Евро

Евро, Европа Пĕрлешĕвĕн укçа ячĕ. Еврăна Европăн 19 патшалăхĕнче тата Андорра, Монако, Сан-Марино, Ватикан, Хурату (Черногори), Косово патшалăхĕсенче усă кураççĕ.

1 Евро = 100 цент. Пĕтĕм тĕнче хушшинче ку укçана EUR (ISO 4217 кочĕ тăрăх) тесе палăртаççĕ.

EUR 5 obverse (2002 issue)

5 €

EUR 10 obverse (2002 issue)

10 €

EUR 20 obverse (2002 issue)

20 €

EUR 50 obverse (2002 issue)

50 €

EUR 100 obverse (2002 issue)

100 €

EUR 200 obverse (2002 issue)

200 €

EUR 500 obverse (2002 issue)

500 €

Euro symbol black
Евро палли
Geldstücke
Europäische Wirtschafts- und Währungsunion 2
Евро 2015

Каçăсем

Абруццо

Абру́ццо (итал. Abruzzo, малтанхи (1963 çулчен) ячĕ — Абру́цци итал. Abruzzi) — Италири облаç.

Австри

Австри (ним. Österreich), — европа патшалăхĕ. Европа Пĕрлешĕвне кĕрет. Чехи, Словаки, Венгри, Словени, Итали, Лихтенштейн, Швейцари тата Германи патшалăхĕсемпе юнашар вырнăçнă.

Австрин парламенчĕ иккĕ палатăран — федераци тата халăх канашĕсем — тытăнса тăрать.

Баренц тавралăхĕ

Ба́ренц тавралăхĕ (Баренц Евро-Арктика Регионĕ) — 1993 çулхи кăрлач, 11 тĕнчери пĕрлĕ ĕçлĕхе аталантарас тĕллевпе уйăрнă Баренц тинĕсĕ çумĕнчи территори.

Тавралăх шутне Норвегин кĕпернисем: Нордланд, Тромс, Финнмарк, Швецин Вестерботтенпе Норрботтен ленĕсем, Финляндин Лапланди, Çурçĕр Остроботнипе Каинуу провинцисем, Раççейĕн Мурманск облаçĕ, Архангельск облаçĕ, Коми Республики, Ненец автономла тăрăхĕпе, Карели Республики кĕрет. Хутшăнакан тăватă патшалăх пĕр-пĕрин хыççăн пĕнрлĕ ĕçлĕхе ертсе пыраççĕ.

Тавралăхăн территорийĕ — 1,9 тв. çм. çитет. Халăх йышĕ — 6 миллион çын. Баренц Евро-Арктика Регионĕн пĕрлĕ ĕçлĕхне икĕ шайра тытса пыраççĕ: тĕп тата вырăнти. Пĕрле ĕç-пуçа ертсе пыма тĕп шайра Баренц Канашне туса хунă, унăн ĕçне ют çĕр министăрĕсем хутшăнаççĕ. Вырăнти шайра Регион Канашĕ пур, унăн ĕçĕсене пĕрле ĕçлекен территорисен администрации ертӳçсем (кĕпернеттĕрсем) хутшăнаççĕ.

Бельги

Бельги, — Хĕвеланăç енчи Европăн патшалăхĕ. Нидерландăпа, Германипе, Люксембургпа тата Франципе юнашар вырнаçнă. Çыранĕсем Çурçĕр тинĕсне тухаççĕ.

Ватикан

Ватикан, — Европăри пĕчĕк патшалăх, анклав. Лаптăкăшĕпе чи пĕчĕк патшалăх шутланать. Рим хулара вырнаçнă, Италине пăханмасть.

Ватиканăн Италипе кăна чикĕ пур. Унăн тăрршĕ пĕтĕмпе 3,2 çыхрăмпа танлашать. Ватиканра аэропорт çук. Вертолет лармалли вырăн кăна пур. Тата 852 метрлă чугун çул пур. Вăл Италин çул-çӳрев системипе Çвятуй Петр саборĕ патĕнче вырнаçнă чугун çул станцине пĕрлештереть.

Ватиканăн коммерцисĕр планлă экономика. Ытларах пайĕпе тупăш католиксем укçа панипе пулать. Çавăн пекех туристсем нумай килеççĕ (вĕсем маркăсем, сувенирсем туянаççĕ, музейсене кĕрсе çӳренишĕн тӳлеççĕ).

Германи

Германи (нимĕç: Bundesrepublik Deutschland), — Вăтам Европăри патшалăх. Европа Пĕрлешĕвне, тата Шенген йышăнăвне кĕрет.

Итали

Итали, — Европăра вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Рим.

