Касаксем

КасаксемXV ĕмĕрте литва-крым чикĕ çĕрĕсенче (Днепр тăрăхĕ) йĕркеленнĕ кăнтăр вырăс тата украин субэтносĕсем.

Касаклăхăн кун-çулĕ

Историре палăртни

Ilja Jefimowitsch Repin - Reply of the Zaporozhian Cossacks - Yorck
«Запорож касакĕсем турккă султанĕ патне çыру çыраççĕ» И. Репин, 1880

Çĕнĕ çĕрсене йышăнни

Касак çарĕсемпе пĕрлĕхĕсем

Касак çарĕсем XX ĕмĕр пуçне

1916 çулта пур касак шучĕ 4,4 млн. çын пулнă.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне вунпĕр касак çарĕ пулнă.

Раççей Империйĕ аркансан, граждан вăрçи тапхăрĕнче касаксем темиçе патшалах йĕркеленĕ:

  • Кубань Халăх Республики
  • Тан Касак Республики
  • Тер Касак Республики
  • Урал Касак Республики
  • Çĕпĕр Çичшыв Касак Республики
  • Байкал Касак Республики
Ӳкерчĕк:Владимиров. Уральские казаки в походе.jpg
Владимиров. Яик касакĕсем харçăра.
  • Иркут касак çарĕ (Иркут)
  • Калмăк касак çарĕ (Калмыки)
  • Ăренпур касак çарĕ (Ăренпур, Свердлов, Челепи, Курган, Пушкăртстан)
Ӳкерчĕк:Посидим у моря, подождем погоды. 1904.jpg
Вырăс-япун вăрçи пуçламăшĕнчи вырăс плакачĕ: Маньчжурипе Порт-Артура хӳтĕлекен касак, 1904 çул.
  • Çичшыв касак çарĕ (Алматапа Чуй, Казахстан)
  • Çĕпĕр касак çарĕ (Кемĕр, Томь, Алтай, Çĕнĕ Çĕпĕр)
  • Терек касак çарĕ (Кабарда-Палкари, Ç. Осети, Чечня, Дагестан)
  • Урал касак çарĕ (Урал, Казахстанри Гурьев) — 1918—1920 çулсенче саланнă, халĕ сахал ушкăнсемпе палăрса тăрать.
  • Уссури касак çарĕ (Тинĕсçум)
  • Хабар касак çарĕ (Хабар)
  • Атăлçи касак çарĕ (Самар, Сарăту, Чĕмпĕр, Тутарстан)
  • Тĕп касак çарĕ (Раççейĕн тĕп облаçĕсем), çав шутра:
  • Хура тинĕс касак çарĕ (Крым тата кăнтăр Украина)
  • Украин реестр касаклăхĕ (Пур Украина касак çарĕ),

çаплах

  • Ставрополь касакĕсен пĕрлĕхĕ (Ставрополь)
  • Тухăç Казахстан облаçĕн касакĕсен пĕрлĕхĕ (çурçĕр-тухăç Казахстан)
  • Камчат уйрăм касак тăрăхĕ (Камчатка)
  • Сахалин уйрăм касак тăрăхĕ (Сахалин)
  • Çурçĕр-Анăç уйрăм касак тăрăхĕ (Ленинград облаçĕпе юнашаррисем)
  • Курск касак тăрăхĕ (Курск)
  • Чулман Атăл уйрăм касак тăрăхĕ (Пермь, Удмурти)
  • Çурçĕр Тан касак тăрăхĕ (Воронеж)
  • Якути касак полкĕ (Якути)
Ӳкерчĕк:Belie Kazaki.JPG
Касаксем – шурă хӳтĕлевçĕсем (гвардейсем)

Раççей касакĕсен пĕрлĕхĕ

Раççей касакĕсен Пĕрлĕхне 1990 çулхи çĕртме, 28—30 Мускаври Мăн касак çавракăшне йĕркеленĕ. Унтах Устава, Атамансен канашне тата Атаман ертӳлĕхне ĕçлĕхе кĕртнĕ. Пĕрремĕш Атаман пулма Александр Мартынова суйланă. Ертӳлĕхе Атамансăр пуçне атаманăн 2 çумĕ, кошевой атаман тата 8 çар старшинисем кĕреççĕ.

