Лондон

Лондон (London), — Аслă Британи тĕп хули.

Çуллахи Олимп вăййисем

Çуллахи Олимп вăййисем- çуллахи кашни тăваттă çулта иртернĕ ăмăрту.

Çуллахи Олимп вăййисем 18 патшалăхра пулнă: тăваттă хут АПШ-ра (1904,1932,1984,1996), виççĕ хут Аслă Британире (1908,1948,2012).Иккĕ хут Çуллахи Олимп вăййисем Грецире (1896,2004),Францире (1900,1924),Германире (1936,1972) тата Австралире (1956,2000) пулнă.Чи нумай (виççĕ хут) Çуллахи Олимп вăййисем Лондон хулара иртернĕ: 1908,1948 тата 2012 çулсемче.

Çурçĕр тинĕсĕ

Çурçĕр тинĕсĕ(маларах тата Нимĕç тинĕсĕ; фр. Mer du Nord, ним. Nordsee, гол. Noordzee, Шаблон:Lang-fy, акăл. North Sea, норв. Nordsjøen, дан. Nordsøen или Vesterhavet) — Европăн çурçĕр енчен вырнаçнă Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Хĕвелтухăç енче Норвегипе Дани çыранĕсем, хĕвеланăç енче Британи утравĕсем, кăнтăр енчен Германи, Нидерландсем, Бельги тата Франци çыранĕсем вырнаçнă.

Пысăк портсем: Гамбург, Эсберг, Роттердам, Лондон, Гамбург, Осло, Берген..

Балтикăпа (Скагеррак, Каттегат, Эресунн, Мăн Бельт, Кĕçĕн Бельт проливсем тăрăх уйрăлса тăрать) Норвеги тинĕсĕсемпе тата Ла-Манш проливĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Аслă Британи

Аслă Британи (акăл. United Kingdom, тулли ячĕ — Аслă Британи тата Çурçĕр Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ, акăл. United Kingdom of Great Britain and Northern Ireland) — Анăç Европăри утравлă патшалăх, тытăм хорми — парламент монархийĕ. Тĕп хула — Лондон. Патшалăх ячĕ акăлчанла Great Britain. Британи — брит йăх этнонимĕ.

Берлин

Берлин, — Германин тĕп хули (1871 çултанпа). Европа Пĕрлешĕвĕнче Берлин лаптăк шучĕпе Лондон хыççăн иккĕмĕш вырăнта шутланать. Халăх шучĕ 3 440 441 (2010) çынпа танлашать.

Берлин Шпрее (Spree) тата Хавель (Havel) юханшывĕсем çинче, Бранденбург çĕрĕсем çинче вырнаçнă. 1920 çултанпа Бранденбург çĕрĕсем шутне кĕместь. 1200 çулсенче ку тăрăхра икĕ хула вырнаçнă пулнă — Кёлльн (Cölln) тата Берлин. Хăçан вĕсене хуласем шутне кĕртни тĕппипех паллă мар. Кёлльна хула пек 1261 çулта асăннă, Берлина — 1251 çулта. 1307 çулта вăл икĕ хуларан пĕр хула туса хунă. Пĕрлешнĕ хулара 1400 çулта 8 пин çын пурăннă.

Берлин Пруссин тĕп хули шутланнă. Германи империне туса хунă хыççăн унăн тĕп хули пулнă.

…Хула 12 районсене пайланă :

Митте,Фридрихсхайн-Кройцберг,Панкăв(чи пысăк районе - 350 пин ытла пурăнакансем),

Шарлăттенбург-Вильмерсдорф,Шпандау,Штеглитц-Целендорф,Нойкёлн,Темпельхоф-Шёнеберг,

Трептов-Кёпеник,Марцан-Хеллерсдорф,Лихтенберг,Райникендорф.

Берлинăн ертуççи - бургомистр Клаус Воверайт (Klaus Wowereit).

Мускав

Мускав (выр. Москва) — Раççей патшалăхĕн тĕп хули, Раççей Федерацин субъекчĕ, Мускав облаçĕн тĕп хули. Мускав юхан шывĕ çинче вырнаçнă. 1147 çулта Юрий Долгорукий никĕсленĕ, 1918 çултанпа Раççейĕн тĕп хули.

Мускав 10 округран тытăнса тăрать:

Хĕвелтухăç округĕ

Хĕвеланăç округĕ

Зеленоград

Çурçĕр округĕ

Çурçĕр-Хĕвеланăç округĕ

Çурçĕр-Хĕвелтухăç округĕ

Вар округĕ

Кăнтăр-Хĕвеланăç округĕ

Кăнтăр-Хĕвелтухăç округĕ

Кăнтăр округĕ1992 çулччен Мускав районсанчен тăнă. Халь округсемпе управăсанчен тăрать.

Мускав мэрĕн ĕçесене вăхăтлă Ресин туса пырать.

Нью-Йорк

Нью Йорк (акăл. New York City, — АПШ-н чи пысăк хули, тĕнчери чи пысăк агломерацисен шутне кĕрет. Хула йышĕ 8 405 837 çын, агломерацийĕ — 23,9 млн (2013 çулхи шут). Нью Йорк Атлантика океанĕн çыранĕнче, Çĕнĕ Йорк штачĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Хулана XVII ĕмĕрте Холланд колонисчĕсем никĕсленĕ. 1664 çулччен хулана Çĕн Амстердам тесе чĕннĕ. 1785 - 1790 çулсенче Пĕрлешӳллĕ Штатсен тĕпхули пулнă.

Нью Йоркра пурĕ 5 район (боро): Манхэттен, Бронкс, Бруклин, Квинс, Статен-Айленд. Тĕп паллă вырăнсем Манхэттен бороĕнче вырнаçнă. Вĕсенчен: историкла небоскрёбсем (Эмпайр-стейт-билдинг, Крайслер-билдинг), Рокфеллер центрĕ, Вулворт-билдинг, ӳнер Метрополитен-музейĕ, Метрополитен-опера, Соломон Гуггенхайм музейĕ (живопись), Американ çут çанталăк историйĕн музейĕ (динозаврсен скелечĕсем тата планетари), легендарлă хотель «Челси», ПНО штаб-квартирĕ, Харлем.

Нью Йорк — тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ финанс, политика, экономика тата культура центрĕ.

Олимп вăййисем

Олимп вăййисем - чи паллă,чи анлă пĕтĕм тĕнчери спорт ăмăрту.

Пĕр сехетри зона

Пĕр сехетри зона е пĕр вăхăтлă зона — пĕр вăхăт йĕркине йышăннă Çĕр чăмăрĕн регионĕ.

Рим

Рим, — Итали патшалăхĕн тĕп хули. Кунтах Лацио облаçĕн администрациĕ вырнаçнă. Хула Тибр юханшывĕ хĕрринче ларать.

Хулана «çичĕ тĕмĕ çинче вырнаçнăскер» те тепĕр чухне калаççĕ. Вăл чăннипех те çичĕ тĕмĕ çинче вырнаçнă. Чи малтан хулана Палатин тĕми çинче никĕсленĕ пулнă. Кăштахран вара хула Капитолий тата Квиринал тĕмисем çине сарăлнă. Целий, Авентин, Эсквилин тата Виминал тĕмисем çине хула самай вăхăт ирсен çеç сарăлнă.

2004 çулта хулара пурĕ 2 823 807 çын пурăннă.

Европăн тĕп хулисем

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.