Арап чĕлхи

Арап чĕлхи, — афроази чĕлхисен семит ушкăнне кĕрекен чĕлхе.

Чĕлхепе калаçакансем

Ку чĕлхепе калаçакансен йышĕ 250 млн яхăн. Çыруллăхĕ арап çыруллахĕ çинче никĕсленет. Алжир, Бахрейн, Египет, Анăç Сахара, Иордани, Ирак, Йемен, Катар, Кувейт, Ливан, Ливи, Мавритани, Марокко, АПЭ, Оман, Палестина, Сауд Аравийĕ, Сири, Судан, Тунис патшалăхĕсенче ку чĕлхепе халăхăн ытларах пайĕ калаçать. Израильпе Иранра та калаçакансен йышĕ пысăк.

Официаллă чĕлхе

Ку чĕлхе нумай патшалăхра официаллă челхе шутне кĕрет: Алжир, Бахрейн, Джибути, Египет, Анăç Сахара, Израиль, Иордани, Ирак, Йемен, Катар, Комор утравĕсем, Кувейт, Ливан, Ливи, Мавритани, Марокко, АПЭ, Оман, Палестина, Сауд Аравийĕ, Сири, Судан, Тунис, Чад, Эритрея.

Диалекчĕсем

Хальхи арап чĕлхи пилĕк диалект ушкăнĕ çине пайланать. Чĕлхе пĕлĕвĕ тăрăх вĕсем уйрăм чĕлхесем шутланмалла:

  • Магриб диалекчĕсен ушкăнĕ (="чĕлхе")
  • Египетпа Судан диалекчĕсен ушкăнĕ (="чĕлхе")
  • Сирипе Мессопотами диалекчĕсен ушкăнĕ (="чĕлхе")
  • Арави диалекчĕсен ушкăнĕ (="чĕлхе")
  • Вăтам Ази диалекчĕсен ушкăнĕ (="чĕлхе")

Пĕрремĕш ушкăн анăç енчисем шутне, ыттисем вара хĕвелтухăç енчисем шутне кĕреççĕ. Литератури чĕлхи пĕрре. Диалексенчен хăшĕ-пĕрисем ыттисенчен питĕ вăйлă улшăнса тăнăран калаçакансем пĕр-пĕрне ăнланманни те тĕл пулать.

Çыруллăхĕ

Арап çырăвĕнче сылтăмран сулахаялла çыраççĕ. Пайăр ятсене тата предложени пуçламăшĕнчи саспаллисене пысăкран çырмаççĕ. Пунктуаци паллисене çавăрса çыраççĕ.

Грамматика

Арап чĕлхинче виçĕ падеж: тĕп, камăнлăх тата айăплав, виçĕ уçă сасă: а, у, и, аль артикльпа, çуклăх форми ля префикспа.

Каçăсем

Telegram (мессенджер)

2013

Telegram — текст-çыру пĕлтерӳсене тата тĕрлĕ форматлă медиафайлсене смартфонсемпе урăх хатĕрлевĕ валли тӳлевсĕр кроссплатформиле мессенджер.

Арамей çырăвĕ

Арамей çырулăхĕ —финики çырăвĕнчен пулса тухнă консонантлă фонетика çырăвĕн системи.

Арап çырăвĕ

Арап алфавичĕ — арап чĕлхин çырăвĕн алфавичĕ, çаплах урăх чĕлхесенче те (ытларах çĕнетнĕ тĕсĕпе), тĕслĕхрен, перси тата хăш тĕрĕк чĕлхисенче, усă кураççĕ.

Алфавичĕ 28 сас паллинчен тытăнса тăрать, сылтăмран сулахаялла çыраççĕ. Арап алфавичĕ финики алфавитне арап ятарлă сасĕсене палăртакан паллăсене хушăнса пулса тухнă. Çак сас паллисем - са, ха, заль, дад, за, гайн.

Йемен

Йемен — Арави çурутравĕнче вырнаçнă патшалăх. Патшалăх чикки Оманпа Сауд Аравийĕ патшалăхĕсемпе юнашар иртет. Çыранĕсем Хĕрлĕ тата Арави тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ.

