăн — 5121 метр.

Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче Испани, Франци, Итали, Мальта, Югослави, Хорвати, Словени, Босни тата Герцеговина, Албани, Греци, Болгари, Румыни, Украина, Раççей, Турци, Кипр, Сири, Ливан, Израиль, Египет, Ливи, Тунис, Алжир, Марокко патшалăхĕсем вырнаçнă.

Чи пысăк утравсем: Балеар утравĕсем, Корсика, Сардини, Сицили, Крит тата Кипр.

Гвиней

Гвиней (фр. République de Guinée), — Хĕвеланăç Африкăра вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Конакри.

Джибути

Джибу́ти́ (арап. جيبوتي), официалл Джибу́ти́ республики (جمهورية جيبوتي‎) — Африкăн çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчи патшалăх. Хĕвелтухăç енче Хĕрлĕ тинĕсĕн Аден кӳлмекĕ, çурçĕрте Эритрейпа, кăнтăрпа хĕвеланăçĕнче Эфиопипе чикĕ тытать. Кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче Сомалиленд патшалăхĕ.

Итал чĕлхи

Итал чĕлхи (lingua italiana) — Итали, Ватикан (латин чĕлхипе пĕрле), Сан-Марино, Швейцари (нимĕç, франци тата швейцар ретороман чĕлхисемпе пĕр танах). Хорватипе Словенири чылай итал халăхĕ пурăнакан темиçе тăрăхра иккĕмĕш официалă чĕлхе пулать.

Итал чĕлхи Итали территоринче саралнă халăх латынĕнчен пуçланать. Вăтам ĕмĕрлĕхре, ун чухне Итали политика енчен сапаланнă пулнă, пĕрлĕ литература чĕлхи пулман, çапах та тĕрлĕ диалектлă çыру палăкĕсем сыхланса юлнă. Çĕнетӳ тапхăрĕнчен пуçласа чи хисеплĕ диалект Тоскана, терĕсрех — Флоренци диалекчĕ шутланать, çак диалектпа Данте, Петрарка тата Боккаччо çырнă. Çапах та, пуян пĕлӳ илнĕ çынсем классик таса латыньпе танлаштарса итал чĕлхине «вульгарлă» — volgare тенĕ. XVIII—XIX ĕмĕрсенчен пуçласа çурçĕрпе кăнтăр идиомĕсен хушшинчи куçăмлă тоскана диалекчĕн никĕсĕпе пĕрлешӳллĕ итал чĕлхи хормăланать. Çав хушăрах Итали территоринче темиçе диалект саралнă пулнă, вĕсем хушшинчи хутшăну йывăр шутланнă: çурçĕр итал диалекчĕсем истори енчен галл-роман, кăнтăр итал — итал-роман шутне кĕнĕ. Диалектсемсĕр пуçне, итал литература чĕлхин темиçе тĕслехĕ, çаплах уйрăм чĕлхе шутланакан идиомăсем (пирваях сардинпа фриул) пур.

Кувейт

Куве́йт (арап. كويت), официаллă Кувейт патшалăхĕ (арап. دولة الكويت; Давла́т эль-Куве́йт) — Азин кăнтăр-анăçĕнчи патшалăх (эмират). Çурçĕрпе анăç енчен Иракпа, кăнтăрта Сауд Аравипе чикĕ тытать. Тухăçра —Перси кӳлмекĕ. Тĕп хули — Кувейт хули.

Нефть тупăçлакан паллă сутăç, ОПЕК ĕретĕнче.

Ливи

Ли́ви (арап. ليبيا), официаллă палăртăвĕ Аслă Социаллă Ливи Арап Халăх Джамахири (الجماهيرية العربية الليبية الشعبية الإشتراكية العظمى‎) — Çурçĕр Африкăн Вăтаçĕр тинĕсĕн çыранĕнчи патшалăх.

Анăç енче Алжирпа, çурçĕр-анăçра Туниспа, кăнтăрта Чадпа, Нигерпе, кăнтăр-тухăçра Суданпа, тухăçра Икĕпатпа чикĕ тытать. Çурçĕрте Вăтаçĕр тинĕсĕн хумĕпе çăвăнать.

Пуш, 20

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕ — Кĕркӳри календарĕнче çуллахи 79-мĕш кун (пысăк çулченче 80-мĕш кун). Çул пĕтичен 286 кун юлать.

Рабат

Рабат (арап. الرباط — Ар-Рибат, çирĕплетнĕ монастырь тенине пĕлтерет, танлаштар выр. Арбат — Марокко патшалăхĕн тĕп хули, унăн культура тата индустри центрĕ. Бу-Регрег юханшывĕн тепĕр çыранĕнче Сале хули вырнаçнă, вĕсем пĕрле тĕп хула агломерацине кĕреççĕ.

Руанда

Руанда Респрублики - тĕп Африкăри пысăк мар патшалăх.

Конго Демократи Республикипе хĕвелтухăçĕнче, Угандăпа çурçĕрте, Танзанипе хĕвелтухăçĕнче, Бурундипе кăнтăрта чикĕ тытать. Сăртсем нумай пулнипе пин сăрт çĕрĕ (фр. Pays des Mille Collines, киньяруанда Шаблон:Lang-rw тесе калаççĕ. 1994-мĕш çулхи Руанда геноцичĕпе тĕрчипех палăрнă.

Сенегал

Сенега́л (фр. Sénégal), официаллă — Сенега́л Респу́блики (фр. République du Sénégal) — Хĕвеланăç Африкăри патшалăх, Сенегал юханшывĕнчен кăнтăрарах вырнаçнă. Ятне юханшыв ячĕпе панă.

Хĕвеланăçалла Атлантика океанĕ сарăлать, çурçĕрте Мавританипе, хĕвелтухăçĕнче Гвиней тата Гвинея-Бисаупа кăнтăрта чикĕ тытать. Патшалăх ăшĕнче Атлантика океанĕнчен хĕвелтухăçнелле Гамби патшалăхĕ 300 çх патнелле тăсăлать.

Того

Того ((фр. République togolaise), — Хĕвеланăç Африкăра вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Ломе. Хĕвеланăçĕнче Ганăойпа, хĕвелтухăçĕнче Бенинпа тата çурçĕрте Буркина-Фасопа чикĕ тытать. Кăнтăрта Гвнией кӳлмекĕн хĕррине тухать.

Тунис (хула)

Ку статья хула çинчен. Ытти пĕлтерешсене Тунис (пелтерĕшсем) статьяра пăхăр.Тунис, — Тунис вилайечĕпе патшалăхăн тĕп хули.

Хула Вăтаçĕр тинĕсĕн Тунис кӳлмекĕ хĕрринче вырнаçнă. Хальхи пурнăçа сăнлакан çуртсем хушшинче, хула варринче Кив хула, Эль Медина вырнаçнă. Хула шутне çавăн пекех Карфаген, Ла Марса тата Сиди бу Саид хула çуменчи вырăнсем кĕреççĕ.

Чад

Чад — Тĕп Африкăра вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Нджамена. Нигерпа, Нигерипе, Камерунпа, Тĕп африка республикипе, Суданпа тата Ливипе чикĕ тытать.

Чех Республики

Чехи (чех Česko), официаллă ячĕ Чех Республики (чех Česká republika), кĕскен ЧР (чех ČR) — Тĕп Европăри патшалăх.

Африка патшалăхĕсем

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.