1990 çулхи юпа, 29 — раштав, 1 Краснодар хулинче иртнĕ атамансен Мăн канашĕнче «Раççей касаклăхĕн Декларацине» йышăннă, ялав, паллăсене тата харçă атаманĕн статутне йышăннă.

1990 çулхи юпа, 7—10 Ставрополь хулинче касаксен Пĕрлĕхĕн II Мăн çавракăшĕ (съезд) ĕçлет. Мăн çавракăш Раççее Çурçĕр Казахстана, Кăнтăр Осетине тата ытти «авалхи вырăс» территорисене тавăрас шухăша янравланă, Раççей шутĕнче касак республикисене йĕркелес ĕмĕте çирĕплетнĕ.

Касак çарĕсен тумтир уйрăмлăхĕсем

  1. амур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
  2. аçтăрхан касакĕсем - кăвак мундирсем, сарă лампассем
  3. тан касакĕсем - кăвак мундирсем, хĕрлĕ лампассем
  4. байкал касакĕсем – тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
  5. ăренпур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, синкер лампассем
  6. урал касакĕсем - кăвак мундирсем, шупка хĕрлĕ лампассем

Хальхи Касак çарĕсем

Хăйсене касак тесе Раççейре тата çывăх çĕрсенче 7 млн. çын йышăнать.

1980 - мĕш —1990 - мĕш çулсенче çĕнетсе икĕ вунлăха яхăн касак çарĕ йĕркелесе хунă. Вĕсем Раççей касакĕсен Пĕрлĕхĕ (Тан касак çарĕсĕр пуçне) шутне кĕреççĕ.

  • Амур касак çарĕ (Амур)
  • Аçтăрхан касак çарĕ (Аçтăрхан)
  • Пĕтĕм Кубань касак çарĕ (Краснодар, Адыгей, Карачай-Черкеси)
  • Тан касак çарĕ (Ростов, Волгоград, Украинăри Лукань) — Раççей касакĕсен Пĕрлешĕвне кĕмеççĕ.
  • Енисей касак çарĕ (Краснояр)
  • Байкал касак çарĕ (Чита, Буряти)

Касак пăлхавĕсем

Касаксем сахал мар çӳлти тĕп тытăма хирĕç тухса кĕрешнĕ (вырăс Пăтранчăкĕнче, Разинпа Пугачёв пăлхавĕсенче), XIX ĕмĕрте вара Октябрь революцийĕчченех вĕсем Раççей патшалăхлăхĕпе патша тытăмлăхĕн хӳтĕлевçисем шутланнă.

Касак республикисем

1991 çулхи кĕркунне СССР арканнă тапхăрта суверенитет парачĕсем анлă иртнĕ СССР чух касаксем те темиçе республика йĕркелеме пикеннĕ:

  • Тан Касак Республики
  • Терек Касак Республики
  • Армавир Касак Республики
  • Тури Кубань Касак Республики, унăн шутĕнче икĕ республика:
    • Çĕленчӳк-Уруп Касак Совет Социаллă Республики
    • Паталпаш Касак Республики

1991 çулхи юпа, 20 Раççей Кăнтăрĕн касаклăхĕн Пĕрлĕхĕ чĕннипе Çĕнĕ Черкас хулинче ирттернĕ Мăн çавракăш канашĕнче çак пур республикăна Раççей Кăнтăрĕн Касак Республикисен Пĕрлĕхне пухса, пулас Çĕнĕ Пĕрлĕхлĕ Патшалăхра (ÇПП) пĕрлĕх республики статусне йышăнса, тĕп хулине Çĕнĕ Черкаса тăвас тĕллев палăртса хунă.

Пĕрлĕхĕн тытăмĕн ĕçтăваканĕсене йĕркеленĕ, Мускавра Элчĕ станицине никĕсленĕ, РККРП элчине ĕç вырăнне панă. Анчах та Совет Союзĕ пĕтсе ларать те Раççей Федерацинче касак республикисене йĕркелесе хута ярайман.

