Монархи

Монархи — (μοναρχία — «пĕртытăмлăх») — 1) патшалăхăн аслă тытăмĕ пĕр çынна — монарха тивĕçтерекен патшалăх тытăмлăхĕн ĕлки, (Патша, император, султан, эмир…) кăнарлăх йĕркипе куçса пырать.

Монархи — 2) патшалăха ертсе пымалли хорма, ун чух тăрăмăн çăлкуçĕ Турă (хăйтытăмлăхĕ) е патшалăх тăрăмне сыхласа тăраканĕ (хăйтăрăмлăхĕ) пулать, этем пĕрлĕхĕнче тăрăм (влаç) хăйĕн ăс-хакалĕпе кăмал-туйăм ырлăхĕн тата халăх йăлин чыслăхĕ çинче никĕсленет, çакна пула тăрам кăнарлă та халăхпа пĕрлĕ шутланать.

Монархи тĕсĕсем

  • Абсолютлă монархи — монархăн чарăмсăр тăрăмлăхĕ. Çак абсолютлă монархинче ертӳлĕхе патшалăхăн урăх тăрăм органĕсем монарх — Патшалăх пуçлăхĕ —умĕнче яваплă шутланаççĕ, парламĕнчĕ вара хăш чух пачах çук е монарх (патша, …) çумĕнче канаш органĕ çеç пулать.
  • Конституциллĕ монархи — монарх тăрăмне конституци чикĕленĕ монархи. Конституциллĕ монархи саманинче чăн саккун тăвакан тăрăмне парламент тытса тăрать, ĕç тăваканнине — ертӳлĕх. Конституциллĕ монархи икĕ хормăллă пулать: дуаллă монархи тата парламенлă монархи.
    • Дуаллă монархи (лат. Dualis — иккĕллĕ) — конституциллĕ монархи, монархăн тăрăмне конституципе йĕркеленĕ, хормăллă тата ĕç-хĕллĕ те монарх тăрăма анлă тытать.
    • Парламентлă монархи — монарх хăйĕн ĕçĕсене ячĕшĕн çеç тытса тăракан конституциллĕ монархи. Парламентлă монархинче ертӳлĕх парламент умĕнче яваплă, ертӳлĕх хормăллă патшалăхăн ытти органĕсенчен çӳлли пулать.
  • Теократиллĕ монархи — чиркӳ пуçлăхĕ е тĕн ертӳçи политикăна тытăмлă монархи.

Паянкунхи монархи патшалăхĕсем

Шутсене 2007 çулхи раштав, 29 тĕлне хатĕрленĕ. Уйрăм шутсенче доминионсене — монархисене — малтан акăлчан колонисем пулнисене кăтартнă, вĕсенче патшалăхăн пуçлăхĕ Аслă Британи патши (халĕ арăм-патша II Лисаветта) шутланать.

Европа

Ази

Африка

Океани

  • Тонга

Доминионсем

Доминионсенче, е Пĕрлĕшĕвĕн патшалăхĕсенче патшалăх пуçлахĕ Аслă Британи монархĕ шутланать, унăн тытăмне генерал-губернатор ертсе пырать.

Америка

  • Багам утравĕсем
  • Белиз
  • Ямайка
  • Антигуа и Барбуда
  • Сент-Китс тата Невис
  • Сент-Люси
  • Сент-Винсент
  • Гренада
  • Барбадос

Океани

  • Австрали Пĕрлĕхĕ
  • Çĕнĕ Зеланди
  • Папуа-Çĕнĕ Гвиней
  • Соломон утравĕсем
  • Тувалу

Çав. пекех

  • Абсолютизм
  • Деспотизм
  • Династи
  • Монарх
  • Монархизм
  • Скипетр
  • Тирания

Каçăсем

Австри ялавĕ

Австри ялавне 1919 çулта йышăннă. 1933 çулта пăрахăçланă, 1945 çулта каллех патшалăх шайне кĕртнĕ.

Виктория (Аслă Британи арăм патши)

Виктория (акăл. Victoria, Alexandrina Victoria, Çу, 24 1819, Лондон - Кăрлач, 22 1901, Осборн керменĕ, Уайт утравĕ) — Аслă Британипе Ирланди Пĕрлешӳллĕ патшалăхĕн патши пулнă. 1876 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Инди патши.

Виктория III- мĕш Георгăн тăваттăмĕш ывăлĕн, Кент герцогĕн Эдуардăн хĕрĕ пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те 1820 çулта вилнĕ, вара Викторине амăшĕ — Виктория Саксен-Кобург-Заальфельд пăхса ÿстернĕ.

18 çултах вăл астул еткерсе юлнă. Ку вăхăтра Пĕрлешÿллĕ патшалăхра конституциллĕ монархи пулнă, патша аллинче нимĕнле политикăллă вăй пулман. Виктория патшалăх ертÿçисен политикине тата министрсен вырăнне кама лартассине сĕм яма тăрăшнă. Халăх хушшинче вăл пысăк хисепре тăнă, хытă мораль тытса тăракан çын шутланнă.

