Культура

Этеплĕх (лат. cultura — çĕр ĕçĕ (калчала), этеплĕх (вĕрентсе ӳстер), хисеплев (вырăна хур, чысла, итле)) — тĕрлĕ облаçсенче нумай пĕлтерĕшлĕ ăнлав. Культура тесе хăйне кăтартассипе (этеп, евĕрлĕ пуллăх), субъекцилĕхпе (субъекциллĕх, характер, хăнăху, ăсталăх тата пĕлӳ) çыхăннă çын ĕçлевĕн облаçне ăнланаççĕ. Культурyа культурологи ăслăх тĕпчет.

Вуламалли

Каçăсем

Çĕпрел районĕ

Çĕпрел районĕ (тут. Чүпрәле районы) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.

Района 1930 çулта йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ — ?.

Çтерлĕ

Çтерлĕ, — Пушкăрт Республикин Çтерлĕ районĕн администрациĕ вырнаçнă хула. Хула Шур Атăлăн сулахай енче, Ĕпхӳрен 130 çухрăмра вырнаçнă. 2003 çулта кунта 264,4 пин çын пурăннă.

Çтерлĕ районĕ

Çтерлĕ райо́нĕ (пушк. Стәрлетамаҡ районы, выр. Стерлитамакский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин районĕ. Районăн лаптăкĕ — 2227 çм².

Шур Атăлăн вăтам юхăмĕн сулахай енче вырнаçнă. 1930 çулта йĕркеленĕ. Район тĕпĕ — Ĕпхӳрен 140 çм вырнаçнă Çтерлĕ хули.

Акăлчан чĕлхи

Акăлчан чĕлхи (акăл. English, the English language) — Аслă Британире, АПШра, Нацисен Содружествине кĕрекен çĕр-шывсенче тата Британсен малтанхи ытти колонийĕсенче урăх чĕлхесенчен тăтăшрах усă куракан е патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Герман чĕлхи. Акăлчан чĕлхи халĕ тĕнчери чи калаçакан тăван чĕлхесенчен тăваттăмĕшĕ (Китай, Испан, Хинди хыççăн) - 380 миллиона яхăн çыншăн тăван шутланать. Акăлчан чĕлхи Герман чĕлхисенчен чи анлă сарăлни. АЧ тĕнчен нумай кĕтесĕнче (Британ Империйĕ 18, 19, 20-мĕш ĕмĕрсенче çар, экономика, ăслăлăх, политика, культура енчен ытти çĕршывсене сарăлнине кура) Лингва франка статуспа çӳрет. Акăлчанла калаçакан халăхсем кино, сывлăш çӳлĕсем, телерадиовещани, ăслăлăх, Интернетпа пĕтĕм Çĕр чăмăрне витернине кура, халĕ Акăлчан чĕлхи тĕнчери чи вĕренекен ют (иккĕмĕш) чĕлхе. Пĕтĕм тĕнчипех вĕренӳ учрежденийĕсенче нумай вĕренекенсене сахалран кăшт акăлчанла вĕренме ыйтаççĕ, тĕрлĕ сферă, тĕрлĕ ĕç акăлчанла пĕлмесĕр пулмасть.

Курак Чурачăк

Курак Чурачăк, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял.

Юнашар ялсем: Виçпӳрт Чурачăк, Итакачкасси, Кивьял Чурачăк, Мăттикасси, Çĕньял Чурачăк, Чармак

Мордва Республики

Мордва Республики, — Раççей патшалăхӗн Атăлçи федераллă округне кĕрекен Республика. Тĕп хули — Саранск. Республикăн патшалăх чĕлхисем: ирçĕпе мăкшă чĕлхисем, вырăс чĕлхи.

1930 çулхи нарăсăн 10 Мордови автономи облаçне йĕркеленĕ, 1934 çулхи раштавăн 20 Мордови АССР ятне панă, 1990 çултанпа вара Мордови Республики ятлă.

Мордва Республики Чулхула, Ульяновск, Пенза, Рязань облаçĕсемпе тата Чăваш Ен Республикипе юнашар вырнаçнă.

