Патшалăх

Патшалăх, – уйрăм управлени системиллĕ, тулашпа вырăнти пăхăнманлăхлă пĕр лаптăка тытса тăракан обществăллă политика системи. Сăмаха уйрăмах политика тата право шайĕнче усă кураçĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере 200 ытла патшалăх вырнаçнă.

Патшалăха палартасси

Хальхи вăхăтра ăслăлахра та тĕнче хушшинчи правăра та ку термина пурте йышăнакан ăнлав çук.

Тĕнче шайенчи чи пысăк ПНО организаци те ку терминăн тĕнче хушшинчи ăнлава палартма пултараймасть. ПНО хăйĕн вырăнне ку ыйту тăрăх ак çапла палăртать: «Çĕнĕ патшалăха е правительствăна палăртасси — ку ĕçе килĕшсе е килешмесĕр патшалăхсемпе правительствăсем кăна тума пултараççĕ. Ытларах чухне ку çав патшалахпа хутшăнусем тытса тăма хатĕррине палăртать. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ — патшалăх та, правительствă та мар, çавăнпа та вăл ку ĕçе тума пултараймасть.»

Патшалăх ăнлава палăртма пултаракан хутсен шучĕ сахал. Вĕсенчен пĕри шутне Монтевидео конвенцийĕ кĕрет, ăна 1933 çулта Америкăри темиçе патшалах алă пусса çирĕплетнĕ. Раççей те, СССР та вăл хута пусса çирĕплетмен.

Çĕршыв е патшалăх?

Ку икĕ сăмах пĕлтерĕшĕ пĕрех пулсан та официаллă хутсенче патшалăх сăмаха усă курмалла. Кăна çирĕплетме ятарлă хушу та кăларнă.

Патшалăхсем никĕсленни

Патшалăх йĕркелĕвĕн тĕп сăлтавĕсене халĕ те тĕплесе кăтартман. Темиçе теори пур пулсан та вĕсенчен нихăшĕ те чи тĕрĕсси шутне кĕреймест. Чи авалхи патшалăхсем Çывăх Хĕвелтухăçра (хальхи Ирак, Египет вырăнĕсенче) вырнаçнă пулнă.

Патшалăх йĕркисем

  • Демократи
  • Тоталитаризм
  • Авторитаризм
  • Теократи
  • Аристократи
  • Монархи
  • Плутократи
  • Олигархи
  • Анархи
  • Деспотизм
  • Фашизм
  • Нацизм

Çавăн пекех пăхăр

  • Силэнд, - пĕчĕк хăйнехăй ирĕклĕ патшалăх.
  • Çĕршыв
Акăлчан чĕлхи

Акăлчан чĕлхи (акăл. English, the English language) — Аслă Британире, АПШра, Нацисен Содружествине кĕрекен çĕр-шывсенче тата Британсен малтанхи ытти колонийĕсенче урăх чĕлхесенчен тăтăшрах усă куракан е патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Герман чĕлхи. Акăлчан чĕлхи халĕ тĕнчери чи калаçакан тăван чĕлхесенчен тăваттăмĕшĕ (Китай, Испан, Хинди хыççăн) - 380 миллиона яхăн çыншăн тăван шутланать. Акăлчан чĕлхи Герман чĕлхисенчен чи анлă сарăлни. АЧ тĕнчен нумай кĕтесĕнче (Британ Империйĕ 18, 19, 20-мĕш ĕмĕрсенче çар, экономика, ăслăлăх, политика, культура енчен ытти çĕршывсене сарăлнине кура) Лингва франка статуспа çӳрет. Акăлчанла калаçакан халăхсем кино, сывлăш çӳлĕсем, телерадиовещани, ăслăлăх, Интернетпа пĕтĕм Çĕр чăмăрне витернине кура, халĕ Акăлчан чĕлхи тĕнчери чи вĕренекен ют (иккĕмĕш) чĕлхе. Пĕтĕм тĕнчипех вĕренӳ учрежденийĕсенче нумай вĕренекенсене сахалран кăшт акăлчанла вĕренме ыйтаççĕ, тĕрлĕ сферă, тĕрлĕ ĕç акăлчанла пĕлмесĕр пулмасть.

Вырăс чĕлхи

Вырăс чĕлхи — вырăссен чĕлхи, славян чĕлхи, Раççей Патшалăхĕн патшалăх чĕлхи. Вырăс чĕлхи çавăн пекех Белорусиpe, Казахстанpa, Киргизиpe патшалăх чĕлхисенчен пĕри. Чăваш Енре те конституци тăрăх вырăс чĕлхи чăваш чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать.