1840 çулта Виктория Саксен-Кобург-Гот Альбертне качча кайнă.

Висанти

Висанти импе́рийĕ, Висанти (грек Βυζαντινή αυτοκρατορία 330—1453) — Рим империйĕ арканнă (395 çулта) хыççăн ячĕ. Çак ятах хăш чух Тухăç Рим Империне палăртса та çыраççĕ.

Греци

Греци (грек. Ελλάδα), официаллă ячĕ Грек Республики (грек Ελληνική Δημοκρατία) — Европăн кăнтăрĕнче, Балкан çурутравĕ çинче вырнаçнă патшалăх.

Иран

Иран (перс. ایران), официаллă Ислам Республики Иран (перс. جمهوری اسلامی ایران — Джомхурийе Исламийе Иран) — Азин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă патшалăх. Шĕкĕр хули — Тегеран.

Иран тĕнчери чи авал патшалăхсенчен пĕри шутланать. Чылай ĕмĕр тăрăххипе Тухăçра паллă ĕç-пуçа тытса тăнă. Перси империйĕн территорийĕ Дарий I чухне Греципе Киренаикирен пуçласа Инд шывĕ таран сарăлнă. 1979 çулта Иранра Хомейни имам ертсе пынипе революци пулса иртет, монарх йĕркине пăсса ислам республикине туса хунă.

Паянхи Иран, хуçалăхпа техника енчен Çывăх Тухăçри аталаннă çĕршыв шутланать, Евразин стратеги енчен паллă çĕрте вырнаçса, тĕнчери хутшăнусенче сумлă ĕçсене тытаса пырать. Иранра нефтьпе çутçанталăк газĕн пысăк янтăхĕсем упранаççĕ, çаплах хăйĕн атăмлă программин тĕпчев ĕçĕсене малалла аталантарать.

Камбоджа

Камбоджа, Камбоджа патшалăхĕ — Кăнтăр-тухăç Азири конституциллĕ монархи патшалăхĕ.

Канада

Канада (акăлч. Canada [‘kʰænədə], франц. Canada [kanada]) —Çурçĕр Америкăри патшалăх, территории шучĕпе тĕнчере иккĕмĕш (Раççей хыççăн) вырăнта шутланать.

Лихтенштейн

Лихтенштейн Кнеçлĕхĕ (ним. Fürstentum Liechtenstein, фр. principauté de Liechtenstein), — Европа варринчи пĕчĕк (160 тăваткал çухрăм) патшалăх. Тĕп хули — Вадуц. Лихтенштейн кăнтăр енче Австрипе, анăç енче Швейцарипе юнашар вырнаçнă. Патшалăх — конституциллĕ абсолютлă монархи. Кнеçĕ Конституци тăрăх чи çӳллĕ тытăмĕ шутланать, вăл хăй тĕллĕнех ăна улăштарма е пăрахăçлама пултарать.

Монако

Монако, — Европăра вырнаçнă питĕ пĕчĕк патшалăх.

П. эрч. 1000

Аваллăх ӳнерĕн эпохи пуçланнă, вăл 500 çула пынă.

Уэльс территорине кимр (камбрисен) кельт йăхĕсем йышăннă.

Самаведа йĕркеленнĕ тапхăрĕн вĕçĕ, пулмалла.

Ăсчахсен шучĕпе, пăшала металлран тата металл ĕç хатĕрĕсене промăçлă енĕпе тума тытăннă

Италин хальхи территоринче лигур, этруск, италик, латинян, сабин йăхĕсем пурăннă

Грецире бронза эпохи вĕçленнĕ.

Индуизм тĕн-культура факторĕ тытса тăнă Çурçĕр Ĕнчĕ территоринче чуралăх патшалăхĕсем йĕркеленме пуçланă .

Авалхи Израильте халăх ыйтнипе республика тытăмлав формине (Судьясен эпохи) монархи формине куçарнă.

Кочосон ванĕ, корей халаплăхĕпе, Мунму пулса тăнă.

Çак вăхăтрах, темелле, Черчен çынĕ пурăннă.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи

Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин çапăçу театрĕсем

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—1918) — Çĕр çинчи этемлĕх кун-çулĕнчи пысăк хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕсенчен пĕри.

1914 çулхи çĕртме 28-мĕшĕнче «Млада Босна» террор йĕркелĕвĕн пайташĕ вунтăхăрçулхи серб гимназисчĕ Гаврила Принцип Сараевăра Франц Фердинанд австри эрцгерцогне вĕлернĕ хыççăн вăрçă тапранса каясси хĕрсех çитет.