Терминологи

  • Çар — пысăк çар административлă виçи
  • Атаман — çарпуçĕ
  • Хетьмăн — касак çарĕн пуçлăхĕ
  • Сотня — çар подразделение
  • Станица — касаксен пурăну вырăнĕ, ялĕ.
  • Касак, хушуллă, урядник (кĕçĕнни, асли), хурăнçи çумĕ, хурăнçи, çĕрпӳ, подъесаул, есаул, çар старшини — касак çар тивĕç паллисем (кĕçĕннинчен аслине ӳсмелле)

Вуламалли

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

[1], [2], [3]

5-мĕш гварди касак кавалери корпусĕ

5-мĕш гварди Тан касак Хĕрлĕ Ялавлă Будапешт кавалери корпусĕ (5-мĕш гв. кк.) — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсен шутĕнчи кавалери корпусĕ .

1942 çулхи чӳк, 19 АТÇ Ставкин приказĕпе Кавказ лешьен фрончĕн Çурçĕр çар ушкăнĕнче, Кизляр патĕнче йĕркеленĕ.

Ун шутĕнчисем:

11-мĕш гварди Тан касак кавалери дивизийĕ;

12-мĕш гварди Тан касак кавалери дивизийĕ;

63-мĕш кавалери дивизийĕ.

Казаки (повеç)

"Касаксем" повеç — Лев Толстойăн пĕрремĕш çыру пултарулăхĕн хăтланăвĕ.

Париж (Челепи облаçĕ)

Пари́ж — Челепи облаçĕнчи Нагайбак районĕн ялĕ, Париж ял тăрăхĕн администраци центрĕ. Магнитогорска çитме 100 çм, Челепине çитме 300 çм.

Ялта чылайрахăш пурăнакансем — нагайбаксем.

Пугачёв Емельян Иванович

Емельян Иванович Пугачёв (1742 — кăрлач, 10 (21) 1775, Мускав) — тан касакĕ, Раççейри Çĕр ĕçтешĕсен 1773—1775 çулсенчи вăрçин ертӳçи.

Раççейри граждан вăрçин 1-мĕш тапхăрĕ

Граждан вăрçин пĕрремĕш тапхăрĕ (чӳк, 1917 — çу, 1918)

Раççейри граждан вăрçин 2-мĕш тапхăрĕ

Вăрçăн иккĕмĕш тапхăрĕ (çу, 1918 — пуш, 1919)

Раççейри граждан вăрçин 4-мĕш тапхăрĕ

Вăрçăн тăваттăмĕш тапхăрĕ (ака, 1920 — чӳк, 1920)

Славянсем

Славянсем (вт.сл. — Словѣнє, бел. — Славянсем, укр. — Слов’яни, русин. - Славляне, пол. — Славяни, мак. — Словените, серб. — Словени, хрв., бос. — Slaveni, словен. — Slovani, пол. — Słowianie, чех — Slované, словак — Slovania, каш. — Słowiónie, луж. — Słowjenjo, Słowjany) — Европăри инди-европăллă пысăк этно-чĕлхеллĕ пĕрлĕхĕ.

Халĕ славянсем Тĕп, Кăнтăр тата Тухăç Европăн чылай территоринче тата тухăçалла — Раççейĕн Инçет Тухăçĕ таранах сарăлнă. Славянсем сахал йышăн Анăç Европа, Америка, Кавказ лешьен тата Вăтам Ази патшалăхĕсенче пурăнаççĕ. Славянсен пур йышĕ — 300—350 млн çын, вĕсенчен çурри — вырăссем (137 млн). Анăç славянсем (поляксем, чехсем, словаксем, кашубсем тата лужичсем), кăнтăр славянсем (полхарсем, сербсем, хорватсем, босняксем, македонсем, словенсем, черногорсем) и тухăç славянсем (белоруссем, вырăссем, украинсем, (русинсем)).

