Лингвистика

Лингвистикачĕлхесене тĕпчекен аслăлăх. Çын калаçакан чĕлхе çинчен, тĕнчери тĕрлĕ чĕлхесем кашни хăй евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăни çинчен.

Уйрăмсем

Чĕлхе пĕлĕвĕ хире хирĕç енлĕ виçĕ сыпăкран тăракан тĕнĕл çинче тытăнать:

  • Cинхронла тата Диахроникла: Синкронла лингвистика чĕлхен хальхи самантри сăн сăпатне тĕпченипе çыхăннă, диахроникăлла (историлле) лингвистика чĕлхен е чĕлхе ушкăнĕн тĕрлĕ тĕрлĕ саманара пулса иртнĕ улшăнăвĕсене тĕпчет.
  • Теорилле тата Практикăлла: теорилле лингвистика чĕлхене çырса кăтартмалли мелсемпе, теорипе çыхăннă; практикăлла лингвистика çав теорисене урăх сферăсенче пурнăçа кĕрет;
  • Макролингвистика(Контекстла) тата Микролингвистика(Ниме пăхăнман): Контекстла лингвистика чĕлхен тĕнчери вырăнне, пĕлтерĕшне, обществăлла функцине, калаçма вĕреннине, каланипе илтнине тĕпчет. Микролингвистика вара чĕлхене уйрăммăн, унпа çыхăннă тулашри пулăмсене шута илмесĕр тĕпчет.


Теорилле лингвистика уйрăмĕсем:

  • Фонетика — этем калакан сасăсен пĕлĕвĕ (сас, фонема, саспалли);
  • Фонологи (Фонемика) - чĕлхен тĕп сассисен ĕренкисене тĕпчени;
  • Морфологи — сăмах тытăмне тĕпчени (морфема, сăмах);
  • Синтаксис — сăмахсем пĕр пĕрин çумне предложенире еплерех çыпăçнине тĕпчени.
  • Семантика — сăмах пĕлтерĕшĕ, сăмахсем пĕрлешсе предложени пĕлтерĕшлетни çинчен вĕрентни;
  • Прагматика — тӳрĕ е куçăмлă пĕлтерĕшлĕн калаçнине палăртни, пуплеве тĕллев тĕлĕшĕнчен тĕпчени;
  • Историлле лингвистика - историн тĕрлĕ тапхăрĕсенче чĕлхесем пĕр пĕринпе епле çыхăннине лексикăри, морфологири, синтаксисри пĕрпеклĕхĕсене кăтартса ăнлантарса паракан вĕрентӳ.
  • Лингвистикăлла типологи - мĕнпур этем чĕлхисенче тĕл пулакан грамматика пулăмĕсем çинчен вĕрентни.
  • Стилистика - чĕлхери стильсем çинчен вĕрентни.
  • Аналитика лингвистики - предложенисем пĕр пĕрин çумне çыпăçăнса текст пулни çинчен вĕрентни.

Сленг, арго

  • Арго
  • Компьютерщиксен сленгĕ
  • Жаргонсем
    • Крякозябра
    • Макджоб

Çав. пекех

Авалхи грек чĕлхи

Авалхи грек чĕлхи — (аттика ἡ Ἑλληνικὴ γλῶσσα) инди-европа çемьин чĕлхи, грек чĕлхин "ламтайĕ", грек ойкуменин территоринче пирĕн эрăччен 2 пиçуллăх вĕçĕнчен пирĕн эрăри V ĕмĕре çити усă курнă.

Чĕлхе аталанăвĕн тапхăрĕсем: протогрек (п.эрч.XX-п.эрч. XVII), микен (XVI-п.эрч. XII), постмикен (п.эрч. XI-п.эрч. IX), архаика (п.эрч. VIII-п.эрч. VI), классика (п.эрч. V-п.эрч. IV), эллин (п.эрч. III — IV); кашни тапхăрĕнче питĕ уйăрăлса тăнă диалектсем пулнă.