Нурлат районĕ

Нурлат районĕ (Октябрьски районĕ), — Тутарстанăн кăнтар енче вырнаçнă район. Район лаптăкĕ 2308,95 км2. Район пуçлăхĕ — Сибагатуллин Фатих Саубанович. Район администрацийĕ Нурлат хулинче вырнаçнă.

Кăнтăр енче район Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсемпе, çурçĕр енче Аксу, Çарăмсан, Элкей районĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Омск облаçĕ

Омск облаçĕ, — Çĕпĕр Федераллă округа кĕрекен область.

Омск облаçĕ кăнтăр енче Казахстанпа, анăçпа çурçĕр енче Тĕмен облаçĕпе, хĕвелтухăç енче Новосибирскпа Томск облаçĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Пăва районĕ

Пăва районĕ, — Тутарстанăн кăнтăр-анăç енче вырнаçнă район. Администраци Пăва хулинче вырнаçнă. Район пуçлăхĕ — Садретдинов Аглям Киямович.

Район çурçĕр енче Апас районĕпе, тухăç енче — Теччĕ районĕпе, кăнтăр-анăç енче — Çĕпрел районĕпе юнашар вырнаçнă. Çавăн пекех анăç енчи чикки Чăваш Енпе, кăнтăр енчи чикки Чĕмпĕр облаçĕпе юнашар иртет.

Район тăрăх нумай юханшыв юхать: Сĕве, Хырла тата ыттисем.

Пишпӳлек районĕ

Пишпӳлек районĕ (пушк. Бишбүләк районы, выр. Бижбулякский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă районĕ. Район администрациĕ Ӗпхӳрен 230 çухрăмра вырнаçнă Пишпӳлĕк ялĕнче вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Лаптăкĕ — 2134 км2.

Тăнлă çын

Тăнлă çын, — приматсен тĕсĕ, çын йăхне кĕрекен гоминид ушкăнĕнче тăрать. Хăй пурнăçĕпе Çĕр çинче хăйĕн оболочкине, антропосферăна, туса хунă. Вăл мĕн туни, материллĕ тата интелектуаллĕ ĕçĕсене культура теççĕ. Çын тĕсĕ, ытти биологи тĕсĕсем пекех икĕ арлăх пур: ар тата ама.

Томск облаçĕ

Томск облаçĕ, — Анăç Çĕпĕр айлăмĕн кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă Раççей Федерацийĕн субъекчĕ. Çĕпĕр федераллă округа кĕрет. Администрацийĕ Томск хулинче вырнаçнă.

Трак ен районĕ

Красноармейски районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 58 çухрăмра Красноармейски ялĕнче вырнаçнă.

1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче туса хунă.

Франс чĕлхи

Франс чĕлхи (le français, la langue française) — французсен (Францин официаллă чĕлхи), Бельгин, Швейцарин, Канадăн франс чĕлхиллĕ халăхĕ (вĕсенче вăл официаллă чĕлхесенчен пĕри пулать). Франци чĕлхипе нумай патшалăхра Африкăри, Кариб бассейнĕн (Гаити т. ур.), Франци Гвиани саралнă, çав шутра официаллă чĕлхе вырăнĕнче те шутланать.

Инди-европа чĕлхе çемьин (роман ушкăнĕ, галл-роман ушкăн пайĕ). Латынь халăх чĕлхинчен аталанса, унран тепĕр роман чĕлхипе танлаштарсан, аяккарах тарнă. Çырулăхĕ латин алфавичĕн никĕсĕпе.

Пĕрлешӳллĕ Нацисен Йĕркеленӳлĕхĕн 6 официаллă чĕлхинчен пĕри. Франс чĕлхипе калаçакан йышĕ — 130 млн яхăн çын (2000). Франс чĕлхи тĕнчери халăх хушшинчи нумай йĕркеленӳлĕхĕн официаллă чĕлхи тата чылай çын вĕренекен ютçĕр чĕлхи шутланать. Франс чĕлхипе ăнланса калаçма пултаракан çын — 200 миллиона яхăн (Франци Академийĕн сайчĕн хыпарĕпе килĕшӳллĕ).