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи (е Аслă Аттелĕх вăрçи) — Совет Союзĕн наци Германипе Европăри унăн тăмарĕсене (майлисене) (Венгри, Итали, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати) хирĕç 1941—1945 çулсенче пынă вăрçă; Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пысăк тапхăрĕ. Çак ят совет халăхĕсен ăс-тăнĕнче, йăлисенче Сталин 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче халăх умĕнче радиопа калаçнă хыççăн çирĕпленсе юлнă.

Калаçусенче «аслă» тата «тăван çĕршывăн» сăмахсене уйрăммăн усă кураççĕ. Пĕрремĕш çак сăмах çаврăнăшне вăрçă пирки «Правда» хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 23- çĕртмен 24-мĕшĕнче çак статьяра асăннă, малтан термин пек мар, хаçатри клишисенчен («халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн çĕнтерӳллĕ вăрçи» евĕр) пĕри шутланнă. «Тăван Çĕршывăн вăрçи» термина СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1942 çулхи çăвăн 20-мĕшĕнчи Хушавĕпе кăларнă вăрçăн Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕн терминĕ пулнă. Ячĕ совет патшалăхĕнче пулнă республикăсенче (укр. Велика Вітчизняна війна, бел. Вялікая Айчынная вайна, абх. Аџьынџьтәылатәи Еибашьра ду тата ур.) тĕл пулать. СССРа кĕмен ютçĕр патшалăхĕсенче «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи» терминпа кулленхи калаçура пачах усă курмаççĕ. Анкăл чĕлхиллĕ çĕр-шывсенче унăн улăштару терминĕ — Eastern Front (World War II) (акăлч.) (Тухăç фрончĕ (Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи)), нимĕç историографинче — Deutsch-Sowjetischer Krieg, Russlandfeldzug, Ostfeldzug (ним.) (Нимĕç-Совет вăрçи, Вырăс харçи, Тухăç харçи).

Юлашки вăхăтра раççейĕн массăллă информации хатĕрĕсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине палăртма хăшпĕр чухне «Аслă вăрçă» термина кĕртеççĕ, истори енчен ку тĕрĕсех мар — 1910-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак терминпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине палăртнă.

Тан касакĕсем

Тан касакĕсем́ тан касакĕсен çарĕ — Раçсей Империйĕн касакĕсен чи пысăк ушкăнĕ; уйрăм хăй тĕллĕн тытăнса тăракан Тан Çарĕн çĕрĕнче (хальхи Украинăн Луганпа Донец облаçĕсен, Раççей Федерацийĕн Ростов, Волгоград, Воронеж облаçĕсен, Калмăк Республикин çĕрĕсем) вырнаçнă территори.

Историллĕ ячĕ Тан (Азов тинĕсĕн шыв-çĕр лаптăкĕ) шывĕпе çыхăннă. Тан çарĕн тĕп хули 1571 — 1610 çулсенче Раздорская станица çумĕнчи утрав çинче, 1610 — 1637 çулсенче Мăнаçтăр хулинче (Старочеркасская станицинчен Тан тăрăхĕпе аялла 6 çм), Азов патĕнче ларнă тапхăрĕнче (1637 — 1642) — Азовра, 1644 — 1806 — Черкасскра (халĕ Старочеркасская станица) пулнă, кунта çар çавракăшне пуçтарăннă, патша элчисене йышăннă, шалу туяннă. 1806 çулта Тан касаклăхĕн тĕп хули — Новочеркасск.

Халăх юлашки çыравĕпе, Раççей Федерацинче 140 пин çын хăйне «касак» халăхĕнче шутланă. Вĕсенчен чылайăшĕ — Ростов тата Волгоград облаçĕсенче пурăнаççĕ.

Чăваш сăмсахĕнчи çапăçу

Чăваш сăмсахĕнчи çапăçу — Çĕпĕр ханлăхĕн тĕп хули — Искер — çывăхĕнче 1582 çулхи юпан 23-мĕшĕнче Ермак Тимофеевич ертсе пынă касак тĕкĕрчĕ Кучум-хан майлă çĕпĕрсем хушшинчи çапăçу. Çапăçура Йăрмак экспедицийĕ çĕнтерет, çакăн хыççăн Çĕпĕр ханлăхĕн сĕмĕ пĕтсе пырать.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.