Авалхи грек чĕлхи — Гомерăн «Илиада» тата «Одиссея» поэмисен, Афин ылтăн ĕмĕрĕн философипе литературин, Çĕнĕ Халалăн чĕлхи. Унпа классика тапхăрĕн полисĕсенче, Александр Македонскин патшалăхĕнче, диадохсен патшалăхĕсенче усă курнă, авалхи грек чĕлхи Рим империн иккĕмĕш официаллă чĕлхи, Хĕвел тухăç Рим империн малтанхи тапхăрĕнче тĕп чĕлхи (майĕпен вăта ĕмерсен (висанти) грек чĕлхине куçса пынă çем) шутланнă. Вăта ĕмĕрсенче вăл Висантин литература чĕлхин тĕсĕхĕ пулса Чĕрĕлӳ тапхăрĕнче Хĕвел анăç Европăра классика чĕлхи вырăнне йышăнса çĕнĕ грек чĕлхин — кафаревусăн аталанăвне тапратса ярать.

Айриш чĕлхи

Айриш чĕлхи (ирл. Gaeilge) — айришсен чĕлхи, кельт чĕлхисенчен пĕри; шотландпа мэн чĕлхисем гойдел ушкăн пайне кĕреççĕ.

Алтай чĕлхисем

Алтай чĕлхисем, — тĕрĕк, монгол, тунгус-маньчжур чĕлхисен ушкăнĕсене пĕрлештерсе тăракан малсăлтавлă йыш (чĕлхесен çемйи, йышĕ). Вăл йыша хăш чухне çавăн пекех корей чĕлхине, татах та сайрарах — яппун-рюкю ушкăнĕнчи чĕлхесене кĕртеççĕ. Йыш ятне Алтай тăвĕсен ятне тĕпе хурса панă. Ку йыша кĕрекен мĕнпур чĕлхесен генетикăлла тăванлăхне (хуранташлăхне) ăславçăсем пурте йышăнаççĕ теме çук.

Йышри чĕлхесен перпеклĕхĕсем пурри яр уçă. Çак никама та иккĕлентермест. Анчах та ыйту ак çапла тарать: перпеклĕхсем чăн-чăн хурăнташлăхпа çыхăннă е историре пулса иртнĕ хире-хирĕçле витĕмсем хăйсен йĕрне хăварнă?

Глагол

Глагол, — япала ĕçне-хĕлне пĕлтерекен пуплев пайĕ. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ĕçхĕл терминпа усă курнă, кайран вара вырăс чĕлхинче усă куракан термина илнĕ. Ĕçхĕл тенипе хальхи вăхăтра та анлăн усă курма май пур. Глагол кăтартакан ĕç енпе калани, вăхăт, сăпат тата хисеп категорийĕсен формисенче палăрать.

Голланд чĕлхи

Голланд чĕлхи е Нидерла́нд чĕлхи (de Nederlandse taal, het Nederlands – гооландла калани ) — голландсен чĕлхи, инди-европа чĕлхе çемйин герман чĕлхисен (анăç герман чĕлхисен ушкăнĕн пайĕ) шутне кĕрет.

Голланд чĕлхине тăтăшах фламанд чĕлхи теççĕ. Тĕрĕссипе, çак ятсем тĕрлĕ диалектсене палăртаççĕ (Голланди — Нидерландсен регионĕ, Фландри — Бельгин пиллĕк голланд чĕлхиллĕ провинцийĕ).

Çырулăхне латин алфавичĕн (голланд алфавичĕ) никĕсĕпе тунă.

Диалект

Диалект (грек. διάλεκτος «калаçу, вырăнти калаçу») — чĕлхен вырăнти уйрăмлăхĕ, тĕсĕ, пĕр-пĕр вырăнта пурăнакан çынсене хутшăнма пулăшакан хатĕр. Унăн фонетикăпа лексика тата грамматика системи пур. Диалект — чĕлхе пайĕ. Кирек мĕнле чĕлхере те икĕ диалекта кая пулмалла мар, унсăрăн диалект çинчен калаçма сăлтав пулмасть. Пĕр диалект хăйĕн паллисемпе теприншĕн е ыттисемшĕн хирĕçле пулса тухать. Хирĕçлев пулмасан диалект иккĕ е нумай пулма пултараймасть.

