Европа Пĕрлешĕвĕ

Европа Пĕрлешĕвĕ (ЕП), — Европăра вырнаçнă 28 патшалăхăн пĕрлешĕвĕ.

Flag of Europe

ЕП патшалăх-пайташĕсем

Европĕрлешĕвĕн патшалăх-пайташĕсем: 2014 çулхи тĕлне:

Каçăсем

Шаблон:Европĕрлешӳ темăсенче

.eu

.eu, - Европа Пĕрлешĕвĕн тĕп интернет доменĕ.

Çурт-йĕр тăвăм

Çурт-йĕр тăвăм — çурт, инженер çурт-йĕрне (кĕпер, çул, аэродром), çаплах пĕрле пулмалли объектсене (инженер эрешĕсене, пĕчĕк архитектура формисене т. ыт.) тăвăмĕн этем ĕçлĕхĕн тĕсĕ.

Герасимов Валерий Васильевич

Вале́рий Васи́льевич Гера́симов (1955, авăн, 8, Хусан çур.) — совет тата раççей çар пуçлăхĕ, Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп штабĕн пуçлăхĕ.

Грек чĕлхи

Гре́к чĕлхи (тăван ят — ελληνικά [ɛliniˈka], ελληνική γλώσσα [ɛliniˈci ˈɣlɔsa]) — индоевропа чĕлхе çемьинчи чĕлхесенчен пĕрри. Грек группине кĕрекен пĕртен-пĕр чĕлхе, çапах та хăш чухне унăн уйăрăлнă диалекчĕсене — пĕтес патне çитнĕ цакон, каппадок тата понт чĕлхиесене — асăнаççĕ. Грек чĕлхи çырăвĕн историне 3,5 пин çул маларах палăртнă; уйрăм тапхăрсенче урăх ятсемпе асăнаççĕ (микен грек, авалхи грек, висанти, çĕнĕ грек).

Грек группине кĕрекен пĕртен пĕр чĕлхе. Грецире тата Кипрăн грексен пайĕнче вăл официаллă чĕлхе шутланать.

Çĕнĕ грек чĕлхине тăванни вырăнне хурса калаçакан йышĕ — 13 млн яхăн çын. Националлехĕпе — грексем, çапах та Грецире çавăнпа эллинленнĕ арумынсен, мегленорумынсен, чикансен, албансен (уйрăмах арнаутсен), славянсен хăшпĕр пайĕсем, çĕршывăн çурçĕр çĕрĕнчи мăсăльман групписем те пуплеççĕ. Çĕнĕ грек чĕлхи Грецире тата Кипр Республикин (утравăн 63 % лаптăкĕ) грек пайĕнче официаллă чĕлхе шутланать . Греци ытти балкан çĕршывĕсмпе экономика хутшăнăвĕсене тачăлатнă май, çаплах çĕршыва юлашки 20 çул хушшинче нумай мигрант килсе трулнипе, грек чĕлхипе Греципе юнашар çĕрсенче усă кураççĕ. Уйрăмах унăн ролĕ Албанире çӳллĕ шайра, унта вăл патшалăхăн кăнтăрĕнче тата шĕкĕр хуласенче анлă сарăлнă, Гирокастра, Дельвина (тăрăх) тата Саранда тăрăхĕсенче ĕç чĕлхи пулать . Диаспора хăйĕн кулленхи пурнăçĕнче, грек чĕлхипе Австралире, Канадăра тата АПШ-ра пурăнакан грексем усă кураççĕ. Грек чĕлхипе ют чĕлхе пек калаçма пĕлекен шучĕ 3-рен 5 миллиона çити. Çакăн чухнех Совет Союзĕн территоринче пурăннă грек-урумсен тăван чĕлхи тахçанах турккă чĕлхи е урăх тĕрĕк диалекчĕсем шутланнă.

Грек чĕлхипе аталанăвĕн пур этапĕсенчех питĕ пуян литературăна тунă. Рим империнче грек чĕлхине кашни вĕреннĕ çынăн пĕлме тивеç пулнă. Латыне грексенчен нумай сăмах кĕнĕ, грек чĕлхине те — чылай латынь тата роман сăмахĕсем. Çĕнĕ Саманара авалхи грек чĕлхи (латыньпе пĕр танах) ăслăхпа техникăри çĕнĕ терминĕсене (тĕнчери лексика) ят панă. Вырăс чĕлхине грек сăмахĕсем ытларах иккĕ майпа — тĕнчери лексика тата чиркӳ-славян чĕлхи витĕр.