Вырăс чĕлхине «Language Monthly» (№ 3 за 1997) журналта çырнă тăрăх пĕтĕм тĕнчипе 285 миллиона яхăн çын пĕлет. Çавăнпа та вырăс чĕлхине тĕнчепе сарăлни енчен тăваттăмĕш вырăна лартма пулать. 160 миллион вырăсла калаçакан ăнa хайĕн тăван чĕлхи тесе йышăнать (тĕнчере 7 вырăнта).

Германи

Германи (нимĕç: Bundesrepublik Deutschland), — Вăтам Европăри патшалăх. Европа Пĕрлешĕвне, тата Шенген йышăнăвне кĕрет.

Итали

Итали, — Европăра вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Рим.

Италипе юнашар Франци, Швейцари, Австри тата Словени вырнаçнă. Итали çыранĕсем Тиррен, Вăтаçĕр, Иони тата Адриатика тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ. Итали ытларах пайĕпе Апеннин çурутравĕ çинче вырнаçнă. Çавăн пекех Итали шутне Сардинипе Сицили утравĕсем (чи пысăккисем) кĕреççĕ.

Китай Халăх Республики

Китай (китай. 中国 Джунго, «вăтам çĕр çинчи патшалăх» пек вуланать), — Азин Хĕвелтухăç енче вырнаçнă патшалăх. Çын шучĕпе чи нумайи шутланать. Пурĕ 1,3 млрд. яхăн çын пурăнать. Культури питĕ пуян та авалхискер. Официаллă Китай Халăх Республики ятлă. Кĕскен КХР.

Çĕр лаптăкĕпе Китайран пысăккисем Раççей, АПШ, Канада. КХРпа юнашар пурĕ 14 патшалăх вырнаçнă: Афганистан, Бутан, Мьянма, Инди, Казахстан, Киргизи, Лаос, Монголи, Непал, КХДР, Пакистан, Раççей, Таджикистан тата Вьетнам.

Мускав

Мускав (выр. Москва) — Раççей патшалăхĕн тĕп хули, Раççей Федерацин субъекчĕ, Мускав облаçĕн тĕп хули. Мускав юхан шывĕ çинче вырнаçнă. 1147 çулта Юрий Долгорукий никĕсленĕ, 1918 çултанпа Раççейĕн тĕп хули.

Мускав 10 округран тытăнса тăрать:

Хĕвелтухăç округĕ

Хĕвеланăç округĕ

Зеленоград

Çурçĕр округĕ

Çурçĕр-Хĕвеланăç округĕ

Çурçĕр-Хĕвелтухăç округĕ

Вар округĕ

Кăнтăр-Хĕвеланăç округĕ

Кăнтăр-Хĕвелтухăç округĕ

Кăнтăр округĕ1992 çулччен Мускав районсанчен тăнă. Халь округсемпе управăсанчен тăрать.

Мускав мэрĕн ĕçесене вăхăтлă Ресин туса пырать.

Пушкăрт Республики

Пушкăрт Республики (пушкăрт: Башҡортостан Республикаһы), — Раççей Патшалăхĕн Атăлçи федераллă округĕ кĕрекен Республика.

Пушкăрт Республикипе юнашар Тутарстан, Удмурти республикисем, Перĕм Ен, Свердловск, Ăренпур, тата Челепи облаçĕсем вырнаçнă.

Тĕп хули — Ӗпхӳ. Республикăн патшалăх чĕлхисем: пушкăрт чĕлхи, вырăс чĕлхи.

Раççей (пĕлтерĕшсем)

Раççей (грек Ῥωσία) — Руçĕн грек-висантилле ячĕ.

Раççей Федерацийĕ

Раççей Федерацийĕ, Раççей (вырăс Российская Федерация, Россия) — Европăн хĕвелтухăç енĕпе Азин çурçĕр енĕнче вырнаçнă патшалăх.

Раççейре 180 ытла (2002 çулхи шутлавĕпе) яхăн халăх пурăнать. Тĕп чĕлхе — вырăс чĕлхи.

Республика

Республика (res publica, «пĕрлĕхлĕ ĕç») — аслă ирĕке (влаçе) пĕр тапхăра (анчах пур чухне те мар) халăх суйланă витĕмĕн пайĕсем (органĕсем) ертсе пыракан патшалăх тытăмĕн ĕлки.