Чĕлхери диалектсене уйăракан тĕп паллăсем — диалект уйрăмлăхĕсем пур. Чăваш чĕлхинчи диалектсене уйăракан паллăсем:

фонетика уйрăмлăхĕсем:

сăмахсен пĕрремĕш сыпăкĕнче о ~ у калани (йоман — йуман, полă — пулă, орлă — урлă);

тутапа калакан ă°, ĕ° сасăсем пурри-çукки {вă°рă°м — вăрăм, тă°ххă°р — тăххăр, пĕ°лĕ°т — пĕлĕт);

вăрăм хупă сасăсем кĕске хупă сасăсемпе ылмашни (тоттăр — тутăр, виттĕр — витĕр, коккăр — кукăр);

лексика уйрăмлăхĕсем: асанне — мамак, поскил — пускил — кӳршĕ, отма ~ утма çул — сукмак;

грамматика уйрăмлăхĕсем:

япала ячĕн нумай хисеп аффиксĕ икĕ е пĕр вариантлă пулни: лашасам — лашасем, ялсам — ялсем;

вĕçленӳ парадигминчи уйрăмлăхсем: хулана — холайа, пăрăва — пăруйа, пăруна;

сăпатлану парадигминчи уйрăмлăхсем: эсир вулатăр, каятăр — эсĕр вулаттăр, каяттăр; эпĕ çăвăп, тăвăп — эпĕ çуйăп, туййп.Чăваш чĕлхинчи диалектсем территориллĕ диалектсем, урăхла каласан вĕсен кашнин хăйĕн территорийĕ пур. Чăваш чĕлхинчи социаллă диалектсене (социолектсене) тĕпчемен.

Долган чĕлхи

Долга́н чĕлхи — долган халăхĕн чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрет. Красноярск Енĕн (РФ) Таймыр (Долган-Ненец) муниципаллă районĕн кăнтăр тата кăнтăр-тухăç енĕсенче (малтанхи Дудинка тата Хатанга районĕсем), çаплах Якутин Анабар улусĕнче сарăлнă. Калаçакансен йышĕ — 1 пине яхăн çын (çырав, 2010).

Итал чĕлхи

Итал чĕлхи (lingua italiana) — Итали, Ватикан (латин чĕлхипе пĕрле), Сан-Марино, Швейцари (нимĕç, франци тата швейцар ретороман чĕлхисемпе пĕр танах). Хорватипе Словенири чылай итал халăхĕ пурăнакан темиçе тăрăхра иккĕмĕш официалă чĕлхе пулать.

Итал чĕлхи Итали территоринче саралнă халăх латынĕнчен пуçланать. Вăтам ĕмĕрлĕхре, ун чухне Итали политика енчен сапаланнă пулнă, пĕрлĕ литература чĕлхи пулман, çапах та тĕрлĕ диалектлă çыру палăкĕсем сыхланса юлнă. Çĕнетӳ тапхăрĕнчен пуçласа чи хисеплĕ диалект Тоскана, терĕсрех — Флоренци диалекчĕ шутланать, çак диалектпа Данте, Петрарка тата Боккаччо çырнă. Çапах та, пуян пĕлӳ илнĕ çынсем классик таса латыньпе танлаштарса итал чĕлхине «вульгарлă» — volgare тенĕ. XVIII—XIX ĕмĕрсенчен пуçласа çурçĕрпе кăнтăр идиомĕсен хушшинчи куçăмлă тоскана диалекчĕн никĕсĕпе пĕрлешӳллĕ итал чĕлхи хормăланать. Çав хушăрах Итали территоринче темиçе диалект саралнă пулнă, вĕсем хушшинчи хутшăну йывăр шутланнă: çурçĕр итал диалекчĕсем истори енчен галл-роман, кăнтăр итал — итал-роман шутне кĕнĕ. Диалектсемсĕр пуçне, итал литература чĕлхин темиçе тĕслехĕ, çаплах уйрăм чĕлхе шутланакан идиомăсем (пирваях сардинпа фриул) пур.