Италипе юнашар Франци, Швейцари, Австри тата Словени вырнаçнă. Итали çыранĕсем Тиррен, Вăтаçĕр, Иони тата Адриатика тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ. Итали ытларах пайĕпе Апеннин çурутравĕ çинче вырнаçнă. Çавăн пекех Итали шутне Сардинипе Сицили утравĕсем (чи пысăккисем) кĕреççĕ.

Кабо Верде

Кабо Верде, — Африкăн çурçĕр-хĕвеланăç умĕнче Атлантика океанĕнчи Кабо Верде утравĕсем çинче вырнаçнă патшалăх. Çĕрĕсене португалсем XV ĕмĕрте тупнă та колониленĕ. Халĕ те патшалăх чĕлхи — португал. Кабо Верде португал чĕлхинчен куçарсан Симĕс Сăмсах пĕлтерĕшлĕ.

Литас

Литас (литва чĕлхипе: Litas), — Литва патшалăхĕн валюта ячĕ. 1 Литас = 100 центас. Унăн валюта кочĕ: LTL (ISO 4217 тăрăх).

Халĕ Литва Европа Пĕрлешĕвне кĕрет. Çавăнпа Литвара Евро валюти хутра çӳрет.

Монако

Монако, — Европăра вырнаçнă питĕ пĕчĕк патшалăх.

Нидерландсем

Нидерландсем, официаллă ячĕ Нидерландсен Патшалăхĕ (гол. Koninkrijk der Nederlanden) — Анăç Европăри патшалăх.

«Нидерландсем» палăрту чăвашла «анат çĕр(шыв)сем» тени пулать, анчах та тӳррĕн каласан, тĕрĕсех тухмасть, мĕншĕн тесен, çак терминпа Нидерландсен, Бельги тата Люксембург (пĕтĕмлетсе — Бенилюкс) çĕрĕсене те палăртмалла пулать. Нидерландсене часах Голланди теççĕ, анчах та çапла калани политика енчен тĕрĕс мар: Кăнтăр тата Çурçĕр Голланди çĕрĕсем — Нидерландсен вуникĕ облаçĕсенчен иккĕшĕ шутланаççĕ.

Тĕп хули — Амстердам, правительство Гаага хулинче вырнаçнă.

Урăх чаплă хулисем: Роттердам — çĕршывăн тата тĕнчери чи пысăк порчĕ, Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ тата Эйндховен.

Словаки

Словаки — Тĕп Европăри тинĕс хĕррине тухман патшалăх. Чиккисем Чехи Республики, Польша, Украина, Венгри тата Австри патшалăхĕсемпе çуммăн иртеççĕ.

Финлянди

Финлянди (фин. Suomi [суоми], Suomen Tasavalta, швед. Finland, Republiken Finland) — Çурçĕр Европăра вырнаçнă патшалăх. Европа Пĕрлешĕвĕнчи çĕршыв, Шенген тăрăхне кĕрет. Лаптăкĕ 338 145 км2 танлашать. Пурнакан çын хисепĕ — 5,2 млн. Финляндире тĕпрен илсен финсемпе шведсем пурнăнаççĕ. Çавăн пекех саамсем те асăннă çĕршыв халăхĕ. Тĕп хули — Хельсинки.

Финлянди 5 провинцирен тăрать. Финляндие публицистикăра пиншер кӳлĕ çĕршывĕ тесе калама йышăннă. Шутласа кăларнă тăрăх, кунта вырнаçнă кӳлĕ хисепĕ 20 пинпе танлашать.

Франци

Франци (Франци чĕлхипе France, République française) хĕвеланăç Европăри патшалăх. Патшалăх Атлантика океанĕ хушшинче вырнăçнă. Саккун тăвакан органĕ - икĕ палатăлă парламент (Сенат тата Халăх пухăвĕ). Ялавĕ YDbDr тĕсĕ пек.

Хурату

Хурату — Европăн кăнтăр-хĕвел тухăç енче вырнаçнă патшалăх. Малтан Сербипе пĕрле Серби тата Хурату ятлă патшалăхсен пĕрлешĕвĕнче тăнă. Унччен вăл Югославине кĕрекен республика шутланнă. 2006 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăл уйрăм патшалăх пулса тăнă. Раççей унăн пăхăнмалăхне 2006 çулхи çĕртмен 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.

Тĕп хули вырăнне Подгорица йышăнать, анчах та Конституци тăрăх вăл хула шучĕнче Цетине шутланать. Патшалăхĕ тата итальянлатнă ячĕпе Montenegro паллă. Montenegro, тата Черногори Хурă Ту куçарса пулаççĕ

Лаптăкĕ — 13 182 км2.

Эстони

Эстони, — Балтика тинĕсĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă патшалăх. Тухăç енче Раççейпе çуммăн вырнаçнă, кăнтăр енче — Латвипе юнашар.

Кăнтăр Америка валютисем
Ирĕклĕ патшалăхсен
валютисем
Пăхăнуллă территорисен
валютисем

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.