Légende:

тĕттĕм кăвак: тăван чĕлхи ; кăвак: патшалăх чĕлхи ; çутă кăвак: культура чĕлхи ; кăшăл: франс чĕлхипе калаçакан сахалтанăшĕсем.]]

Чĕлхе кочĕ - fr (ISO 639 тăрăх)

Чăваш Автономиллĕ Социаллă Совет Республики

'Чăваш Автономи Совет Социализм Республики (кĕскен: ЧАССР) — РСФСР йышĕнче 1925 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне тĕпе хурса йĕркеленĕ автономи республики.

1990 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш Ен Аслă Канашĕ республикăн суверенитет декларацине йышăннă, Чăваш ССР ята çирĕплетнĕ.

Хальхи Чăваш Республики Раççей Федерацине кĕрет, лаптăкĕ малтанхи Автономиллĕ Социализмлă Чăваш Совет Республикин чиккисемпе тан шутланать.

Чăваш Республики

Чăваш Респу́блики / Чăваш Ен (выр. Чувашская Республика) (кĕскен (выр. Чувашия — , Раççей Федерацин субъекчĕ, унăн йышĕнчи республика. Тĕп хула — Шупашкар.

Республикăн патшалăх чĕлхисем: чăваш, вырăс.

Республика пуçлăхĕ — Игнатьев Михаил Васильевич.

Республика Мари Республикипе çурçĕрте, Чулхула облаçĕпе анăçра, Чĕмпĕр облаçĕпе кăнтăрта, Тутарстанпа тухăçра, Мордва республикипе кăнтăрта чикĕ тытать. Атăлçи федераци тăрăхне, Атăл-Вятка экономика районне кĕрет.

Республика кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ - cap.ru.

Чăвашсем

Чăвашсем (Чăваш халăхĕ, пĕрреллĕ хисепре чăваш), — тĕпрен илсен Атăл-Урал регионĕнче пурнакан халăх. Этнос.

Тĕрĕк ушкăнне, алтай йышне кĕрекен чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. Чăваш республики чăвашсен хальхи историлле çĕршывĕ (патшалăх) тата чĕлхепе культура вучахĕ шутланать.

Шупашкар

Шупашкар (выр. Чебоксары) — Раççейри хула, Чăваш Республикин тĕп хули. Атăл юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă пысăк порт. Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк тĕн, экономика, политика, ăслăлăх, культура тата спорт центрĕсенчен пĕри.

Шупашкар хули округне йĕркелет. Шупашкар хулин округĕ Муркаш, Красноармейски, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе тата Çĕнĕ Шупашкар хулипе чикĕленет.

Хула кунне çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Шупашкарта пĕтĕмпе 489 498 çын пурăнать.

Элĕк районĕ

Элĕк районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн хĕвеланăç еннерех вырнаçнă. Район администрациĕ Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элĕк чиркӳ ялĕнче.

Район администрацин пуçлăхĕ — Куликов А.Н..

Район пуçлăхĕ/ Район депутачĕсен пухăвĕн ертӳçи — Дубинин В. Х.

Юхма Мишши

Юхма Мишши (çуралнă чухнехи ят - Ильин Михаил Николаевич, 1936 çул, акн 10-мĕшĕ, Сăкăт ялĕ, Патăръел районĕ, Чăваш Ен çур.) — чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ, Чăваш Республикин халăх çыравçи (1993).

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ. СССР ÇП пайташĕ (1964), Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Мари Элĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Удмурт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Пĕрлĕшӳллĕ Нацисен Организацин премипе ылтăн медальне (1986) тивĕç пулнă. Ăна Тĕнчери литературăн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячĕллĕ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячĕллĕ парнине, нимĕçсен «Çĕнĕ йĕркелĕх» парнине, турккăсен «Тĕрĕк тĕнчишĕн тунă пысăк ĕçсемшĕн» хисеп парнине тивĕçтернĕ.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.