Нимĕç чĕлхи

Нимĕç чĕлхи (ним. Deutsch , çапла илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃ]; deutsche Sprache, илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃə ˈʃpʀaːχə]) — нимĕçсен, австрисен, лихтенштейнсен тата чылай швейцарсен тăван чĕлхи, хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германипе Австрире патшалăх чĕлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тĕп чĕлхесем йышне кĕрет.

Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă. Китай, арап, хинди, акăлчан, испан, бенгал, португал, вырăс тата япун чĕлхисем хыççăн тĕнчере калаçакансемпе чи йышлă чĕлхе шутланать. Нимĕç чĕлхи интернетре усă курнипе тăваттăмĕш вырăна (акăлчан, вырăс тата япун) йышăнать. Çаплах нимĕç чĕлхи — Европа Пĕрлешĕвĕ Европĕрлешӳ чĕлхисем пе темиçе тĕнчери урăх организацисен официаллă тата ĕçри чĕлхе пулать.

Индоевропа çемьинчи герман чĕлхисен анăç кĕçĕн группине кĕрет. Çурулăхăн никĕсне латин алфавитне, умлаутсене (ä, ö, ü) пĕлтерекен 3 графема тата эсцет лигатурине (ß) хушса, хунă. Авалранхи çыру палăкĕсене VIII ĕмĕрте хăварна теççĕ.

Нимĕç чĕлхи прагерман чĕлхи кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, праиндоевропа чĕлхинчен уйрăлса кайнăскер пулать. Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла герман чĕлхисенчен уйăрса янă. Вăтам ĕмĕрсенче тури нимĕç, унăн хыççăн — ирхи тури нимĕç фонетикипе морфологи, лексика йĕркеленчĕкĕпе синтаксис аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ тури нимĕç чĕлхи. Ăна ура çине тăратма Мартин Лютерăн Библийĕ, Иоганн Вольфганг фон Гёте, Фридрих Готлиб Клопшток тата Иоганн Кристоф Готтшед çыравçăсен пултарулăхĕ, Иоганн Кристоф Аделунг, Гримм тăвансен тата Конрад Дуден лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă.

Хальхи литература нимĕç чĕлхин никĕсне тури нимĕç диалекчĕсене хунă. Унсăр пуçне уйрăмла нимĕç диалекчĕсем (сăмахран, анатри нимĕç е алеманн) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ нимĕç чĕлхин варианчĕсем пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ.

Пуплерĕш (лингвистика)

Пуплерĕш, — пĕр шухăша вĕçлесе тата интонацилле çырнă сăмахсен ушкăнĕ. Пуплерĕше синтаксис ятлă чĕлхе ăслăлăхĕн пайĕ тĕпчет.

Сăмахсар

Сăмахсар, — чĕлхери сăмах йышне çырса кăтартакан кĕнеке. Синонимлă терминсем: словарь, сăмах пуххи, сăмах кĕнеки, лексикон, глоссарий.

Компьютер техники аталланнă май электронлă тата онлайн словарьсем вăйлă сарăлаççĕ.

Сасă (лингвистика)

Сасă, — калаçура пуплев органĕсенчен тухакан сывлăх хумханăвĕсем.

Лингвистикăра сассем çакăн пеккисем пулаççĕ:

Уçă сасăсем

Çемçе уçă сасăсем

Хытă уçă сасăсем

Хупă сасăсем

Çемçе хупă сасăсем

Хытă хупă сасăсем

Семантика

Семантика (фран. sémantique, грек. semantikós «палăртакан» сăмахĕнчен, sema — «паллă»).

