Çурт-йĕр тăвăм

Çурт-йĕр тăвăм — çурт, инженер çурт-йĕрне (кĕпер, çул, аэродром), çаплах пĕрле пулмалли объектсене (инженер эрешĕсене, пĕчĕк архитектура формисене т. ыт.) тăвăмĕн этем ĕçлĕхĕн тĕсĕ.

Sky scraper construction
Çӳллĕ çурт-йĕре туни.

Ĕç тата çурт-йĕр тăвăм тĕсĕсем

Тăвакан объектсене пулас ĕç-пуç тĕлĕпе çапла уйăраççĕ:

  • Промăçлă (савутсем, фабриксем)
  • Транспорт (çулсем, кĕперсем, тоннельсем)
  • Граждан пурăнан çурт-йĕр тăвăмĕ (пурăнан çуртсем, пĕрлĕх çурчĕсем)
  • Гидротехника (пĕвесем, дамбăсем, каналсем, çырана çирĕплетӳ çурт-йĕрпе хатĕрлĕх, шывусравĕсем)
  • Гидромелиораци (шăвару, типĕтӳ системисем)

Çурт-йĕр тăвăмĕн кашни тĕсĕ валли план, проект, çурт-йĕр тума тата усă курма ятарлă ушкăн кирлĕ.

Construction of Millennium Stadium, Cardiff
Миллениум стадион çурт-йĕр тăвăмĕ. Кардифф, Уэльс

Çавăн пекех

  • Девелопмент
  • Çурт-йĕр тăвакан компанисен ят-йышĕ
  • ФИДИК
  • Сейсмо изоляцийĕ

Вуламалли

  • Техническое регулирование в строительстве. Аналитический обзор мирового опыта / Под ред. А. Серых. — Snip, 2010.
Агрыз

Агры́з (тут. Әгерҗе, Əgerce) — Тутарстанăн Агрыз районĕн тĕпĕ, район тытăмĕнчи хула.

Лаптăкĕ — 8,6 çм².

Академик Королёв урамĕ (Шупашкар)

Академик Королёв (унчен Живописная) — Чăваш Республикин Шупашкарти Мускав районĕнчи «Байконур» микрорайонĕн тĕп урамĕ.

Ахмад Шах Масуд

Ахма́д Шах Масу́д (Шаблон:Lang-prs — Ahmad Šāh-e Mas'ūd, тадж. Аҳмадшоҳи Масъуд, Ahmadshohi Mas’ud; авăн, 1, 1953 — авăн, 10, 2001) — афган çапăçу командирĕ, Афганистанăн хӳтĕлев министрĕ (1992—1996). Таджик. Витлевĕ — Панджшер арăсланĕ (Шаблон:Lang-prs — Šēr-e Panjšēr, тадж. Шери Панҷшер, Sheri Panjsher). Масуд — витлев (лакаб), арапла «Телейлĕ» пулать, ăна вăл 1975 çулта Панджшер пăлхавĕ — Афганистанри ислам оппозицийĕ хĕçпăшалпа пĕрремĕш ăстрăмм çĕкленнĕ хыççăн хыççăн тивĕçнĕ. Афганистанăн ислам пĕрлĕхлĕхĕ афган хĕçпăшалланнă оппозицин, çаплах çак «АИП» - «Шурройи-е-Незор» партин хĕçпăшалланнă çуначĕн ертӳçисенчен пĕрри.

Капаев Иса Суюнович

Капаев Иса Суюнович (çĕртме, 16, 1949, Эркин-Юрт) — нухай çыравçи тата публицисчĕ. Карачай-Черкеси халăх çыравçи.

Пăчкă

Пăчкă — тĕрлĕ материала (йывăç, металл, пластика, чул тата ур.) касмалли нумай касавлă, яланхилле шăллă, инструмент.

Республика пукане театрĕ (Йошкар-Ола)

МЭР ПАКУ «Республика пукане теа́трĕ» — 1942 çулта Йошкар-Олара (Мари АССР) йĕркеленĕ пукане театрĕ Театр репуртарĕнче марилле тата вырăсла спектакльсем.

