Пăхăр ĕмĕрĕ

Пăхăр ĕмĕрĕ, пăхăр-чуллă ĕмĕр, халколит (грек χαλκός «пăхăр» + λίθος «чул») е энеолит (лат. aeneus «пăхăр» + грек λίθος «чул»)) — этемлĕхĕн аталанăвĕн тапхăрĕ, неолитпа (чуллă ĕмĕрпе) бронзăллă ĕмĕр хушшинчи куçăмлă тапхăр.

Технологии

Çын чи малтан çутçанталăкра хăй шăранса тухнă пăхăра тупнă, ăна вăл чул вырăнне хурса тепĕр чулпа çапса хатĕрлесшĕн пулнă. Анчах та шăранчăк вакланайман, хорми çеç улшăннă, çапла ĕнтĕ пăхăра кирлĕ хормăллă (сивĕ тупта мелĕ) тума пуçланă. Пăхăра урăх металсемпе хутăш шăратса бронза тума ун чух пĕлӳ çитеймен. Хăш халăхсем шăранчăксене туптанă хыççăн металла çирĕплетес тĕллевпе вучахра хĕртнĕ.

Хăй çемçе пулин те, аталанура пăхăр ӳсĕмлĕ шутланать — пăхăртан ăсталанă хатĕрсене юсама май пулнă, чултан хатĕрленĕ япалана çĕнĕрен якатма тивнĕ.

Археологи тĕпчев хыпарĕсем

Тĕнчери авалхи металл япаласене Анатоли çĕрĕнче Чатал-Уюк патĕнче çĕр чавса тупнă. Вĕсене пирĕн эрăччен VII—VI пинçуллăхсен хушшинче туса хатĕрленĕ. Икшывхушшинче металпа ĕçлеме пирĕн эрăччен VI пинçуллăхра, Икĕпатра — пирĕн эрăччен V пинçуллăхра пуçланă.

Чи мăн неолит тапхăрĕнчи пурăну вырăнĕ — Каахка чарăну вырăнĕнчи Намазга-тӳпе. «Тӳпе» терминпа сарта, хăш чух çын пурăннă çӳлле хăпарса пынă çĕрсене палăртаççĕ. Тахçан унта тăмран тунă çуртсем ларнă. Çурчĕсем ишĕлсе ансан, çынсем ишĕлчĕкĕсене салатмасарах вĕсен вырăн лаптăкне якатса çĕнĕ çуртсем хăпартнă. Çавăнпа та çĕр шайĕ çак çĕрте çӳле ӳссе сăртланса пынă. Тӳпесем Вăтам Азире кăна мар, тăмран тунă çуртсемлĕ ытти тăрăхсенче, сăмахран Месопотамире, Кавказра тĕл пулаççĕ. Намазга-тӳпере çĕр хутлăн 32 м çӳле ӳснĕ. Вăл ултă шайран тăрать: аялтине пĕрремĕш, чи çӳлтине — улттăмĕш тесе шутлаççĕ

Вăрçă пуртисен культури

Вăрçă пурттисен этеплĕхĕ (çаплах Кантраллă керамика этеплĕхĕ е Тăр-пĕччен вилтăпри этеплĕхĕ) — Европăри археологин хулăм сийĕ, кайри неолитра пуçланса, пăхăр ĕмĕрĕнче хăйĕн аталанавĕн тӳпине çитсе малти бронзăллă ĕмĕрте сĕмĕ пĕтет.

Тĕрлĕ çĕрсенче пирĕн эрăччен 3200/пирĕн эрăччен 2900 çулсенчен пирĕн эрăччен 2300/пирĕн эрăччен 1800 çулĕсемчен тăсăлнă. Çар пурттисен культурин йăхĕсене чылай чух Вăтам Евррпăри пĕрремĕш индоевропейсем теççĕ.

Киев

Киев (укр. Киів) — Украина патшалăхĕн тĕп хули. Днепр юханшыв хĕрринче ларать.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.