Семантика (ăслăлăх), — чĕлхе ăслăлăхĕн пайĕ.

Семантика (лингвистика), — сăмахсен, сăмах формисен, фразеологизмсен, сăмах майлашăвĕсен, предложенисен пĕлтерĕшĕсем.

Семантика (программăлани)

Пĕрлехи семантика

Синонимсем

Синонимсем, — тĕрлĕрен илтĕнекен, анчах çывăх е пĕр ăнлава пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсем пĕр япаланах (тĕслĕхрен: телей, ăраскал), пĕр пахалăхах (тĕслĕхрен: çирĕп, тĕрĕклĕ), пĕр ĕçех (тĕслĕхрен: пăрах, пер, ывăт) кăтартма пултараççĕ.

Синонимсем пĕр ăнлавах тĕрлĕрен палăртаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен пĕлтерĕш сĕмĕпе е пуплевре нумайрах е сахалрах усă курнипе уйрăлса тăма пултараççĕ.

Синонимсем калаçăва илемлетме май параççĕ. Калас шухăша уçăмлă та тĕрĕс пултăр тесен, синоним сăмахĕсенчен юрăхлине суйласа илмелле.

Синтаксис

Си́нтаксис (ав.гр. σύν-ταξις — хăтлани) — пуплерĕшсенчи сăмах майлашĕвĕсен, çаплах чĕлхен ытти пайташĕсенчи пуплев пайĕсен тытăмлăхне тата вĕсен тĕрлĕ пайĕсем функцилле пĕр-пĕринпе хутшăннине тĕпчекен лингвистика уйрăмĕ. Грамматикăн тытăмлă пайĕ шутланать. Синтаксис рамкинче тĕпчемелле ыйтусем морфологи тĕпчекен сферăпа тачă çыхăннă.

Тăнлă çын

Тăнлă çын, — приматсен тĕсĕ, çын йăхне кĕрекен гоминид ушкăнĕнче тăрать. Хăй пурнăçĕпе Çĕр çинче хăйĕн оболочкине, антропосферăна, туса хунă. Вăл мĕн туни, материллĕ тата интелектуаллĕ ĕçĕсене культура теççĕ. Çын тĕсĕ, ытти биологи тĕсĕсем пекех икĕ арлăх пур: ар тата ама.

Уçлăх

Уçлăх, çавăн пекех чылай контекстра талккăш теме май пур, — тĕрлĕ кăткăс палăртусемпе (терминсемпе) философи, математика тата физика ăслăлăхĕсенче усă курмалли сăмах.

Кулленхи курăмлă-туйăмлă пурнăçра уçлăх ĕç-пулăм вырăнĕ, пур объектсен пĕтĕмĕшлĕ вырнаçăвĕ, хăш-пĕр системăн тупсăмĕ шутланать.

Тĕслĕхрен, космослăха пĕрмаях çапла космосла уçлăх теççĕ.

Хисеп ячĕ

Хисеп ячĕ, — хисепе кăтартакан, япаласен шутласа кайнă чухнехи йĕркине, ĕç миçе хут пулнине пĕлтерекен пуплев пайĕ. Хисеп ячĕн ыйтăвĕсем: миçе? миçемĕш? миçешер? миçен?

Хисепе кăтартакан тымар сăмахсем нумай мар: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă, пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр, тăххăр, вуннă, çирĕм, вăтăр, хĕрĕх, аллă, упшăл, çитмĕл, çĕр, пин. Ытти мĕнпур хисепсене çак тымарсен çыхăнăвĕпе кăтартаççĕ (вун çиччĕ, çирĕм тăваттă, çĕр вăтăр саккăр).

Хисеп ячĕ япала паллине унăн хисепе тĕлĕшĕнчен кăтартать, япала ятне ăнлантарса предложенире вăл определени пулать (çичĕ кун, виççĕмĕш класс, икшер кĕнеке). Япала ятне ăнлантарман чухне хисеп ячĕсем предложенин ытти членĕсем те пулма пултараççĕ.