Трансçĕпĕр магистралĕ

Трансçĕпĕр чукун çул магистралĕ (Трансси́б), Аслă Çĕпĕр Çулĕ (историлле ячĕ) — Еврази крнтиненчĕ витĕр пыракан чукун çул, Мускава Раççейĕн паллă тухăç-çĕпĕрпе инçет-тухăç промăçлăх хулисемпе çыхăнтарать. Магистраль тăсăлăвĕ 9288,2 км — тĕнчири чи вăрăм чукун çул.

Çулăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Яблоновый перевал (1019 м тинĕс шайĕнчен). 2002 çулта ăна пĕтĕмпех электрифиленĕ.

Транссиб ячĕпе магистралĕн тухăç енне çеç, Челепирен (Кăнтăр Урал) Владивостока çити, асăнма пулать. Унăн тăршшĕ — 7 пин км. Çак пайне ĕнтĕ 1891 - 1916 çулсенче хывнă.

Хальхи вăхăтра Трансси́б Европа пайне, Урала, Çĕпĕре тата Инçет Тухăçне, анлăрах каласан — анăç тата кăнтăр раççей порчĕсене, çаплах Европăна чукун çулпа тухмалли порчĕсене (Санкт-Петербург, Калининград, Новороссийск), пĕр енчен, лăпкă океан порчĕсемпе тата чукун çулпа Азие тухмалли порчĕсемпе (Владивосток, Находка, Ванино, Байкал Лешьен) шанăçлă çыхăнтарать. Уйрăм пĕлтерĕшлĕ, паллах, Екатеринбург транспорт çыхăвĕ шутланать - вăл Европăна Азипе çыхăнтарать, çакăнта кирлĕ мĕнпур пысăк транспорт тата логистика юхăвĕ Азирен Европăна тата тепĕр еннелле те (Расçей территорипе) пырать.

Угаслов Николай Фёдорович

Николай Фёдорович Угаслов (08.02.1952, Хулаçырми, Çĕпрел районĕ, Тутар АССР çур.) — пĕрлĕх ĕçченĕ, шултра усламçă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президенчĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2008), Тутарстан Руспубликин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2008), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ (2011), Шупашкарти «Çулталăк меценачĕ» хула конкурсĕн лауреачĕ (2006), Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Чăваш Автономиллĕ Социаллă Совет Республики

'Чăваш Автономи Совет Социализм Республики (кĕскен: ЧАССР) — РСФСР йышĕнче 1925 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне тĕпе хурса йĕркеленĕ автономи республики.

1990 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш Ен Аслă Канашĕ республикăн суверенитет декларацине йышăннă, Чăваш ССР ята çирĕплетнĕ.

Хальхи Чăваш Республики Раççей Федерацине кĕрет, лаптăкĕ малтанхи Автономиллĕ Социализмлă Чăваш Совет Республикин чиккисемпе тан шутланать.

Шлак

Шлак (ним. Schlacke) — шăратнă металла кирлĕ компонентсенчен тасатнă хыççăн (чухăнлатни) юлакан, отвала пăрахмалли каяш.

Çапах та хăш чухне металла шăратнă чухне кирлĕ хаклă компонентлĕ чĕр тăпри те шлак (ильменит концентрачĕсене шăратнă чухне тухакан титан, ванадийлĕ чукуна конвергенциленĕ чухне тухакан ванадий шлакĕсем) пулать.

Шлака çурт-йĕр тумалли материалсене (кирпĕч, черепица), им-çам хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ.

Çаплах шлаксем — твёрдые отходы некоторых хими промăçлăхĕнче юлакан хытă каяшсем тата хытă тата çемçе топливăна çунтарнă хыççăн юлакан шăранчăк кĕл (сăмахран, чул кăмрăкĕ е мазут).

Тĕнчери чи çӳллĕ çуртсемпе çурт-йĕрсем
Çуртсемпе çурт-йĕрсем
Çуртсем
Çурт-йĕрсем
Çыхăннă ыйтусем
Ят-йышсем

Урăх чĕлхесем

This page is based on a Wikipedia article written by authors (here).
Text is available under the CC BY-SA 3.0 license; additional terms may apply.
Images, videos and audio are available under their respective licenses.