Хальхи тапхăрта 190 тĕнчери патшалăхран 140 ытла республика йĕркипе пурăнаççĕ.

Санкт-Петербург

Санкт-Петербург, Питӗрпур — Раççей хули. Хулара Ленинград облаçĕпе Çурçĕр Хĕвеланăç Федераллă округĕн администрациĕ вырнаçнă. Хула тĕнчери чи хитре хуласенчен пĕри шутланать. Нева юханшыв хĕрринче ларать (хула тăрăх 28 çухрăм юхать).

1914 çулхи çурла уйăхĕн 31 хыççăн Петроград ятлă, 1924 çулхи кăрлачăн 16 хыççăн — Ленинград, 1991 çулхи авăн уйăхĕн 6 хыççăн каллех Санкт-Петербург ятлă пулнă. Хулана 1703 çулта Пётр I патша никĕсленĕ. 1712 — 1918 çулсенче Раççей Империĕн тĕп хули пулнă.

Халăх йышĕ 4 661,2 пин (2002) çынпа танлашать.

Хулара пĕтĕмпе 800 кĕпер патнелле, 218 вĕсенчен çынсем каçмаллискерсем.

Совет Социализм Республикисен Пĕрлешĕвĕ

Совет Социализм Республикисен Пĕрлешĕвĕ (кĕскен: ССРП, выр. Союз Советских Социалистических Республик) — 1922-1991 çулсенче пулнă нумай халăхлă социализмлă патшалăх.

Тутарстан

Тутарста́н Респу́блики (тут. Татарстан Республикасы, Tatarstan Respublikası; Тутарста́н, официаллă мар — Тата́рия) — Раççей Федерацин субъекчĕ, республика (патшалăх). Атăлçи федераци тăрăхĕ йышне кĕрет, Атăлçи экономика районĕн пайĕ пулать. ВЦИК тата СНК 1820 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнчи декречĕпе Тутарсен Автономиллĕ Совет Социализм Республики ячĕпе туса хунă.

1992 çулта йышăннă Тутарстан Республикин Конституцийĕн 1-мĕш статьин 2-мĕш пункчĕпе килĕшшӳллĕ, «Тутарстан Республики» тата «Тутарстан» тан пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ.

Чи пысăк хули — Хусан.

Киров, Чĕмпĕр, Самар тата Ăренпур облаçĕсемпе, Пушкăртстан Республикипе, Мари Эл Республикипе, Удмурт Республикипе тата Чăваш Республикипе чикĕ тытать.

Патшалăх чĕлхисем - тутар чĕлхипе вырăс чĕлхи. Çаплах чăваш чĕлхипе те калаçаççĕ.

Франци

Франци (Франци чĕлхипе France, République française) хĕвеланăç Европăри патшалăх. Патшалăх Атлантика океанĕ хушшинче вырнăçнă. Саккун тăвакан органĕ - икĕ палатăлă парламент (Сенат тата Халăх пухăвĕ). Ялавĕ YDbDr тĕсĕ пек.

Чăваш Республики

Чăваш Респу́блики / Чăваш Ен (выр. Чувашская Республика) (кĕскен (выр. Чувашия — , Раççей Федерацин субъекчĕ, унăн йышĕнчи республика. Тĕп хула — Шупашкар.

Республикăн патшалăх чĕлхисем: чăваш, вырăс.

Республика пуçлăхĕ — Игнатьев Михаил Васильевич.

Республика Мари Республикипе çурçĕрте, Чулхула облаçĕпе анăçра, Чĕмпĕр облаçĕпе кăнтăрта, Тутарстанпа тухăçра, Мордва республикипе кăнтăрта чикĕ тытать. Атăлçи федераци тăрăхне, Атăл-Вятка экономика районне кĕрет.

Республика кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ - cap.ru.

Швейцари

Швейцари, — Европăри Европа Пĕрлешĕвне кĕмен патшалăх.

Шупашкар

Шупашкар (выр. Чебоксары) — Раççейри хула, Чăваш Республикин тĕп хули. Атăл юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă пысăк порт. Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк тĕн, экономика, политика, ăслăлăх, культура тата спорт центрĕсенчен пĕри.

Шупашкар хули округне йĕркелет. Шупашкар хулин округĕ Муркаш, Красноармейски, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе тата Çĕнĕ Шупашкар хулипе чикĕленет.

Хула кунне çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Шупашкарта пĕтĕмпе 489 498 çын пурăнать.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.