Чăваш чĕлхинче хисеп ячĕсем çак ушкăнсене уйрăлаççĕ:

шут хисеп ячĕ (япала шутне е ĕç миçе хут пулнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçе?;

йĕрке хисеп ячĕ (япалан шутласа кайнă чухнехи вырăнне пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçемĕш?;

валеçӳ хисеп ячĕ (пĕр-пĕр япалана шучĕ тĕлĕшĕнчен пĕр виçеллĕ уйăрнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçешер?;

хисеп ячĕн сăпатлă форми (япаласен ушкăнĕ хăш сăпатпа çыхăннине пĕлтерекен форма)

пĕтĕмлетӳ хисеп ячĕ (миçен пĕрле пулнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçен?;

валеçӳ-пĕтĕмлетӳ хисеп ячĕ (мĕне те пулин шучĕ тĕлĕшĕнчен пĕр пек ушкăнласа тухнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçешерĕн?.Хисеп ячĕсем япала ячĕсене ăнлантарнă чухне падеж тăрăх улшăнмаççĕ. Япала ячĕпе çыхăнман чух хисепĕсем ячĕ падеж тăрăх улшăнаççĕ.

Хисеп ячĕсемпе çыхăнакан япала ячĕсем нумай хисеп аффиксне йышăнмаççĕ: вунă çын, вуншар кун, миллионшар тенкĕ.

Япала ячĕ

Япала ячĕ, — япалана пĕлтерекен пуплев пайĕ. Унăн ыйтăвĕсем кам? мĕн?

Япала ячĕсене пĕлтерĕшĕ тĕлĕшĕнчен икĕ ушкăна уйăраççĕ:

пайăр ятсем (пĕр йышши япаласене пĕр-пĕринчен уйăрма панă ятсем);

пайăр мар ятсем (ытти мĕнпур сăмахсем).Япала ячĕсен тăватă грамматика категориĕ пур: падеж, хисеп, камăнлăх, вăхăт. Вĕсенчен чи палли — падеж категорийĕ.

Япала ячĕсен икĕ хисеп: пĕррелĕ тата нумайлă. Япала ячĕсен чăваш чĕлхинче 8 падеж, пĕр вĕçленӳ.

Предложенире япала ячĕ чи кирлĕ компонентсенчен пĕри шутланать. Чăваш чĕлхинче пур член та пулма пултарать: подлежащи (Хĕвел тухрĕ), сказуемăй (Эпĕ — вĕрентекен), дополнени (Атта хаçат вулать), определени (йывăç кĕрепле), обстоятельство (кинона кайрĕç).

Япала ячĕ предложенире тепĕр япала ятне, глагола, тата паллă ята ăнлантарать. Япала ятне хăйне паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол ăнлантарма пултарать.

Чăваш чĕлхинче пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем пур (ай, аяк, ăш, варă, вĕç, пуç, çи), вĕсем япалан пайне, тавралăхăн енĕсене кăтартаççĕ. Пулăшу ячĕсен виçĕ падеж (пару, вырăн, туху) форминче çеç пулаççĕ.

Пулăвĕ енчен япала ячĕсем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулаççĕ. Иккĕмĕшлĕ япала ячĕсем ытларах морфологи мелĕпе сăмах тымарĕ çумне тĕрлĕ аффикс хушăнса пулаççĕ. Тĕслĕхрен, сунар+çă, хурăн+лăх, тимĕр+çĕ.

Синтаксиспа морфологи мелĕпе пулнă япала ячĕсем те лексикăра йышлă. Вĕсем чăваш чĕлхинче икĕ тĕслĕ:

мăшăр сăмахсем;

хутлă сăмахсем.

Чĕлхе тата чĕлхесем
  • Лингвистика
  • Портал:Лингвистика

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.