Дан чĕлхи

Дан чĕлхи (дан. dansk, dansk sprog) — дансен чĕлхи, скандинави чĕлхисенчен пĕрри. Ытларах Данипе çурçĕр Германире сарăлнă. Мĕнпур калаçакан йышĕ — 5,7 млн яхăн çын.

Евро

Евро, Европа Пĕрлешĕвĕн укçа ячĕ. Еврăна Европăн 19 патшалăхĕнче тата Андорра, Монако, Сан-Марино, Ватикан, Хурату (Черногори), Косово патшалăхĕсенче усă кураççĕ.

1 Евро = 100 цент. Пĕтĕм тĕнче хушшинче ку укçана EUR (ISO 4217 кочĕ тăрăх) тесе палăртаççĕ.

Европа кун-çулĕ

Ку статьяна Европа континенчĕн кун-çулĕ çинчен.

Испан чĕлхи

Испан чĕлхи (исп. Idioma español, ăна урăхла кастил чĕлхи теççĕ), — ибер-роман ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Вăл вăтам ĕмĕрсенче Кастили патшалăхĕнче аталанса пынă. Латин алфавичĕпе усă кураççĕ. . "World Almanac" (1999) çырнă май, испан чĕлхине çут тĕнчере тăван чĕлхе вырăнне 358 миллион çын йышăнаççĕ.

Мальта (патшалăх)

Мальта - Вăтаçĕр тинĕсĕнче вырнаçнă патшалăх. Мальта Республикин шĕкĕр хули — Валлетта.

Нимĕç чĕлхи

Нимĕç чĕлхи (ним. Deutsch , çапла илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃ]; deutsche Sprache, илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃə ˈʃpʀaːχə]) — нимĕçсен, австрисен, лихтенштейнсен тата чылай швейцарсен тăван чĕлхи, хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германипе Австрире патшалăх чĕлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тĕп чĕлхесем йышне кĕрет.

Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă. Китай, арап, хинди, акăлчан, испан, бенгал, португал, вырăс тата япун чĕлхисем хыççăн тĕнчере калаçакансемпе чи йышлă чĕлхе шутланать. Нимĕç чĕлхи интернетре усă курнипе тăваттăмĕш вырăна (акăлчан, вырăс тата япун) йышăнать. Çаплах нимĕç чĕлхи — Европа Пĕрлешĕвĕ Европĕрлешӳ чĕлхисем пе темиçе тĕнчери урăх организацисен официаллă тата ĕçри чĕлхе пулать.

Индоевропа çемьинчи герман чĕлхисен анăç кĕçĕн группине кĕрет. Çурулăхăн никĕсне латин алфавитне, умлаутсене (ä, ö, ü) пĕлтерекен 3 графема тата эсцет лигатурине (ß) хушса, хунă. Авалранхи çыру палăкĕсене VIII ĕмĕрте хăварна теççĕ.

Нимĕç чĕлхи прагерман чĕлхи кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, праиндоевропа чĕлхинчен уйрăлса кайнăскер пулать. Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла герман чĕлхисенчен уйăрса янă. Вăтам ĕмĕрсенче тури нимĕç, унăн хыççăн — ирхи тури нимĕç фонетикипе морфологи, лексика йĕркеленчĕкĕпе синтаксис аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ тури нимĕç чĕлхи. Ăна ура çине тăратма Мартин Лютерăн Библийĕ, Иоганн Вольфганг фон Гёте, Фридрих Готлиб Клопшток тата Иоганн Кристоф Готтшед çыравçăсен пултарулăхĕ, Иоганн Кристоф Аделунг, Гримм тăвансен тата Конрад Дуден лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă.

Хальхи литература нимĕç чĕлхин никĕсне тури нимĕç диалекчĕсене хунă. Унсăр пуçне уйрăмла нимĕç диалекчĕсем (сăмахран, анатри нимĕç е алеманн) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ нимĕç чĕлхин варианчĕсем пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ.