Вăрçă хыççăн тăватă импери арканнă: Раççей, Германи, Австро-Венгри тата Осман империсем. Вăрçăна хутшăннă патшалăхсенчи 10 млн яхăн çын вилнĕ, 22 млн çын суранланнă.

Павел I

Павел Петрович (20 авăн юпа, 1 1754, Елизавета Петровнан Çуллахи керменĕ, Санкт-Петербург — 12 [24] пуш 1801), Михайлов керменĕ, Санкт-Петербург — 1796 - 1801-мĕш çулсенчи пĕтĕм Раççей патши, Мальта орденĕн аслă магистрĕ, Пётр III тата Екатерина II ывăлĕ.

Пархи

Пархи патшалăхĕ, Пархи — пирĕн эрăччен 250 çул тĕлне пулса тăнă, Каспи тинĕсĕнчен кăнтăр-тухăçалла, хальхи Туркменистанăн территоринче вырнаçнă авалхи патшалăх (çак территорин вырăнти халăхĕ — пархи иран йăхĕ). Хăйĕн мăнаç тытăмлăхĕнче (пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн варри) сĕмĕ Месопотамирен Инди чикки çитине сарăлнă; 220-мĕш çулсенче арканса пĕтет.

Патшалăх

Патшалăх, – уйрăм управлени системиллĕ, тулашпа вырăнти пăхăнманлăхлă пĕр лаптăка тытса тăракан обществăллă политика системи. Сăмаха уйрăмах политика тата право шайĕнче усă кураçĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере 200 ытла патшалăх вырнаçнă.

Республика

Республика (res publica, «пĕрлĕхлĕ ĕç») — аслă ирĕке (влаçе) пĕр тапхăра (анчах пур чухне те мар) халăх суйланă витĕмĕн пайĕсем (органĕсем) ертсе пыракан патшалăх тытăмĕн ĕлки.

Хальхи тапхăрта 190 тĕнчери патшалăхран 140 ытла республика йĕркипе пурăнаççĕ.

Томас Гоббс

Томас Гоббс (акăл. Thomas Hobbes, (5 ака 1588, Малмсбери, Уилтшир, Англи — 4 раштав 1679, Дербишир, Англи) — XVII-мĕш ĕмĕрти анкăл философĕ-материалистĕ, пĕрлĕхлĕ килĕшÿ тата патшалăх пăхăнмаллăх вĕрентĕвне никĕслекенсен пĕри. Платон, Аристотель, Гроций, Фрэнсис Бэкон философĕсенчен сĕм илнĕ. Этика, теологи, физика, геометри тата историре сарăлнă пĕлтерĕшлĕ шухăшлавсемпе паллă.

Гоббс ĕçĕсем Джон Локк, Жан-Жак Руссо çине вăйлă витĕм хунă.

Февраль революцийĕ

Çак статья 1917 çулхи нарăсра Раççей кун-çулĕнче пулса иртнĕ ĕçсем. 1848 çулхи нарăс уйăхĕнче Франци кун-çулĕнче пулса иртнĕ ĕçсем. Февраль революцийĕ 1848Февра́ль револю́цийĕ (çаплах Февра́ль буржуа́зи-демократи́ револю́цийĕ) — Раççей империн революцийĕ, вĕçĕмĕнче монархи арканать, республика пулса тăрать те влаç Вăхатлă ертӳлĕхне куçать.

Францин Аслă революцийĕ

Францин Аслă революциĕ, — Франци историйĕн 1789-1799 çулсем хушшинчи тапхăрĕ. Ку вăхăт тапхăрĕнче Франци пурнăçĕнче питĕ пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, монархи вырăнне [республика] йĕркипе пурăнма тытăннă.

Франци револю́цийĕ (фр. Révolution française), хăш чухне «Аслă» теççĕ, Франци социаллă тата политика системин XVIII ĕмĕрте пулса иртнĕ пысăк трансформацийĕ шутланать, ун чухне Кивĕ йĕркене пăрахăçланă. Бастилие 1789 султа ярса илнипе тапранать, вĕçĕмне тĕрлĕ историксем 1974 çулхит 9 термидор пăтăрмахĕ, 1799 çулхи 18 брюмер пăтăрмахĕ, е Наполеон 1804 çулта патша кăшăлне тăхăннине палăртаççĕ. Çак тапхăрта Франци абсолютлă монархинчен пĕрремĕш хут сăмахпа ирĕклĕ те тан граждансен республики пулса тăрать. Франци революци пулăмĕсем Францине хăйне те, кӳршисене те улăштарнă, нумай историксем çак революцие Европа кун-çулĕн чи паллă ĕç-пуçĕ вырăнне хураççĕ.

Ямайка

Ямайка — Кариб тинĕсĕ таврашĕнчи утравлă патшалăх. Малтан Аслă Британин колони çĕрĕ пулнă.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.