Комор утравĕсем

Комор утравĕсем, официаллă Комор утравĕсен пĕрлĕхĕ, ( 2002-мĕш çулччен — Комор утравĕсен Федераллă Ислам Республики) — Инди океанĕнчи патшалăх. Мозамбик тинĕс пырĕн çурçĕр пайĕнче Мадагаскар утравĕпе çурçĕр Мозамбик хушшинче вырнаçнă.

Ячĕ арап челхинчи 'al-qamar (аль-камр) сăмахран (уйăх) самахран тухнă. Уйăх патшалăх ялавĕ çинче пур.

Официаллă чĕлхесем — комор чĕлхи (суахили) чĕлхипе тăванлă), франци тата арап чĕлхисем.

Копт чĕлхи

Ко́пт чĕлхи — афрази макроçемьине кĕрекен икĕпат çемьин юлашки чĕлхе. Иккĕ пинçуллăх тапхăра аталаннă авалхи икĕпат чĕлхин юлашки утăмĕ шутланать. Грек çырăвĕн системин никĕсĕпе хăйĕн алфавитне усă курать.

Оман

Оман, — Азири патшалăх. Арави çурутравĕн кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă. Сауд Аравийĕпе, Пĕрлешнĕ Арап Эмирачĕсемпе тата Йеменпа чикĕленет. Тухăçпа кăнтăрти çĕрĕсем Арави тинĕсĕпе Оман кӳлмекĕ хĕррине тухаççĕ.

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ, — пĕтĕм тĕнчери мира тытса тăма, çирĕплетме, патшалăхсем хушшинчи çыхăнусене вăйлăлатма йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи организаци. Организаци никĕсĕсемпе структурине Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн Гитлер режимне хирĕç коалицине кĕрекенсем йĕркеленĕ.

Пахтат

Пахтат (арап. بغداد) — Иракăн тĕп хули, Пахтат мухафазин административлă тĕпĕ.

Раççейри чĕлхесен ят-йышĕ, калаçакансен шучĕпе

Пĕтĕм Раççейри 2002 çулхи халăх çыравĕпе Раççейре 150 чĕлхепе усă кураççĕ.

Çак чĕлхесен чылайрахăшĕпе 10 пине яхăн çын çеç калаçма пултарать, вĕсем çухалма патне çитнĕ.Раççейри пĕчĕк чĕлхесен Википеди уйрăмĕсене пулăшма «Раççей чĕлхисен Википедин пĕчĕк уйрăмĕсем» проект ĕçлет.

Семит чĕлхисем

Семит чĕлхисем, — Çывăх Хевелтухăç, Çурçĕр Африка, Хĕвелтухăç Африка тăрăхĕсенче сарăлнă афрази чĕлхи. Семит чĕлхисемпе пурĕ 370 миллион çын калаçать. Чи анлă сарăлнă челхесен шутне халĕ арап чĕлхи кĕрет, çавăн пекех амхар, иврит , тигриня чĕлхисемпе те нумай калаçакансем.

Тĕн чĕлхи

Тĕн чĕлхи — тĕн йăли-йĕркине тытса пымалли, ăна ирттермелли чĕлхе. Тĕн литературине кăларма, тĕн ĕçне туса пыма тата тĕн енĕпе вĕрентме чĕлхене усă курсан ăна тĕн чĕлхи шутне кĕртеççĕ. Тĕн литератури (Библи) пуртан, чиркӳсенче, авалхи чăваш тĕнĕнче чăвашла кĕлĕ ирттернĕрен чăваш чĕлхи те тĕн чĕлхи шутланать.

Танзани

Танзани Пĕрлешнĕ Республики (суахили Jamhuri ya Muungano wa Tanzania [tanzaˈni.a], акăл. United Republic of Tanzania [ˌtænzəˈniːə] е [tænˈzeɪniə]) — Хĕвелтухăç Африкăри патшалăх. Çурçĕр енче Кеннипе тата Угандăпа чикĕ тытать, хĕвеланăç енчен Руандăпа Бурунди тата Конго Демократи Республики, кăнтăрта Замбипе Малави тата Мозамбик. Хĕвелтухăç чикки Инди океанĕпе иртет.

Тунис

Тунис, — Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Çурçĕр Африкăри патшалăх. Анăçпа кăнтăр-анăç енчи чикки Алжирпа юнашар иртет. Кăнтăр-тухăç чикки Ливипе юнашар вырнаçнă.

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.