Офшор

Офшор (акăл. offshore — «çыран тулашĕнче») — вырнаçнă ютçĕр кампанисене ятарлă налук тата урăх çăмăллăхпа илентерсе ютçĕр капиталне ĕçе хутшăнтаракан финанс центрĕ. Офшорсемпе усă курни — один из самых известных и эффективных методов налогового планирования, однако у правоведов нет единого мнения о том, что можно считать офшором.

Румын чĕлхи

Румы́н чĕлхи (тăван ячĕ — Limba română, МФА: 'limba ro’mɨnə; унчен çаплах валаш, влаш, волош, валах-молдаван чĕлхи) — роман чĕхисен балкан-роман кĕçĕн группине кĕрекен индоевропа чĕлхи. Сарăлнипе роман чĕлхин группинче пиллĕкĕмĕш вырăнта, испан, португал, франс тата итал чĕлхисем хыççăн.

Типологи уйрăмлăхĕсене пула, танлаштаруллă лингвистикăра ăна çаплах дак-румын теççĕ. Официаллă статусĕ Румынире (унта вăл тăван тата тĕп пуплев чĕлхи шутланать) тата Молдова Республикинче.

Тĕнче правительстви

Тĕнче правительстви —

кавар теорин тĕп терминĕсенчен пĕри, Çĕр çинче пулса иртекен, «çĕнĕ тĕнче йĕрки» еннелле илсе каякан тĕп пулăмсене йĕркелесе тăракан тĕнчери пысăк корпорацисен харпăрçисен пĕчĕк ушкăн пайташĕсене пĕлтерет.планета йывăр ыйтăвĕсене татса памалли, Европа пĕрлешĕвĕ евĕр, тĕнче кун-çулĕн хăш самантĕнче кирлĕ правительство çийĕнчи тытăмĕн политика концепцийĕ.

Финн чĕлхи

Финн чĕлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тĕп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.

Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чĕлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.

ISO 639 стандартĕнче ку чĕлхен кочĕсем: fi, fin.

Франс чĕлхи

Франс чĕлхи (le français, la langue française) — французсен (Францин официаллă чĕлхи), Бельгин, Швейцарин, Канадăн франс чĕлхиллĕ халăхĕ (вĕсенче вăл официаллă чĕлхесенчен пĕри пулать). Франци чĕлхипе нумай патшалăхра Африкăри, Кариб бассейнĕн (Гаити т. ур.), Франци Гвиани саралнă, çав шутра официаллă чĕлхе вырăнĕнче те шутланать.

Инди-европа чĕлхе çемьин (роман ушкăнĕ, галл-роман ушкăн пайĕ). Латынь халăх чĕлхинчен аталанса, унран тепĕр роман чĕлхипе танлаштарсан, аяккарах тарнă. Çырулăхĕ латин алфавичĕн никĕсĕпе.

Пĕрлешӳллĕ Нацисен Йĕркеленӳлĕхĕн 6 официаллă чĕлхинчен пĕри. Франс чĕлхипе калаçакан йышĕ — 130 млн яхăн çын (2000). Франс чĕлхи тĕнчери халăх хушшинчи нумай йĕркеленӳлĕхĕн официаллă чĕлхи тата чылай çын вĕренекен ютçĕр чĕлхи шутланать. Франс чĕлхипе ăнланса калаçма пултаракан çын — 200 миллиона яхăн (Франци Академийĕн сайчĕн хыпарĕпе килĕшӳллĕ).

Légende:

тĕттĕм кăвак: тăван чĕлхи ; кăвак: патшалăх чĕлхи ; çутă кăвак: культура чĕлхи ; кăшăл: франс чĕлхипе калаçакан сахалтанăшĕсем.]]

Чĕлхе кочĕ - fr (ISO 639 тăрăх)

Чавушоглу Мевлют

Мевлю́т Чавушоглу́ (туркк. Mevlüt Çavuşoğlu; нарăс, 5 1968, Аланья, Турци çур.) — турккă политика ĕçченĕ, Европа Канашĕн Парламент Ассамблейин пуçлăхĕ (2010—2012) пуçлăхĕ, Турци ютçĕр ĕçĕсен министрĕ (2014-па).

Европа Пĕрлешĕвĕ (ЕП)

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.